Павлов Николай Спиридонович
Павлов Николай Спиридонович (1922 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Слакпуҫ — 1978 ҫулхи акан 2-мӗшӗ, Пелепей районĕ, Пушкăрт АССР) — 1-мӗш Белорус фрончĕн 65-мĕш армин 11 артиллери дивизин 46-мĕш çăмăл артиллери бригадин 1007-мĕш çăмăл артиллери полкӗн тупă командирĕ, сержант. Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хальхи Пушкӑрт АССРӗн Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш. Шкулта 8 класс вӗреннӗ. Тӑван ялӗнче библиотекарьте, Джезказган (Казахстан) хулинче стройкӑра ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 ҫултанпа хутшӑннӑ. Полесск облаҫӗн Париж районӗнчи Дуброва ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура 1943 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вӑл ертсе пынӑ тупӑ расчёчӗ фашистсен 27 танкӗпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ҫапӑҫура расчетпа 5 танка пӗтернӗ.
ВКП (б) /КПСС пайташӗ 1943 ҫултанпа. Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван ялӗнче К. В. Иванов ҫурт-музейӗн директорӗ, ял Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗ, гражданла оборона учителӗ пулса ӗҫленӗ.
1978 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Слакпуҫ ялӗн масарӗнче пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.03.1944);
- Ленин орденӗ (29.03.1944);
- «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» медаль (29.03.1944);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (06.05.1945);
- «Ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (06.07.1943);
- ытти медальсем, юбилей медалӗсем.
Астӑвӑм
- 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Слакпуҫӗнче, Павлов Н. С. ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ кун, Паттӑр бюстне уҫнӑ. Бюст-палӑка ывӑлӗн, А. Н. Павловӑн укҫа-тенкипе тата пӗр ял ҫыннисен, «Сыны Отечества» офицерсен союзӗн пайташӗсен пулӑшӑвӗпе ӑсталанӑ[2];
- Павловсен ҫурчӗ пулнӑ вырӑнта асӑну палли вырнаҫтарнӑ[3];
- Шкул музейӗнче Совет Союзӗн Геройне Павлова Н. С. халалланӑ кӗтес пур;
- К. В. Иванов ячӗллӗ Слакпуҫ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ҫурчӗ ҫине Павлов Николай Спиридоновича асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Павлов Николай Спиридонович. Чувашская энциклопедия.
- ^ В Белебеевском районе увековечили память Героя Советского Союза Николая Павлова. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Герой Советского Союза Павлов Николай Спиридонович :: Герои страны. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000;
- Славные сыны Башкирии. Книга 3. Уфа, 1968;
- Изоркин, А. В. Павлов Николай Спиридонович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 357.
Каçăсем
Павлов Николай Спиридонович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра