Борисов Александр Фёдорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Александр Борисов
Borisov AF.jpg
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Александр Фёдорович Борисов
Ҫуралнӑ 1905 ҫулхи акан 18-мӗшӗ (ҫӑвӑн 1-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑнӗ
Вилнӗ 1982 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ(1982-05-12) (77 ҫул)
Вилнӗ вырӑнӗ
Гражданлӑх
Професси Раҫҫей актёрĕ
Наградӑсем
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Ленин орденӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ «Хисеп палли» орден медаль «В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина» медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» медаль «Ветеран труда» медаль «В память 250-летия Ленинграда»
Сталинская премия 1-й степени Сталинская премия 1-й степени Сталинская премия 2-й степени Сталинская премия 2-й степени СССР халăх артисчĕ
РСФСР халӑх артисчӗ
РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Государственная премия РСФСР имени К. С. Станиславского
IMDb ID 0096835
Кинопоиск 329987

Бори́сов Алекса́ндр Фёдорович (1905 ҫулхи акан 18-мӗшӗ [ҫӑвӑн 1-мӗшӗ] , Санкт-Петербург1982 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ, Ленинград) — совет саманин театрӗн тата кино актёрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл кинорежиссёр, сценарист тата юрӑҫ пек паллӑ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1981)[1]. СССР халӑх артисчӗ (1951). Тӑватӑ хутчен Сталин премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ (1947, 1950, 1951икӗ хутчен). Тата вӑл К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1975). Икӗ хутчен Ленин орденӗн кавалерӗ (1975, 1981).

Пурнӑҫӗ

Александр Борисов 1905 ҫул ҫулхи акан уйӑхӗн 18-мӗшӗ (ҫу, 1)-мӗшӗнче Санкт-Петербургра чухӑн ҫемьере ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ кӗпе ҫӑвакан пулнӑ, ашшӗ вара кухньӑра ӗҫленӗ.

Вӑл юратуллӑ спектакльсене хутшӑннӑ. Ленинградри А. С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗнчи (хальхи Александрински театрӗ) Вырӑс драма шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл Ю. М. Юрьев патӗнче вӗреннӗ. Шкул пӗтерсен 1927 ҫулта ӑна театр-студине йышӑннӑ. 1928 ҫулта вӑл театрӑн тӗп труппин йышне кӗнӗ.

1930 ҫулта вӑл хӑйӗн пӗрремӗш пысӑк роль вылянӑ. Ку роль — Борис Волгин инженер пулнӑ (А. Н. Афиногеновӑн «Чудак» пьесипе). Вӑл пурнӑҫа юратакан тата тӗллевлӗ ҫын сӑнарне калӑпланӑ. Ҫак рольтех ҫамрӑк актёрӑн пысӑк пултарулӑхӗ, унӑн ӑшши тата кӑмӑллӑхӗ пурри палӑрнӑ. Волгин — «производство энтузиасчӗсен пӗрремӗш бригадин» пуҫаруҫи. Ҫак чӑнлӑхлӑ та ҫутӑ сӑнар урлӑ актёр хальхи вӑхӑтри паттӑрсен галерейине уҫнӑ.

А. Ф. Борисов Кузьма Ветерков ролӗнче. 1943 ҫул

Степан салтакӑн («Победители», авторӗ Б. Ф. Чирсков) сӑнарне вӑл питӗ уҫҫӑн тата ансат калӑпланӑ. Актёр ҫак сӑнара кулӑ, ҫивӗч сӑмах тата пурнӑҫ ӑсне кӗртнӗ. Вырӑс классикин пьесисенче вылянӑ сӑнарсем этем чысне ӗненнипе, кӑмӑл тасалӑхӗпе тата ӑс-хакӑллӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ: Мелузов (А. Н. Островский ҫырнӑ «Таланты и поклонники») тата Гаврила (А. Н. Островский ҫырнӑ «Горячее сердце»). Аркашка Счастливцев ролӗнче (А. Н. Островский ҫырнӑ «Лес» пьеса) актёр кулӑшла сӑнарсене выляссинчен пӑрӑнмасть. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пурнӑҫра хӗсӗрленӗ, пӗчӗк те пӗччен ҫыннӑн йывӑр шӑпине кӑтартать.

Санкт-Петербургри Литератор кӗперӗсем ҫинчи Борисовӑн вилтӑпри.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче вӑл хӑйӗн театрти юлташӗпе, К. И. Адашевскийпе пӗрле, Новосибирск радиовӗнче кӑмӑллӑ разведчик-салтаксен сӑнарӗсене калӑпланӑ. Кусем — Козьма Ветерков тата Илья Шмельков. Вӗсене И. И. Маланин паллӑ суккӑр баянист пулӑшнӑ. Ку кӑларӑмсем, каярахпа ҫак сӑнарсемпе ҫӗпӗр дивизийӗсен салтакӗсем умӗнче тухса калаҫнисем «Тӑшмана тапӑнасси» ятпа тухнӑ. Вӗсем халӑх хушшинче питӗ паллӑ пулса тӑнӑ[2].

1937 ҫултанпа кинора выляма пуҫланӑ.

