Пахоменко Мария Леонидовна

Мария Леонидовна Пахоменко (1937 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ, Ленинград2013 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — совет саманин тата Раҫҫейӗн эстрада юрӑҫи. Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артистки (1998)[2].

Пурнӑҫӗ

Мария Пахоменко 1937 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ленинградра[3][4] нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Кил-йышра тӑватӑ ача пулнӑ: Никита, Мария, Людмила тата Галина.

Ашшӗ-амӑшӗ — Дарья Михайловнапа Леонид Антонович — Беларуҫ ССР-нчи (халӗ Беларуҫӗн Могилёв облаҫӗ) Краснопольски районӗнчи Лютня ялӗнчен.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗреннӗ, музыка пӗлӗвне илмен. Киров завочӗ ҫумӗнчи машиностроительсен техникумне вӗренсе пӗтернӗ. «Красный Треугольник» савутра ӗҫленӗ.

Ҫутҫанталӑк панӑ вокал уйрӑмлӑхӗсем пулнӑ май, конкурс урлӑ тухса Ленсовет ячӗллӗ Культура керменӗнчи(выр.)чăв. Акульшин Валентин ертсе пыракан хӗрарӑмсен квартетӗнче юрлама пуҫланӑ. Ку ушкӑнра Пахоменко хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пӗртен-пӗр юрӑҫ пулнӑ. Ытти юрӑҫсен (Грозная Вера, Меняева Нина тата Кузнецова Зара) консерватори пӗлӗвӗ пулнӑ.

Пӗрремӗш хут хӑйне 1963 ҫулхи радиопа соло дебютласан кӑтартнӑ, вӑл «Качает, качает» юрра (Колкер А. — Куклин Л.) юрланӑ. Ку юрра Комиссаржевская ячӗллӗ академилле драма театрӗн «Иду на грозу» спектаклӗ валли (режиссерӗ — Сулимов М.) ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав ҫултанах вӑл Ленконцерт ҫумӗнчи А. Бадхен ертсе пыракан Ленинград эстрада оркестрӗн солистки пулса тӑнӑ.

1964 ҫулхи «Юность» радиостанципе Пахоменко юрланӑ «Опять плывут куда-то корабли» юрӑ эфирта ирттернӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Юрӑҫ радиопа Эдуард Хильпа(выр.)чăв. пӗрле «Журавль в небе» тата «Птенчики» юрӑсене ҫырнӑ, «Поющие гитары» ВИА-па телекуравра тухнӑ.

1960—1980-мӗш ҫулсенче Мария Пахоменко совет эстрадин чи паллӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл юрланӑ юрӑсем нумай радио тата телеканалсенче янӑранӑ. СССР-та тата ют ҫӗршывсенче (Францире, Италире, Кубӑра, Югославире, Польшӑра, Германире, Чехословакире, Болгарире, Финляндире[5]) гастрольсенче пулнӑ. Юрӑҫ ҫинчен нумай музыка фильмне ӳкернӗ, вӗсенчен пӗрине, Польшӑра тухнӑскерне, тӗнчери 13 ҫӗршыв (ҫав шутра Япони те) туяннӑ.

1968 ҫулхи Каннӑри (Франци) «МИДЕМ»(выр.)чăв. (фр. Marché International du Disque et de l’Edition Musicale) тӗнчери конкурсра вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, «Нефритовая пластинка» премине тивӗҫнӗ. Ку премине 1968 ҫулта чи нумай диск кӑларнӑшӑн (2,6 млн яхӑн) панӑ.

1971 ҫулхи Болгарири тӗнче шайенчи «Ылтӑн Орфей» конкурсра совет эстрада юрӑҫисенчен пӗрремӗш Гран-прие тивӗҫнӗ.

Мария Пахоменко эстрада юррине халӑх интонацийӗсемпе пӗрлештерсе хӑйне евӗрлӗ стиль кӳнӗ. Нумай паллӑ совет композиторӗсемпе поэчӗсем хӑйсен хайлавӗсене чи малтан ӑна юрлама панӑ: «Ненаглядный мой» (Пахмутова А. — Казакова Р.), «Мужчины» (Колмановский Э. — Солоухин В.), «Разговоры» (Ханок Э. — Серебряков Г.), «Вальс при свечах» (Фельцман О. — Вознесенский А.), «Подсолнухи» (Кулаков В. — Кузнецов Э.). Пахоменко халӑхра хӑйӗн юррисемпе палӑрнин тӗп сӑлтавӗ Колкер юррисемпе ҫыхӑннӑ — «Опять плывут куда-то корабли» (Кашежева И. сӑвви), «Стоят девчонки», «Печальная», «Красивые слова», «Признание», «Свадьба Кречинского» мюзиклри Лида романсӗ (пурте Рыжов К. сӑввисемпе). Юрӑҫ иртнӗ ҫулсенчи чылай юрра ҫӗнӗрен халӑх патне ҫитернӗ — Соловьёв-Седой В. ҫырнӑ «Матросские ночи» тата «Не тревожь ты себя, не тревожь», Блантер М. — Исаковский М. ҫырнӑ «Лучше нету того цвету», Фрадкин М. — Ошанин Л. ҫырнӑ «К нам в Саратов»[5]. Слонимский Сергей тата Гаврилин Валерий композиторсем Мария Пахоменкопа пӗрле камерлӑ музыка жанрӗнче хӑйсен музыка циклӗсене хатӗрленӗ.

СССР тата Европа сценисем ҫинче юрланӑ, ҫав шутра Парижри «Олимпия» залӗнче те. Унта юрланӑ хыҫҫӑн Франци продюсерӗ Бруно Кокатрикс унӑн мини-дискне кӑларнӑ.

1982 ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫул хушши Ленинград телекуравӗнче «Мария Пахоменко йыхравлать» кӑларӑмсен циклне ертсе пынӑ[5].

Сакӑр ҫул хушши Мария Леонидовна Таллинра иртнӗ Изабелла Юрьева ячӗллӗ вырӑс романсӗн тӗнчери фестиваль жюрине кӗнӗ.

1976 ҫулта Мария Пахоменкӑна РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ хисеплӗ ят панӑ.

1998 ҫулта Мария Пахоменкӑна Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ят панӑ[6].

2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче юрӑҫ килтен тухса кайса ҫухалнӑ, пӗр талӑкран ӑна пуҫне амантнӑскере тупнӑ; пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче Альцгеймер чирӗпе асапланнӑ[7].

Мария Пахоменко 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 76 ҫулта Петербургри 2-мӗш хула пульницин реанимаци уйрӑмӗнче «пневмони» диагнозпа вилнӗ[8]. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Комарово масарӗнче пытарнӑ. 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юрӑҫӑн хӗрӗ масар ҫинче палӑк лартнӑ (художникӗ — Серафимович Валентин, скульпторӗ — Вьюнов Геннадий).

Ҫемье

  • Упӑшки — Колкер Александр Наумович (1933 ҫулхи ҫуралнӑ), композитор.
  • Хӗрӗ — Пахоменко Наталья Александровна (1960 ҫулхи ҫуралнӑ), режиссер тата сценарист.
  • Мӑнукӗ — Мария Пахоменко.

Дискографи

Пӗрремӗш юррисене 1964 ҫулхи «Кругозор» журналти ҫемҫе пластинкӑсем ҫинче ҫырса кӑларнӑ[9]. М. Пахоменкон пӗрремӗш миньон-грампластинки — «Песни А. Колкера» — 1966 ҫулта тухнӑ, унта «Стоят девчонки» юрӑ кӗнӗ.

1968 ҫулта Мария Пахоменкон иккӗ ҫурӑ миллионран ытла грампластинка сутӑннӑ, ҫакӑншӑн ӑна Каннӑри «Нефритовая пластинка» тӗнчери премипе чысланӑ.

Пӗрремӗш гигант-дискӗ 1970 ҫулта «Мелодия»(выр.)чăв. фирмӑра тухнӑ. Ҫак альбомри «Когда смеются львы» (Цветков И. — Голяков Я.) юрӑ шлягер пулса тӑнӑ. «Мелодия» юрӑҫӑн пластинкисене 1984 ҫулччен кӑларса тӑнӑ. М. Пахоменко дискографийӗнче 30 ытла ят пур[10], ҫав шутра вунӑ гигант-диск.

Юрӑҫӑн юррисемпе компакт-дисксем «Имена на все времена» (2002) тата «Золотая мелодия» («Любовь останется» компакт-диск, 2005) ярӑмсенче тухнӑ.

Фильмографи

  • 1968 «Город и песня» — (фильм-концерт);
  • 1968 «Адрес песен — молодость» (кӗске метражлӑ) — юрӑсем юрлани, тӗп роль;
  • 1969 «Москва в нотах» (телефильм-концерт) — «Стоят девчонки» юрӑ;
  • 1970 Бушует «Маргарита» — юрӑ юрлани;
  • 1970 «А людям песня так нужна» (фильм-концерт) — юрӑсем юрлани, тӗп роль;
  • 1973 «Спойте нам песни свои» (музыкаллӑ телефильм) — юрӑсем юрлани, тӗп роль;
  • 1975 «Любовь останется» (фильм-концерт) — юрӑсем юрлани, тӗп роль;
  • 1979 «В песне жизнь моя» (фильм-концерт) — «Ненаглядный мой» юрӑ
  • 1982 «Монологи» (музыкаллӑ телефильм, «Лентелефильм») — юрӑсем юрлани, тӗп роль;
  • 1986 «Разлучные песни» (фильм-концерт) — юрӑсем юрлани, тӗп роль;
  • 1967 «Личная жизнь Кузяева Валентина» — «Это не секрет» юрӑ (Колкер А. — Рыжов К.) «Поющие гитары» ансамбльпе пӗрле;
  • 1968 «В день свадьбы»;
  • 1968 «Адрес песен — Молодость» (фильм-концерт);
  • 1968 «Город и песня» (фильм-концерт);
  • 1972 «Песня о добром человеке» (документлӑ);
  • 1973 «Умные вещи» — «Яблочко румяное» юрӑ;
  • 1974 «Любовь земная» — «Сладка ягода» юрӑ;
  • 1976 «Сладкая женщина» — пуҫламӑш «Над рекою печальная звёздочка повисла» юрӑ (Горбовский Глеб сӑвви);
  • 1976 «Опровержение» — «Тихие города» юрӑ (Саульский Ю. — Шаферан И.);
  • 2012 «Цвет черёмухи» — «В этом я не виновата» юрӑ;
  • 2023 «Atomic Heart» — «Стоят девчонки» юрӑ (Geoffplaysguitar).

Документаллӑ кино

  • 2009 — «Синее море… белый пароход… Валерия Гаврилина» (документлӑ);
  • 2009 — «Формула счастья Марии Пахоменко» (документлӑ);
  • 2022 — «Мария Пахоменко. Объяснение в любви» (документлӑ).

Хисепӗсем

  • 1964 ҫулта «Юность» радиостанци ирттернӗ конкурсра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ — «Опять плывут куда-то корабли» юрра юрланӑшӑн;
  • 1968 ҫулта Каннӑри тӗнче шайӗнчи MIDEM грамзаписьсен конкурсӗнче 1-мӗш вырӑн («Нефритовая пластинка» приза илнӗ) йышӑннӑ;
  • 1971 ҫулта тӗнче шайӗнчи «Ылтӑн Орфей» конкурсра (Болгари) Гран-при илнӗ — «Ненаглядный мой» (Пахмутова А.) тата Райчев болгар композиторӗн «Дон Кихот» юррисене юрланӑшӑн;
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1976);
  • Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ (1998);
  • «Звезда созидания» орден кавалерӗ (Санкт-Петербург, 2001).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Пахоменко М. Л. // Музыкальная энциклопедия (выр.) / под ред. Ю. В. КелдышМ.: Советская энциклопедия, Советский композитор, 1973. — Т. 6. — С. 875.
  2. ^ Хисеплӗ ята Раҫҫей Президенчӗн 1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи 1390-мӗш номерлӗ указӗпе панӑ.
  3. ^ Пахоменко М. Л. // Музыкальная энциклопедия. — Т. 6. — .
  4. ^ Пахоменко Мария Леонидовна // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ [Электронный ресурс]. — 2020.
  5. ^ 1, 2, 3 Уварова Е. Д. Эстрада в России. XX век. Энциклопедия. — Олма-Пресс, 2004. — ISBN 5-224-04462-6.
  6. ^ Указ Президента РФ от 14.11.1998 N 1390 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» (выр.). consultant.ru. «КонсультантПлюс». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  7. ^ «Комсомольская правда». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ.
  8. ^ Умерла Мария Пахоменко (выр.). Комсомольская правда (2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  9. ^ Факты – Мария Пахоменко – Вики: Биография (выр.). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  10. ^ Дискография на popsa.info. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем