Патрин Геннадий Васильевич
Патрин Геннадий Васильевич (1930 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ, Улатӑр, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — паллӑ мар) — совет саманинче производствӑра малта пыракан, Туркмен ССРӗн Мелиораципе шыв хуҫалӑх министерствин Ташауз юсавпа строительство управленийӗн экскаватор машинисчӗсен бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971)
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн (халӗ — Чӑваш Республики) Улатӑр хулинче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ.
1945 ҫултанпа Туркмен ССРӗн Чарджоу облаҫӗнчи «Свободный» тата «Трудовой» тимӗр тӑпри рудникӗсенче вӑй хунӑ. 1950—1953 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн 1953 ҫултанпа «Туркменремводстрой» трестӑн Ташауз юсав-строительство управленийӗн экскаваторщикӗнче вӑй хунӑ. Унтан экскаваторсен машинисчӗсен бригадирне лартнӑ[1].
Вӑл ертсе пыракан бригада ирригаци каналӗсем тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Чарджоу облаҫӗнче шӑвармалли каналсен хуҫалӑхне юсаса-тасатса тӑнӑ. Геннадий Патрин бригади Юсуп Эметов бригадипе ӑмӑртнӑ[1].
Ҫичӗҫуллӑх пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх (1959—1965) Геннадий Патрин бригади пӗрлешӳллӗ социализм обязательствисене, ҫичӗҫуллӑх производство заданийӗсене срокчен пурнӑҫласа «Туркменремводстрой» трест коллективӗсем хушшинчи социализм ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Геннадий Патрин коллективӗ Ташауз облаҫӗнче чи малтисенчен пӗри «Коммунизмла ӗҫ коллективӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса ҫӗрмамӑк ӳстерес тата пурҫӑн хурчӗн йӑвисене туса илес ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Геннадий Васильевич Патрина Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[1].
Чарджоу облаҫӗнче (халӗ — Туркменистанӑн Лебап велаячӗ) пурӑннӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (30.04.1966),
- Ленин орденӗ (30.04.1966 № 347533),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (30.04.1966 № 11006),
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4
Патрин Геннадий Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
Вуламалли
- Туркменская Советская Энциклопедия. — 1974—1989.