Пайлот

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Пайлот
Сӑн
Ҫыртарнӑ  ҫӗршыв Раҫҫей Федерацийӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

«Пайлот» (акăл. pilotлоцман) — ҫынсене ҫӑлма ӑсталанӑ винтлӑ буксир, пӑрҫӗмрен йышши тӗнчери пӗрремӗш пӑспа ӗҫлекен карап.

1864—1890 ҫулсенче «Пайлотпа» усӑ курса пӑр тӑнӑ вӑхӑтра Кронштадтпа Ораниенбаум хушшинче почтӑпа пассажирсене турттарнӑ, ҫапла май навигаци тапхӑрне темиҫе эрнелӗхе вӑрӑмлатма май пулнӑ.

1864-мӗш ҫулта Михаил Бритнев вырӑс карап хуҫи хушнипе Кронштадтра «Пайлот» ятлӑ пӗчӗк пӑрахут ҫинче сӑмса вӗҫне 20° кӗтеспе касса илнӗ, ҫакна помор киммисене тӗслӗх пек илсе тунӑ. Ҫапла май вара карап пӑр ҫине шуса хӑпарса ӑна хӑйӗн йывӑрӑшӗпе ҫӗмӗрме пултарнӑ.

Каярахпа ҫакӑн пек карап сӑмсине пӑрҫӗмрен теме пуҫланӑ, пӑрахутне хӑйне вара карапсен ҫӗнӗ тӗсне — пӑрҫӗмренсене — хатӗрлеме май панӑ тӗслӗхӗ пек палӑртнӑ.

1864 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче «Пайлот"винт пӑрахучӗ пӗрремӗш хут гавань хыҫне тухнӑ та пысӑк та пӗчӗк рейдсем тӑрӑх пынӑ, анчах пӑр хулӑнӑшӗ ҫӑмӑл пӑрахута Котлин утравӗнчен чылай аякка кайма паман-ха. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Кронштадтри вестника» хаҫат ҫапла ҫырнӑ:

Питӗре ҫитес текенсем валли тата унӑн хӑнисемшӗн Бритнев хисеплӗ гражданинӑн «Пайлот" винтлӑ пӑрахучӗ питӗ меллӗ май туса парать, вӑл халӑха илсе ҫитерет, навигацие уҫиччен вӑл хальхи вӑхӑтчен Ораниенбаума пассажирсемпе кунне виҫӗ хутчен ҫитернӗ, шӑп та лӑп 8,12 тата 3 сехетсенче[1].

Каярахпа С. О. Макаров адмирал ҫапла ҫырнӑ:

… ҫак пӗчӗк пӑрахут тума май ҫук пек туйӑннӑ ӗҫе тума пултарчӗ, кӗркуннепе хӗлле вӑл навигаци вӑхӑтне темиҫе эрнелӗхе тӑсайрӗ[1].

1866 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Финн кӳлмекӗ сийӗн-сийӗн пӑрпа витӗнсен, Тинӗс ведомствин чиновникӗсем «Пайлота» тата пӑра катма кире пуканӗсемпе усӑ куракан "Опыт" пӑрҫӗмрен карапне танлаштарса тӗрӗслевсем ирттернӗ. «Пайлот» тӗрӗслевре ҫӗнтернӗ, вӑл пӑрсем хушшинче хӗсӗнсе ларнӑ «Опыта» самай инҫе хӑварнӑ.

«Пайлот» ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ пулин те, пӑра ҫӗмӗрме-касма тӗрлӗ хатӗрсем вырнаҫтарнӑ пӑрҫӗмренсен конструкцийӗ («Опыт» йышши) вырӑнлӑрах тесе йышӑну тунӑ пулнӑ.

Бритнев пӑрҫӗмренӗн конструкцийӗ ӑнӑҫлӑрах пулнине 1870/1871 ҫулсенчи сивӗ хӗл палӑртнӑ. Ҫав ҫул Эльба тата Гамбург порчӗн акваторийӗ пӑрланса ларнӑ пулнӑ. Карапсем ҫӳресси чарӑнса ларнӑ, карапсем ҫӳретекен компанисен хуҫисем тӑкак тӳснӗ. Ҫак лару-тӑрура Гамбург влаҫӗсем 300 тенкӗпе Бритневран «Пайлот» чертежӗсене туяннӑ[1], портри темиҫе пӑспа ҫӳрекен карапа ҫав меслетпе ҫӗнетсе вӗсем навигацие тавӑрма пултарнӑ. Ҫак тӗслӗхпех Дани, Швеци тата АПШ усламҫисем усӑ курнӑ. Бритнев конструкцине лайӑхлатнине пула тӗрлӗ ҫӗршывсенче малашне пӑрҫӗмренсен уйрӑм проекчӗсем пурнӑҫланнӑ — карап сӑмси ҫинче винт вырнаҫтарнӑ пӑрҫӗмренсем (Америкӑри пеккисем), гамбург йышши пӑрҫӗмренсем тата ытти те.

1875-мӗш ҫулта Бритнев заводӗнче «Пайлота" пулӑшма ҫавӑн йышши иккӗмӗш карап — "Бой» ӑсталанӑ, 1889-мӗш ҫулта виҫҫӗмӗшне — «Буй». 1880-мӗш ҫулсенче Ораниенбаум пӑрахут компанийӗ «Луна» тата «Заря» йышши пӑрҫӗмренсем ӑсталанӑ, вӗсен двигателӗсем вара хӑватлӑрах пулнӑ - 250 лаша вӑйӗллӗ ("Пайлотӑн" 85 лаша вӑйӗ кӑна пулнӑ).

Бритневӑн «Пайлот» тата «Бой» пӑрҫӗмренӗсем Макаров адмирала «Ермак» ятлӑ хӑватлӑ арктика пӑрҫӗмренне тӑвас шухӑш патне пырса ҫитернӗ.

Чылай вӑхӑт хушши карапӑн сӑнне чӑннине палӑртакан ӳкерчӗксем сыхланса юлман тесе шутланӑ. 1976 ҫулхи совет тапхӑрӗн почта маркки ҫинче сӑнланнӑ пӑрахут - ячӗ паллӑ мар пӑрахут (е пӑспа ӗҫлекен баржа) сӑнӗ кӑна, ӑна А.П. Боголюбов хӑйӗн "Санкт-Петербургри Тинӗс каналне уҫни" картининче сӑнланӑ пулнӑ.

Карапа 1862 ҫулта Англире ӑсталанине тупса палӑртнӑ, ҫавӑн пекех моделе реконструкциленӗ савутри чертежсем тупӑннӑ[2].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3 Веселов Павел. Продлить навигацию // Техника молодежи. — 1993. — № 6. — . 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Понкратов Д. В., Мартинес Х. П. Как выглядел «Пайлот»? (Русский) // Журнал «Гангут». — 2020. — № 120. — . — ISSN 2218-7553. 2019 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Морской энциклопедический словарь. — СПб.: Судостроение, 1993.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Пайлот статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '