Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ
Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ | |
---|---|
Администраципе территори пайӗ | Prignac-et-Marcamps[d][1] |
Патшалӑх | |
Адрес | 2, chemin de Pair non Pair 33710 Prignac et Marcamps |
Еткерлӗх статусӗ | исторический памятник классифицированный[d][1] |
Официаллӑ сайт | pair-non-pair.fr/en |
![]() | |
Школа (движение) | Франко-кантабрийский регион[d] |
![]() |
Пер-нон-Пер (Приньяк-э-Маркам коммуна (Ҫӗнӗ Аквитани) ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. 1881 ҫулта тупса палӑртнӑскер, 1896 ҫулта вӑл пӗтӗм тӗнчене илес пулсан петроглифлӑ ҫӗр хӑвӑлӗсен йышӗнче виҫҫӗмӗш пулса тӑнӑ. 1900 ҫулта ӑна Францин авалхи палӑкӗсен йышне кӗртнӗ (ҫак статуса тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫӗр хӑвӑлӗ).
Ҫӗр хӑвӑлӗнче экскурсисем ирттереҫҫӗ, халӑха кунта малтанласа ҫырӑнса йӗркеленӗ ушкӑнсен йышӗнче кӗртеҫҫӗ.
Ҫӗр хӑвӑлӗн кун-ҫулӗ
Ҫӗр хӑвӑлне 1881 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ.
Петрогрифлӑ ҫӗр хӑвӑлӗсене илсен Пер-нон-пер тӗнче шайӗнче виҫҫӗмӗш ҫӗр хӑвӑлӗ (Альтамирӑпа Шабо хыҫҫӑн) пулса тӑнӑ. 1896 ҫулта Франсуа Дало археолог (1845—1927) кунта чул ту ҫинче тунӑ ӳкерчӗксене тупса палӑртнӑ, вӗсене ҫиелтен тӗппипех юшкӑн хупланӑ пулнӑ. Тупнӑ ӳкерчӗксем ҫинчи юшкӑн Брассемпуи коммунӑри Грот-дю-Пап ҫӗр хӑвӑлӗнчи (унта 1880 ҫултанпа ҫӗр чавса тӗпченӗ) слон шӑммин ҫӳлти пайӗнчипе пӗрешкел пулнӑ[2]. Франсуа Дало чавса тупни сӗм авалхи ҫӗр хӑвӑлӗнчи чи малтанхи ӑслӑлӑх тӗпчевӗсенчен пӗри пулнӑ, вӑл археологи сийӗсене майӗпен-майӗпен хӑйпӑта-хӑйпӑта мӗнпур тупса палӑртнине ҫырса кӑтартнӑ. Эмиль Ривьер (1835—1922) — Ла-Мут ҫӗр хӑвӑлне тӗпченӗскер, Пэр-нон-Пэр ҫӗр хӑвӑлне Дало чӗннипе пырса кайнӑскер, икӗ ҫӗр хӑвӑл калӑпӗсем хушшинче пӗрпеклӗх ытла та нумай пулнине палӑртнӑ[3].
1900 ҫулта ӑна патшалӑх туяннӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн, ҫав ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ӑна Францин авалхи палӑкӗсен йышне кӗртнӗ, ҫапла май вӑл ҫак статуса илнӗ пӗрремӗш ҫӗр хӑвӑлӗ пулса тӑнӑ.
60 пин ҫул хушшинче, ориньяк умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрсенче, кунта 15 000 ӗҫ хатӗрӗ тата 60 тӗрлӗ чӗрчунӑн 6 000 шӑммине хӑварнӑ. Ҫӗр хӑвӑлӗ археологипе палеонтологире пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать: кунта тупнӑ япаласем этем тӗсӗ мӗнле эволюциленин, климат, тавралӑх тата сӗм авалхи культурӑсем мӗнле улшӑнса пынин пӗлтерӗшлӗ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ӳкерчӗксене ориньяк культури вӑхӑтӗнче тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, вӗсене пирӗн эрӑччен 33—26 пинҫуллӑхсенче хатӗрленӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ ministère de la Culture, 1978.
- Васильевский Р. С. У истоков творчества: Сб. статей. — Наука, Сиб. отделение, 1978. — P. 84. — 213 p. — (Первобытное искусство).
- Микулинский С. Р., Ярошевский М. Г. Научное открытие и его восприятие. — Наука, 1971. — P. 209. — 311 p.
Каҫӑсем
- Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗн сайчӗ , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи копийӗ
- Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи копийӗ, «Базе Меримере» ҫырса хуни
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Пещера Пер-нон-Пер статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |