Панулми кунӗ (Аслӑ Британи)
Уяв | |
Панулми кунӗ | |
![]() | |
Тӗсӗ | Официаллӑ мар уяв |
---|---|
Официаллӑ | Apple Day |
Ҫирӗплетнӗ | «Common Ground» |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | юпа, 21 |
Уявлаҫҫӗ |
![]() |
Йӑласем | «The Longest Peel Competition» — чи вӑрӑм панулми хуппи ӑмӑртӑвӗ, ухӑран панулмисем тӑрӑх пени |
Ҫыхӑннӑ | панулми |
![]() |
Панулми кунӗ (акăл. Apple Day) — Аслӑ Британире ҫулсерен юпан 21-мӗшӗнче (е ҫывӑхри канмалли кунта) иртекен официаллӑ мар уяв.
Аслӑ Британири «Панулми кунӗн» историйӗ тата ӑна уявлани
Аслӑ Британире ҫак мероприяти пӗрремӗш хут 1990 ҫулта Тӗтреллӗ Альбионӑн ыр кӑмӑллӑх организацисенчен пӗри — «Common Ground» — пуҫарнипе иртнӗ. Уява «Панулми кунӗ» теҫҫӗ пулин те, ӑна панулмине кӑна мар, улма-ҫырла пахчисене те, ҫавӑн пекех утравӑн паллӑ вырӑнӗсене те халалланӑ.
Уява йӗркелекенсем панулми тӗрлӗ енлӗ ҫимӗҫ тата тӗнче аспекчӗсен символӗ пулнине, тата этем вӑй ҫитнӗ таран таврара пулса иртекен пулӑмсем ҫине витӗм кӳме пултарнине кӑтартайнӑ. Библири Евӑна аса илес пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшме те пулать — «ҫиме юраман ҫимӗҫ» пек панулмирен ытларах ытти улмасем ҫын пурнӑҫне витӗм кӳреймен.
Уяв панулмие халалланӑ ярмӑркка евӗр иртет, унта панулмин ҫӗр-ҫӗр сортне (вӗсенчен пӗр пайне лавккасенче пачах туянма май ҫук) астивсе пӑхма кӑна мар пулать, уява пынисем каярах хӑйсен пахчине е ҫурт ҫумне лартма панулми хунавӗсене те туянма пултараҫҫӗ. Панулми лартса ӳстерме вӗренекенсем вара «Панулми кунӗнче» опытлӑ ӗрчетекенсенчен профессиллӗ консультаци илме пултараҫҫӗ.
Уявра панулмирен хатӗрленӗ вун-вун тӗрлӗ кулинари апачӗ те тутанса пӑхма, каярахпа килте пӗҫерсе пӑхма хӑш-пӗрисен рецепчӗсене пӗлме пулать.
Тӗрлӗ «панулми ӑмӑртӑвӗсене» ирттересси ҫак уявӑн йӑли пулса тӑнӑ, сӑмахран, ухӑран панулмине тӗл персе тивӗртесси е унӑн хуппине тасатасси: чи вӑрӑм хӑю тума пултараканни ҫӗнтерет.
Хӑш-пӗр интернет-сайтсем «Панулми кунне» (ӑна акӑлчан коронине пӑхӑнакансем палӑртаҫҫӗ) «Пӗтӗм тӗнчери панулми кунӗ» теме васканӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ят йӑнӑш пулин те, тен, вӑл пророкла калани пулма пултарӗ. Тӗслӗхрен, АПШра та хӑйӗн «Панулми кунӗ» пур ӗнтӗ, ӑна ҫулсерен нарӑсӑн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Каҫӑсем
- Аслӑ Британири «Панулми кунӗ»
- АПШ-ри «Панулми кунӗ»( ӗҫлемен каҫӑ)