Олькина Екатерина Александровна

Олькина Екатерина Александровна (ҫур. 1985 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ, Котлас) — Раҫҫейри театрпа кино актриси, музыка театрӗн актриси[1].

Пурнӑҫӗ

1985 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулинче (РСФСР, СССР) ҫуралнӑ. Вӑл ҫуралсан ҫур ҫултан ҫемье Куйбышев (Самар) хулине пурӑнма куҫнӑ[2].

Акӑлчан чӗлхине тарӑн вӗрентекен гимназире пӗлӳ илнӗ[3]. Пӗр вӑхӑт акӑлчан филологи факультетне вӗренме кӗресшӗн пулнӑ, анчах майӗпен пултарулӑх ӗҫне тарӑнлатнӑ[4]. Ташӑ, юрлас енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ, ӳкерме вӗреннӗ. Вокалистка пек музыка конкурсӗсене хутшӑннӑ. 16 ҫулта «Другой мир» (L’autre monde) вырӑс-хрантсус мюзиклӗн кастингне хутшӑннӑ, унта тӗп роле выляма тивӗҫнӗ[5]. Спектакль Мускавра, уйӑх хушши Парижра иртнӗ. Францири гастрольсенчен таврӑннӑ хыҫҫӑн Олькина малалли пурнӑҫа сценӑпа ҫыхӑнтарасшӑн пулнине палӑрнӑ[6].

Пӗлӳ илни

Гнесинсен ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗ ҫумӗнчи эстрадӑпа джаз ӳнерӗн патшалӑх музыка училищине вӗренме кӗме шутланӑ, анчах юлашкинчен Раҫҫей театр ӳнерӗн академийӗн (ГИТИС) музыка факультетӗнче вӗренме тытӑннӑ[4]. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Александр Бармакӑн(выр.)чăв. курсӗнче вӗреннӗ. РАТИ-ГИТИС-ран 2008 ҫулта вӗренсе тухнӑ[6].

Унсӑр пуҫне пӗр вӑхӑт хушши АПШ, Германи, Австри педагогӗсенчен актёр ӑсталӑхне вӗреннӗ. Пӗр интервьюра ҫакӑн ҫинчен ҫапла аса илнӗ[7]:

Анӑҫ ҫӗршывӗнче опыт илнӗ хыҫҫӑн эпӗ тунӑ тӗп пӗтӗмлетӳ — вырӑс шкулӗн шайӗ питӗ пысӑк пулни. Пирӗн актёра унта пур майсемпе тивӗҫтерсен — эсир тӗлӗкре те тӗлленменнине курайнӑ пулӑттӑр! Паллах, техника енчен вӗсем пирӗнтен чылай малта. Вӗсен хатӗрленме нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ, анчах эпир те ҫавӑн патне ҫывхаратпӑр.

Профессиллӗ ӗҫӗ-хӗлӗ

Кинора РАТИ (ГИТИС) студентки пулнӑ чухнех, 2006 ҫулта, ӳкерӗнме тытӑннӑ. Олькина кинори пӗрремӗш ролӗсене «Сталин. Live» (Зоя), «Колобков. Чӑн-чӑн полковник!» , «Мент в конец» (Вика), «Морозов» (ветеринар) сериалсенче, «Слуга государев» (картиш ҫумӗнчи тарҫӑ) фильмра вылянӑ. 2009 ҫулта хӑйӗн пӗрремӗш тӗп рольне «Течёт река Волга» сериалта вылянӑ, вӑл Люда сӑнара калӑпланӑ. Актрисӑн тепӗр пысӑк ӗҫӗ — Пӗрремӗш каналпа(выр.)чăв. тухнӑ «Пӗррехинче Ростовра» криминаллӑ сагӑри Нина Полетаева ролӗ. Сериала куракансем пысӑк хак панӑ — ӑна «ТЭФИ» тата «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» кинопремисем валли номинациленӗ[8].

2012 ҫулта Раҫҫейпе Кубӑн пӗрлехи «Глория ылтӑнӗ» проектра ӳкерӗннӗ, унта вӑл Розалия сӑнарне калӑпланӑ.

Кинора ӳкерӗннипе пӗрле актриса театрта та ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Вӑл –«Серпуховкӑри театриумра»(выр.)чăв., Мускаври «Хальхи пьеса шкулӗ» театрта вылянӑ, «Маскарад» театр компанийӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ[9][6].

2025 ҫул тӗлне Екатерина Олькина театрта вылять, кинора ӳкерӗнет[10]. Трубнойри театрпа ҫыхӑну тытать, ҫавӑн пекех Татевик Залинянӑн «TATACAST» актёр агентствипе ӗҫлет[11]. Вӑхӑтран вӑхӑта ӑсталӑха ӳстерме тӗнче шайӗнчи актёр тренингӗсене ҫӳрет[12].

Харпӑр пурнӑҫӗ тата кӑсӑкланӑвӗ

Иван Замотаев(выр.)чăв. актёрпа тата джаз музыканчӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ пулнӑ[13]. 2015 ҫулта вӗсен Дмитрий ывӑл ача ҫуралнӑ. 2017 ҫулта мӑшӑр саланнӑ[14][15].

2020 ҫулхи март уйӑхӗнче Олькинӑн иккӗмӗш ывӑл ача — Мирон — ҫуралнӑ. Ачан ашшӗ кам пулнине вӑл каламан.

Актриса Тухӑҫри философипе тата культурӑпа кӑсӑкланать. Буддистсен ҫӗршывӗсене кайса ҫӳреме кӑмӑллать[16].

Кинори рольсем

Ҫул Роль Фильм
2006 Зоя «Сталин. Live»
2007 эпизодлӑ «Колобков. Настоящий полковник!»
2007 ветеринар «Морозов»
Майский майорӑн тусӗ «След»
картишри тарҫӑ «Слуга Государев»
2008 Вика «Мент в законе-1»
2009 Люда «Течёт река Волга»
2010 Роза «Зверобой-2»
Катя Солнцева «Столица греха»
2011 Роза «Зверобой-3»
Ирина — Егор тусӗ, милици лейтенанчӗ «Только ты»
2012 Надежда «Дорога на остров Пасхи»
Розалия «Золото Глории»
Ольга Семёнова «Ночные ласточки»
Нина Полетаева «Однажды в Ростове»
Евгения Колесникова «Средство от смерти»
Таня «Алмаз в шоколаде»
2013 Нина Евгеньевна Комлева-Ершова «Двойная жизнь»
Кира «Жить дальше»
де Шеврёз герцогиня «Три мушкетёра»
2014 Алёна «Вдовец»
Маша Урванцева «Легавый-2»
Катя «Поворот наоборот»
Алёна Скорнякова «Пока станица спит»
2015 Ольга, Колокольцевсен аслӑ хӗрӗ «Семейный альбом»
2016 Оля Козырева «Подмена»
2017 Лида «Пармские фиалки»
2019 Люся Некрасова «Гадалка»
Настя Горшкова «Горная болезнь»
Марина Романова «Замок из песка»
Эммануэль «Зелёный фургон. Совсем другая история»
Ирина Одинцова «Технарь»
Снежана «Филатов»
2020 Люся Некрасова «Гадалка. Новый сезон»
Татьяна «Свои чужие родные»
Екатерина Воронова «Чужая стая»
2021 Алёна «Красавица и чудовище»
Елена Давыдова «Серебряный волк»
Алёна, Геннадий арӑмӗ «Хрустальный»
2022 Вера Гришина «Алекс Лютый. Дело Шульца»
Галя Клюева «Катюша»
Рита «Стикер»
Шевчук «Тёмная лошадка»
Галя «Чернобыль»
2023 Оксана «Диагноз „Везучая“»
Маша Савельева «Игра в убийство»
2024 Вера Гришина «Алекс Лютый. Дело сирот»
Агнешка, Казимир Домбровский пресс-секретарӗ «Варшава’21»
Инна Юрьева «По зову сердца»
эпизодлӑ «Против всех-3»
Нина «Зло»
Татьяна Архипова «Я помогу»

Театрти репертуар

  • Томас Брэндонӑн «Чарлей инкӗшӗ» (Элла Дэлэй);
  • Ричард Шеридан «Дуэнья» (Луиса);
  • Исидор Штокӑн «Божественная комедия» (Ева);
  • Орен Сафдин «Семейный шкаф и его обитатели» (Мэлори)
  • тата ыттисем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Екатерина Олькина. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Екатерина Олькина. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  3. ^ Олькина Екатерина: сериалы, биография, фото, видео, награды, интервью. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 «Среди актеров мало настоящих мужчин»: актриса Екатерина Олькина — о публичности, голливудском кино и роли жертвы(паллӑ мар). vm.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  5. ^ Кто такая Екатерина Олькина: фильмы, биография, интересные факты(паллӑ мар). www.novochag.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Екатерина Олькина (выр.). www.maskarad-maskarad.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  7. ^ Власова, Александра. Первый супруг молчал про семью, а она скрыла имя второго мужа. Загадки звезды «Хрустального» Екатерины Олькиной. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  8. ^ Екатерина Олькина (выр.). www.kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  9. ^ Агентство городских новостей «Москва» - Фотобанк (выр.). www.mskagency.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  10. ^ Екатерина Олькина – афиша событий на 2025–2026 год (выр.). Яндекс Афиша. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  11. ^ Екатерина Олькина. tatacast.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  12. ^ Екатерина Олькина. Несовременная девушка - 7Дней.ру (выр.). 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  13. ^ Развелась с известным мужем и скрывает отца своего ребенка. Как Екатерина Олькина живет после неудачного брака (2022-01-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  14. ^ Личная жизнь Екатерины Олькиной: муж Иван Замотаев(паллӑ мар). wellnesso.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  15. ^ Муж звезды сериала «Гадалка» обрёл счастье с внучкой Юрия Яковлева и Михаила Козакова. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  16. ^ Екатерина Олькина. smotrim.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.