Пăрчăкан Нина Алексеевна
Пӑрчӑкан Нина Алексеевна (чӑн хушамачӗ — Семёнова; ҫур. 1955 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ, Мӑнҫут, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш сӑвӑҫи, ача-пӑча валли хайлавсен тата юрӑ сӑмахӗсен авторӗ[1]. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (2001), Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (2009)[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1955 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫут ялӗнче ҫуралнӑ[1]. Тутарстанри Зеленодольск медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ[2].
1978 ҫултан Шупашкарти электровиҫев приборӗсен заводӗнче фельдшер, Василий Иванович Чапаев ячӗллӗ Шупашкар заводӗнче участок медицина сестри, 95-мӗш ача садӗнче медицина сестри тата воспитатель пулса ӗҫленӗ. 1995 ҫултан «Агротэк» акционерлӑ обществӑра бухгалтер-кассир пулнӑ[1].
Пултарулӑхӗ
Пӑрчӑкан ача-пӑча валли сӑвӑсемпе юптарусем, лирика тата юрӑ сӑмахӗсем ҫырнӑ. Унӑн сӑввисемпе юрӑсем кӗвӗленӗ[1].
Авторӑн кӗнекисем:
- «Пил ывӑлсене» — сӑвӑ пуххи (2001)[3];
- «Хӗвел пайӑрки» — 64 страницӑллӑ сӑвӑ пуххи (Ҫӗрпӳ, 2001)[4];
- «Ҫула тухрӑн пулсан — утмаллах...» — сӑвӑ пуххи (2003)[3];
- «Тӑван енӗм, тӑван ен...» — сӑвӑ пуххи (2005)[3];
- «Хӗллехи ҫумӑр» — сӑвӑсемпе юрӑсен 80 страницӑллӑ пуххи (Ҫӗрпӳ, 2007)[4];
- «Сарӑ тӗпел» — 96 страницӑллӑ сӑвӑ пуххи (Ҫӗрпӳ, 2010)[4];
- «Мӗншӗн анне йӑл кулать?» — кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли сӑвӑсемпе юптарусен 47 страницӑллӑ пуххи (Шупашкар, 2011)[4];
- «Тата мӗншӗн пурӑнас-ха ҫӗр ҫинче...» — сӑвӑ пуххи (Шупашкар, 2015)[4].
Пӑрчӑканӑн ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавӗсем 2015 ҫулта тухнӑ «Чӑваш литературин антологийӗ» кӗнекен тӑваттӑмӗш томне, сӑввисем 2022 ҫулхи «Чун-чӗре сунталӗ» пуххине кӗнӗ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Пӑрчӑкан (Семенова) Нина Алексеевна (выр.). Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Пӑрчӑкан, Нина Алексеевна (выр.). Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Микулай Мӑскал. Чун-чӗре сунталӗ. — Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2022. — С. 379—380. — 500 с. — ISBN 978-5-907454-57-6.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Пӑрчӑкан (Семенова) Нина Алексеевна: произведения (выр.). Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Пӑрчӑкан (Семенова) Нина Алексеевна: библиография (выр.). Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Александр Моисеевич Ильин. Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксарский кооперативный институт Российского университета кооперации, 2019. — С. 256. — ISBN 978-5-4339-0078-3..
- Союз чувашских писателей / составитель Геннадий Васильевич Кириллов. — Всечувашский общественно-культурный центр, 2002. — С. 73—74. — 144 с.
- Пётр Алексеевич Ялгир. Литературный мир Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2005. — С. 83—84. — 160 с.
- Кудряшова, Л. Тӗл пулура — ҫыравҫӑсем / Л. Кудряшова // Елчӗк ен. — 2008. — 13 раштав. — С. 8.
- Нина Пӑрчӑкан // Ҫӗрпӳ ен кӗввисем : [сӑвӑсем] / М. Мӑскал. — Шупашкар, 2015. — С. 238 : сӑн ӳкерчӗк.
- Нина Пӑрчӑкан // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 87.
- Нина Пӑрчӑкан // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2015. — [Т. 4]: Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. — С. 424.
- Через книгу — к согласию народов» // Ульяновец. — 2010. — 30 апреля. — С. 10.
- Микулай Мӑскал. Чун-чӗре сунталӗ. — Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2022. — С. 379—386. — 500 с. — ISBN 978-5-907454-57-6.