Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунӗ
Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунӗ — Раҫҫей Федерацийӗнче 2022 ҫултанпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче самбона кӗрешӳсен пӗр тӗсӗ пек сарас тата аталантарас тӗллевпе палӑртакан спорт уявӗ. Ку самбо енӗпе чи йышлӑ турнир (ӑмӑртусемпе уяв мероприятийӗсем ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ) кӑна мар, ачасемпе ҫамрӑксене спорта явӑҫтарма май паракан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑм та.
Уяв кунне чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тесе Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче палӑртнӑ[1].
«Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунӗ — ячӗшӗн ирттерекен ахаль турнир кӑна мар. Ку пӗтӗм ҫӗршывпа пӗр командӑра ӗҫлемелли шанӑҫ та. Мероприятие самбо занятийӗсене май пур таран ытларах ачасене, ҫамрӑксемпе аслисене явӑҫтарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Уява федераци шайӗнче ирттереҫҫӗ. Тӗп ҫитӗнӳ — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунӗн йышлӑхӗ. Клубсенчен чылайӑшӗ ҫак кун ачасем валли, чи ҫамрӑк самбистсем валли ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек турнирсенче выляса яракансем ҫук, кунта тӗп пӗлтерӗш — хутшӑну», — Сергей Елисеев, Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн президенчӗ.
Уяв кун-ҫулӗпе йӑли-йӗрки
Самбо ҫуралнӑ кун 1938 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ шутланать, ун чухне СССР Спорткомитечӗ «Ирӗклӗ кӗрешӳ стильне (самбо) аталантарасси ҫинчен» 633 №-лӗ приказ кӑларнӑ, ӑна ҫӗршывра аталанакан спорт тӗсӗсен шутне кӗртнӗ. Хӑй спорт тӗсӗ вара пирӗн ҫӗршывра 1923 ҫулта йӗркеленнӗ[2].
Самбо йӗркеленӗвӗн уявне пӗрремӗш хут масштаблӑ паллӑ тума нумай ҫул иртсен шутланӑ. 2008 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Мускавра Раҫҫей самбо 70 ҫул тултарнине халалланӑ «Хӗрлӗ лапамра самбо юбилейӗ» концертпа спорт уявӗ иртнӗ. Уява Пӗтӗм Раҫҫейри тата Мускаври самбо федерацийӗсем йӗркеленӗ. Ҫак мероприятие ветерансем, спортсменсем, тренерсем, ертӳҫӗсем, регионти самбо федерацийӗсен представителӗсем тата сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ[3].
2008 ҫултанпа кашни ҫул Пӗтӗм Раҫҫей самбо федерацийӗ чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче самбо кунӗ тӗлне спортпа массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ.
2015 ҫулта турнирсем Раҫҫейри 100 хулара иртнӗ, 11 000 ытла ҫамрӑк спортсмен хутшӑннӑ, 98 хулари турнирсенче регион телеканалӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тата интернет-кӑларӑмсем ӗҫленӗ. Ҫав ҫул уява ҫӗнӗ форматпа ирттернӗ. Турнира хутшӑнакансен «ГТО» нормативне кӗнӗ самбо мелӗсене кӑтартса «Эсӗ ГТО пама хатӗр-и?» тест памалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен пӗрлештернӗ командисен хушшинче ӑмӑрту пулнӑ.
2016 ҫулта ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ятарлӑ награда атрибутикипе сувенир продукцийӗ хатӗрленӗ. Ку ҫул пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунне уявлама Донецк Халӑх Республикин пӗрлештернӗ команди хутшӑннӑ.
2017 ҫулта «Самбо кунӗ» «Самбо-70» спортпа вӗрентӳ центрӗнче иртнӗ. Ӑмӑртусене Раҫҫей Федерацийӗн мӗнпур федераллӑ округӗсенчен 16 команда, 200 ҫамрӑк спортсмен хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва уҫнӑ чаплӑ церемонийӗн тӗп теми космос пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, лётчик-космонавт Фёдор Юрчихин хисеплӗ хӑна пулса хутшӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тата Европӑри самбо федерацийӗсен президентне Сергей Елисеева космосра пулнӑ ялава панӑ.
2018 ҫул самбошӑн юбилейлӑ пулса тӑнӑ, вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Ҫак кун ӑмӑртусем тата савӑнӑҫлӑ мероприятисем пӗр вӑхӑтрах Раҫҫейри 150 ытла хулара иртнӗ. Юбилее уявланӑ май Лужникири мухтав аллейинче наци самбо никӗслевҫисене Анатолий Харлампиева, Василий Ощепкова тата Виктор Спиридонова асӑну палӑкӗ вырнаҫтармалли тӗлте чул хывнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак кун Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗнче самбона пулӑшмалли тата аталантармалли мелсем ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ.
2020 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Мускаври «Лужники» комплексӑн спорт мухтавӗн аллейинче чаплӑ лару-тӑрура самбо никӗслевҫисене мемориал уҫнӑ. Монумента бронзӑпа гранитран ӑсталанӑ. Ӑна Раҫҫей халӑх художникӗ Салават Щербаков ертсе пыракан скульпторсен коллективӗ тунӑ. Скульптурӑра орбита ункӑланӑ ҫурма сферӑра тытӑҫу ирттерекен кӗрешӳҫӗсем «арман» ывӑту мелне пурнӑҫланине сӑнланӑ. Орбита ҫинче девиз ҫырнӑ: «Самбо — ҫӗнтерес ӑсталӑх». Палӑка уҫма Раҫҫей ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский, Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн попечительсен канашӗн председателӗ Рашид Нургалиев, Раҫҫей спорт министрӗ Олег Матыцин, Мускав мэрӗ Сергей Собянин хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх та ҫак кун спортпа массӑллӑ мероприятисем иртнӗ[4].
2022 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Лужники спорт комплексӗнчи Мухтав аллейинче самбо никӗслекенсене халалланӑ стела уҫнӑ. Стела самбо мемориалӗнчен темиҫе метрта вырнаҫнӑ.
2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе уява Пӗтӗм Раҫҫейри статус панӑ.
2023 ҫулта самбо хӑйӗн 85 ҫулне паллӑ тунӑ. 2023 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен Раҫҫейри 100 хулара ӑмӑртусем иртнӗ. Уявӑн тӗп мероприятийӗ «Ҫӗнтерме вӑхат» форум пулнӑ, Раҫҫейӗн самбо енӗпе пӗрлештернӗ командин ялавне, тупа сӑмахне тата самбист кодексне ҫирӗплетнӗ. Чӳкӗн 16-мӗшӗнче самбо 85 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ маркӑна чаплӑ лару-тӑрура пичет пуснӑ. Маркӑна Раҫҫейри «Спорт тӗсӗсем» ярӑма тӑсса кӑларнӑ. Пичет ҫапман маркӑсӑр пуҫне тата тӑхӑр маркӑран тӑракан блок туянма пулать. Почта марки ҫумне хушса ҫавӑн пекех пӗрремӗш кун конверчӗсене тата Мускавпа Санкт-Петербург валли пичет ҫапмалли штемпельсем, картмаксимум кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех 2023 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн попечительсен канашӗн председателӗ Рашид Нургалиев Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн президентне Сергей Елисеева «Лужники» спорткомплексри Пӗтӗм тӗнчери самбопа бокс центрӗнче ялав панӑ[5].
2024 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунне халалланӑ «Самбо пурин валли те» фестиваль иртнӗ. Фестиваль 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен вӗрентӳ организацийӗсенче иртнӗ. Фестивалӗн программи пуян, унта самбо енӗпе ӑмӑртусем кӑна мар, спорт эстафетисем те, ГТО нормисене парасси те, практика тренировка занятийӗсем те пулнӑ. Спорт уявне Пӗтӗм Раҫҫейри «Zа самбо» проекта «Самбо аслӑ шкулсенче» тата «Самбо Профсенче» пайӗсенче аталантаракан вӗренӳ организацийӗсем хутшӑннӑ. Спортпа массӑллӑ мероприятие ҫак ӳсӗмсем хутшӑннӑ:
- пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи 7-18 ҫулсенчи вӗренекенсем;
- «профвӗренӳ студенчӗсем» — 15 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем;
- «аслӑ шкулсенчи студентсем» категори — аслӑ тата професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсен 18 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи вӗренекенӗсем;
- «специалистсем» категори: административлӑ кадрсем, физкультура вӗрентекенсем (преподавательсем), хушма пӗлӳ паракан педагогсем тата тренерсемпе тӳресем — пур ӳсӗмрисем те[6].
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунӗ — 2024» турнир финалӗ Мускавра иртнӗ. Унта Раҫҫейри 15 регионтан 12 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхи ҫул ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ[7].
2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Сочи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунне халалланӑ «Самбониада» ҫемьепе спорт уявӗ иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — сусӑр ачасен социаллӑ адаптацийӗ тата вӑй-хал реабилитацийӗ, унта Сусӑрсен Самбо центрӗн ачисем кӑна мар, Сочири самбо федерацийӗн спортсменӗсем те хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни хутшӑнакан ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, ӑна медальпе тата грамотӑпа чысланӑ[8].
Мероприятисем
Ҫак уяв кунӗнче самбо енӗпе ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Чаплӑ лару-тарура присяга йышӑнаҫҫӗ — спорт шкулӗсен ҫамрӑк воспитанникӗсем хӑйсен юратнӑ спорт тӗсӗпе туслӑ пулма тупа тӑваҫҫӗ.
Кӑсӑк самантсем
- Официаллӑ йышӑну — Хӗҫпӑшалсӑр самооборонӑн пӗрремӗш секцийӗ 1923 ҫулта Мускавра уҫӑлнӑ, ҫапах та самбо кӗрешӗвне официаллӑ спорт тӗсӗ тесе тепӗр 15 ҫултан — 1938 ҫулта — йышӑннӑ.
- Пӗрремӗш уяв — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо кунне пӗрремӗш хут спортӑн ҫак тӗсӗ 70 ҫул тултарсан — 2008 ҫулта паллӑ тунӑ. Юпан 19-мӗшӗнче Мускавра «Хӗрлӗ лапамра самбо юбилейӗ» концертпа спорт уявӗ иртнӗ.
- Раҫҫейри самбо статусӗ — 2003 ҫулта Госкомспорт самбо Раҫҫейри наци тата приоритетлӑ спорт тӗсӗ тесе йышӑннӑ.
- Самбо тӑвакансен палӑкӗ — 2018 ҫулта Лужникири мухтав аллейинче самбо 80 ҫул тултарнине палӑртса самбо никӗслевҫисене асӑну палӑкӗ вырнаҫтармалли тӗлте чул хывнӑ. Мемориала 2020 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче уҫнӑ.
- Самбо — олимп спорт тӗсӗ — 2021 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ самбо олимп спорт тӗсӗ тесе йышӑннӑ. Анчах Олимпиада программине самбона хальлӗхе кӗртмен.
- Хӑш ӳсӗмре ҫак спорт тӗсӗпе аппаланма пуҫлама юрать? — Самбо енӗпе спорт шкулӗсене ытларах чухне ачасене 10 ҫултан илеҫҫӗ. Хӑш-пӗр секцисем пӗчӗкреххисене те йышӑнаҫҫӗ. Анчах вӗсемпе тренерсем самбо элеменчӗсемпе усӑ курса пӗтӗмӗшле ӳт-пӳ хатӗрленӗвӗсем ирттереҫҫӗ, мӗншӗн тесен кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли самбо занятийӗсен ҫирӗплетнӗ программи ҫук[9].
Ӑнлантарусем
- ^ Указ президента Российской Федерации "О Дне самбо" №924. www.publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Путин ввел в России День самбо. www.sportrbc.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Всероссийская федерация самбо. www.sambo.ru.
- ^ В Москве открыли мемориал основоположникам самбо. www.iz.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ "Время побеждать". Русскому национальному единоборству самбо - 85 лет. www.tass.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ Всероссийский фестиваль «САМБО ДЛЯ ВСЕХ», посвященный Всероссийскому дню самбо. www.sportobr.ru.
- ^ Финал турнира "Всероссийский день самбо – 2024" состоялся в Москве. www.m24.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ В городе Сочи прошла праздничная семейно-спортивная «Самбониада», приуроченная к празднованию Всероссийского дня самбо! www.sambo.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Всероссийский день самбо в 2024 году: история и традиции праздника. www.kp.ru.
Каҫӑсем
- Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗ Официаллӑ сайт.