Паршин Николай Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Николай Иванович Паршин (1923—1945) — Ĕçтеш-çĕрĕçтеш Хĕрлĕ Çарĕн лейтенанчĕ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннăскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Биографи
Николай Паршин родился 1923 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Вознесенское чиркӳ ялĕнче (халĕ — Пӑрачкав районӗ Чăваш Ен) çуралнă. Вăтамшкулта вĕренсе тухсан колхозра вăй хунă. 1942 çулхи çу уйăхĕнче Паршина хĕсмете çара илнĕ. Çав çулăн авăн уйăхĕнчен пуçласа — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче. Кĕçĕн лейтенантсен курсĕнче вĕренсе тухнă. Çапăçура суранланнă[1].
1944 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне гварди лейтенант Николай Паршин 2-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш танк çарĕн 16-мĕш корпусĕн 15-мĕш бригадăри автоматчиксен взвочĕпе командăланă. Днестр урлă çапăăçса каçнă чухне палăрнă. 1944 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче Паршин взвочĕ Днестр урлă пĕрремĕш каçса çыран хĕрринче плацдарма çенсе илсе бригадăн тăп вăйĕсем çитиччен тытса тăнă. Çапăçура Паршин хăех тăшманăн 3 салтакне тыткăна илнĕ[1].
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 194 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнчи Хутайĕпе Днестр урлă вăрçса каçнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Николай Паршин гарди лейтенант çӳллĕ хисепе - Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивĕçнĕ, ăна Ленин орденĕпе «Ылтăн Çăлтăрĕ» медальпе (5108-мĕш номер) чысланă[1].
1945 çулхи акан 30-мĕшĕнче Паршин Берлиншĕн çапăçнă чухне пуçне хунă. Берлинре пытарнă[1].
Çаплах Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланă[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
- Воробьёв В. П., Ефимов Н. В. Герои Советского Союза: справ. — СПб., 2010.
- Исаев А. В. Берлин 45-го. Сражения в логове зверя. — М.: Яуза, Эксмо, 2007.