Пулар, Микул
Микул Пулар (чӑн ячӗ — Краснов Николай Георгиевич (ҫур. 1952 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Туçа (ял), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи, журналисчӗ, Раҫҫей Журналистсен союзӗнпайташӗ (1989), Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн пайташӗ (1995)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлĕ
Чӑваш АССРӗн Йӗпреҫ районӗнчи Туҫа ялӗнче 1952 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ. Карел АССРӗнчи Ругозери химлесхозра, Шупашкар агрегат заводӗнче, Йӗпреҫ районӗн «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1981 ҫултанпа — «Капкӑн» сатирӑпа юмор журналӗн ӗҫтешӗ: литература пайӗн редакторӗ, аслӑ редакторӗ, пай заведующийӗ, тӗп редакторӗ (2005—2007) пулнӑ[1].
2007 ҫултан мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен хурал ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ.
Пирвайхи публикацисем ҫарта хӗсметре тӑнӑ чухне округри ҫар хаҫачӗсенче пичетленнӗ. Институтра вӗреннӗ ҫулсенче ун сӑввисене «Литературная газета» хаҫатра сӑвӑ пуххисем, «Хавхалану» коллективлӑ сборникра («Молодая гвардия» издательство ) пичетлесе кӑларнӑ. Тӗрлӗ наци авторӗсен хайлавӗсене чӑвашла илемлӗ куҫарас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ[1].
Ӗçĕсем
Периодика кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ. Çак кĕнекисем пичетленсе тухнă:
- «Пӗрремӗш утӑмсем»;
- «Кун-ҫул каҫӗ»;
- «Çĕнĕ кĕвĕ» [1976);
- «Хĕвел пайăрки» (1991).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Краснов, Николай Георгиевич (писатель; 10.02.1952) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Кошкин-Кервен, В. Г. [Микул Пулар] / В. Г. Кошкин-Кервен // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 2. — С. 75;
- Туркил-Сувар, А. Сӑвӑ сӑмахлӑхӗ — тӑрӑхлав пуласлӑхӗ : [Микул Пулара халаланӑ сӑвӑ] / А. Туркил-Сувар // Капкӑн. — 2011. — № 9. — С. 8;
- Афанасьев, П. Пулар Мигул (Краснов Николай Георгиевич) / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 330;
- Жирнов, Н. Т. Краснов Николай Георгиевич (Мигул Пулар) / Н. Т. Жирнов, Г. А. Антонова // Ибресинский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2011. — С. 179;
- Краснов Николай Георгиевич (Мигул Пулар) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 224;
- Пулар Мигул (Краснов Николай Георгиевич) // Союз чувашских писателей. — Чебоксары, 2002. — С. 82-83.