1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче режиссёр пек ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл икӗ мелодрама ӳкернӗ: «Кроткая» (1960) тата «Пробивной человек» (1978). Ҫавӑн пекех «Душа зовёт» (1962) кӗске фильм лартнӑ.

Ҫамрӑкла вӑл В. П. Соловьёв-Седойпа пӗрле музыка трио йышӗнче юрланӑ. Сцена ҫинче тата фильмсенче романссем, юрӑсемпе такмаксем юрланӑ (яланхи аккомпаниаторӗ — С. А. Сорокин гитарист пулнӑ). Сӑмахран, «Лапин романсӗ», «Кимӗ» тата ыттисем.

Вӑл СССР Аслӑ Канашӗн 6-мӗш пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ.

Вӑл 1982 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче[3] (ытти ҫӑлкуҫсем тӑрӑх — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче[4]) Ленинградра вилнӗ. Ӑна Волково масарӗнчи Литератор кӗперӗнче пытарнӑ[5]. 1987 ҫулта вилтӑпри ҫинче палӑк лартнӑ. Вӑл гранит колонна ҫине лартнӑ бронза бюстран тӑрать (скульпторӗ — М. Т. Литовченко, архитекторӗ — С. Л. Михайлов).

Хисеплӗ ячӗсемпе наградисем

Фильмографи

  • 1937 — Днепр в огне — Пётр Белов
  • 1938 — Друзья — Назарка
  • 1940 — Концерт на экране — Григорий Отрепьев, «Борис Годунов» сценинче
  • 1949 — Академик Иван Павлов — И. П. Павлов
  • 1949 — Александр Попов — П. Н. Рыбкин
  • 1950 — Мусоргский — М. П. Мусоргский
  • 1951 — Белинский — А. И. Герцен
  • 1952 — Римский-Корсаков — С. И. Мамонтов
  • 1953 — Горячее сердце (фильм-спектакль) — Гаврило
  • 1953 — Лес (фильм-спектакль) — Аркадий Счастливцев
  • 1954 — Верные друзья — Александр Фёдорович Лапин, профессор
  • 1955 — Вольница — Кузьма Назарович Бляхин
  • 1955 — Максим Перепелица — Марко Муха
  • 1955 — Следы на снегу — Грохотов, патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн полковникӗ
  • 1956 — Дорога правды — Иван Васильевич Шмелёв
  • 1956 — Одна ночь (фильм-спектакль) — Кривохатский
  • 1957 — Балтийская слава — Быков
  • 1958 — В дни Октября — Вершин
  • 1958 — Пучина (фильм-спектакль) — Кирилл Филиппыч Кисельников
  • 1962 — Душа зовёт (кӗске метражлӑ) — Солянов
  • 1964 — Весенние хлопоты — Женя ашшӗ
  • 1964 — Дети Ванюшина (фильм-спектакль) — Ванюшин
  • 1965 — Война и мир — дядюшка Ростовых
  • 1965 — Знойный июль — Дедюхин
  • 1966 — В городе С. — Пузырёв
  • 1966 — Маленькие трагедии (2-мӗш фильм «Каменный гость») (фильм-спектакль) — Лепорелло
  • 1966 — Я солдат, мама — эпизодлӑ
  • 1967 — Зелёная карета — Александр Михайлович Гедеонов
  • 1967 — Крыжовник (кӗске метражлӑ) — Иван Иванович
  • 1967 — Они живут рядом — Васин
  • 1969 — Вчера, сегодня и всегда — ертсе пыракан
  • 1969 — Похищение — артист Борисов
  • 1970 — Нахлебник (телеспектакль) — Кузовкин
  • 1971 — Каменный гость (фильм-спектакль) — Лепорелло
  • 1972 — Карпухин — Сарычев
  • 1973 — Здесь наш дом — Пухов
  • 1973 — Сказки Старого Арбата (фильм-спектакль) — мӑнтӑрскер
  • 1975 — Руки человеческие (фильм-спектакль)
  • 1978 — Пока бьётся сердце (фильм-спектакль) — Иван Андреевич
  • 1978 — Явка с повинной (фильм-спектакль)
  • 1981 — Приглашение к жизни (фильм-спектакль) — Вихров
  • 1981 — Россия молодая — Иевлев куккӑшӗ
  • 1982 — Личные счёты — Александр Михайлович

Каҫӑсем

  1. ^ Большая Российская энциклопедия: В 30 т. / Председатель науч.-ред. совета Ю. С. Осипов. Отв. ред С. Л. Кравец. Т. 4. Большой Кавказ — Великий канал. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2006. — 751 с.: ил.: карт.
  2. ^ Очерки истории русского советского драматического театра. — изд. АН СССР, 1960. — Т. 2. — С. 603-605. — 776 с. — 3000 экз.
  3. ^ Александр Борисов на сайте «Ленфильма». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Герой Соц. Труда Борисов Александр Фёдорович :: Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  5. ^ Могила А. Ф. Борисова на Волковском кладбище. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  6. ^ РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчи указӗ
  7. ^ РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1949 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнчи указӗ
  8. ^ СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчи указӗ