Очăк

Очăк — чăваш çĕрпĕвĕ.

Кун-çулĕ

Вăл Очăкасси ялне никĕслесе янă. Унăн шăллĕ Пахташ тепĕр яла чун парса çутă тĕнчене кĕртнĕ. Вырăсла ăна Бахтигильдино тенĕ. Очăк çичĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕсем, çитĕнсе çитсен, Хусан вăрçинче паттăррăн çапăçнă. Çакăншăн мускав патши вĕсене Атӑл çинчи Масла отти утрава панă. Халĕ çав утрав Шупашкар шывуправĕ айне кайнă.

Вуламалли

  • Е. Е. Ерагин, «Моргаушский край», 1994.

Категорисем