Пугачёва Наталья Яковлевна
Пугачёва Наталья Яковлевна (удм. Наталья апай; 1935 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ, Чутожмон, Удмурт АССР, РСФСР, СССР — 2019 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Бураново, Удмурт Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — Удмурт Республикин халӑх артисчӗ, «Бураново асаннисем» коллектив юрӑҫи. Ушкӑн йышӗнче «Еврокурав-2012» музыка конкурсне хутшӑнса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чылай кураканпа журналист ӑна «чи чипер асанне» ят панӑ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Наталья Яковлевна (Бегишева) Пугачёва 1935 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Удмурт АССРӗнчи Чутожмон ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 7 ҫулта пулнӑ. Натали вӑл вӑхӑтра пӗрремӗш класран вӗренсе тухнӑ, малалла вӗренме тӳр килмен ӑна. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӗрачан ашшӗне, Бегишев Яков Фёдоровича, вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи мӗнпур йывӑрлӑх амӑшӗн, Евдокия Алексеевнӑн, хулпуҫҫийӗ ҫине тиеннӗ. Наталья Яковлевна аса илнӗ тӑрӑх, амӑшӗ нихӑҫан та килте пулман[2][3]. Ҫемьене тӑрантарас тесе вӑл иртен пуҫласа ҫӗрлеччен икӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ачисене курманпа пӗрех. 1942 ҫулта Натальян ашшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ, 70 ҫултан тин, 2012 ҫулта, хӗрӗ ӑна пытарнӑ вырӑна пӗлнӗ те Воронеж хулине тӑванла вил тӑприне ҫитсе курнӑ[4].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Наталья Яковлевна колхоза вырнаҫнӑ. Нимӗнле ӗҫрен те хӑраман: тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан та, ӗне сӑвакан та, выльӑх пӑхакан та пулнӑ. Хӗр 19 ҫул тултарсан ӑна кӳршӗ колхоза, Бураново ялне, янӑ. Унта Наталья хӑйӗн пулас упӑшкипе – Афанасий Афанасьевич Пугачёвпа – паллашнӑ. Кӗҫех ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗ. Ҫемьере тӑватӑ ача ҫуралнӑ[4].
Наталья Яковлевна ӗмӗрне Бурановӑри колхозра ӗҫлесе ирттернӗ, ҫавӑнтанах пенсие тухнӑ. Асанне нумай вӑхӑт ҫемьене тата килти ӗҫсене халалланӑ, упӑшкипе вӗсен хуҫалӑхӗ пысӑк пулнӑ[2].
2012 ҫулта Пугачёвӑна хӑрушӑ диагноз – хырӑмлӑх ракӗ – лартнӑ. Чире ҫӗнтерес шанчӑк пысӑках мар пулин те Наталья Яковлевна кӑткӑс операцие тума килӗшнӗ, вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Тепӗр ултӑ ҫул сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем асаннен пулман, 2018 ҫулта онкологи чирӗ ҫӗнӗрен пуҫланиччен. Наталья Пугачёвана тепӗр операци тунӑ, анчах асаннене ҫӑлма май килмен — вӑл 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче, 84 ҫул тултариччен 2 кун маларах вилнӗ[5].
Пултарулӑх
Наталья Пугачёва мӗн пӗчӗкрен юрлама юратнӑ, тӑван ялӗнче иртнӗ чылай мероприятие хутшӑннӑ пулин те нихӑҫан та артистка пулма ӗмӗтленмен. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан вӑл каҫсерен ялти клубра репетицисене ҫӳреме тытӑннӑ, унта ял-йышпа пӗрле халӑх тата автор юррисене юрланӑ. Ҫапла «Бураново асаннисем» коллектив ҫуралнӑ. Пултарулӑхне сарас тесе Бурановӑри культура ҫурчӗн директорӗ тата ушкӑн ертӳҫи Ольга Туктарева вырӑс тата ют ҫӗршыв хичӗсене удмурт чӗлхине куҫарма тытӑннӑ. Шӑпах ҫак юрӑсене шӑрантарнӑ хыҫҫӑн кинемейсем ҫинчен Удмурти ҫыннисем ҫеҫ мар, тӗнчери интернетпа нумай усӑ куракан та пӗлнӗ[2].
Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи чап асаннесем патне «Еврокурав-2012» конкурсра Party for Everybody юрӑпа тухнӑ хыҫҫӑн килнӗ, унта удмурт коллективӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Маттур Наталья Пугачёвана ушкӑнри чи илӗртӳллӗ асанне теме пуҫланӑ[1].
2012 ҫулта искусствӑна аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхшӑн Наталья Пугачёва «Удмурт Республикин халӑх артистки» ята тивӗҫнӗ[3].
Ҫулне пӑхмасӑр (Наталья Яковлевна Бураново коллективӗнче чи асли тата «Еврокурав» музыка конкурсне никӗсленӗренпе те чи асли), Пугачёва артистсене йыхравлакан пур концертсенче те хутшӑннӑ, гастрольте Раҫҫейре те, ют ҫӗршывсенче те пулнӑ. Онкологи чирӗ пирки пӗлсен те кинемей вӑхӑтлӑха кӑна музыка ӗҫне татнӑ. Операци хыҫҫӑн сипленсен вӑл концертсене, мероприятисене тата куравҫӑсемпе ирттернӗ тӗлпулусене малалла хутшӑннӑ. 2019 ҫулта, виличчен ҫур ҫул маларах, сывлӑхӗ питӗ япӑхланса ҫитсен мероприятисене хутшӑнма пӑрахнӑ[1].
Кӑсӑк самантсем
«Еврокурав» хыҫҫӑн Раҫҫей МИХӗсенче Наталья Пугачёван упӑшки ӑна конкурса ярасшӑн пулманни пирки информаци тухнӑ: вӑл хӑйне валли ҫамрӑкрах асатте тупасран хӑранӑ-мӗн. Ҫапах та Наталья Яковлевна ку хыпара хирӗҫленӗ, вӑл ушкӑна хутшӑннине упӑшки яланах ырланине пӗлтернӗ. Арӑмӗ гастрольте чухне пӗтӗм кил-ҫурт, хуҫалӑх ӗҫӗ унӑн хулпуҫҫи ҫине тиеннӗшӗн ҫеҫ куляннӑ иккен[4].
Мускавра «Бураново асаннисем» валли Алла Пугачёвӑпа тӗлпулу йӗркеленӗ. Наталья Яковлевна пӗр хушаматӑскере ҫапла каланӑ: «Здравствуйте! Тен, эпир сирӗнпе аякри хурӑнташсем?» Примадонна аптраса ӳкнӗ. Ӑна Максим Галкин (иноагент) пулӑшнӑ, вӑл куларах: «Пулма пултарать, пулма пултарать …» — тенӗ[4].
«Еврокурав» хыҫҫӑн коллектив ресторана кайма шутланӑ, анчах йӗрке хуралҫи хӑнасене пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран пӑхнӑ хыҫҫӑн кӗртме васкаман. Вӗсем камсем пулнине ыйтса пӗлнӗ, ресторанта паллӑ артистсем кӑна апатланнине пӗлтернӗ. Наталья Яковлевна вара хуралҫӑ умне тӑнӑ та: «Дак Пугачёва эпӗ!» — тенӗ. Арҫын аптӑраса кайнӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 «Евровидение», ревность и рак: Жизненный путь «бурановской» бабушки Пугачевой. Телерадиокомпания «Петербург» (27 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Наталья Яковлевна Пугачева — биография. Kratkoebio. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Александр Неверов. Наталья Пугачева. 24СМИ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Валентина Емельянова. Наталья Пугачёвалэн дуннеез - гурт (удм.). Удмурт дунне (28 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Александра Хрисанфова. Умерла солистка участвовавших в «Евровидении» «Бурановских бабушек». РБК (26 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Зинаида Рябинина. Тамаша Маша (удм.). Удмурт дунне (5 акан 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Бурановский сельсовет: история и современность / сост. В. С. Зорина, А. И. Вологжанина; [редкол.: А. К. Ивашкин и др.]. – Ижевск: Удмуртия, 2009. - 214, - ISBN 978-5-7659-0590-6.
- Толстухина, Мария Николаевна. Сказ о том, как простые бабушки из удмуртского села Бураново храм построили / Мария Толстухина. – Ижевск: Удмуртский издательский дом, 2020. - 266.
- Туктарева О. Н. Бабушки из Бураново. Как это было. – Ижевск: Удмуртия, 2023. – 208 с.: ил.