Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунӗ (акăл. International Moon Day) — 1969 ҫулта «Аполлон-11» карап космонавчӗсем Уйӑх ҫине аннӑранпа ҫулталӑк ҫитнине халалласа тӗнче пӗлтерӗшлӗ астӑвӑм кунӗ. Ҫак куна ПНО Тӗп Ассамблейи 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йӗркеленӗ, ҫулсерен утӑн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1].

Тӗп пулӑм

1969 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗнче американ летчик-испытателӗсенчен тӑракан «Аполлон-11» космос карапӗ Канаверал сӑмсахӗнчен (Флорида штачӗ, АПШ) вӗҫсе хӑпарнӑ та Уйӑх патне ҫул тытнӑ. Джон Ф. Кеннеди ячӗллӗ Космос центрӗнчен тӗнчери вӑтӑр виҫӗ ҫӗршыв репортёрӗсем тӳрӗ трансляци ирттернӗ, вӗсен йышӗнче Совет Союзӗн ҫыннисем пулман[2].

undefined

Карап Уйӑх орбитине ҫитнӗ хыҫҫӑн Нил Армстронгпа Эдвин Олдрин «Ӑмӑрткайӑк» Уйӑх модульне куҫнӑ, Майкл Коллинз командна модулӗнче юлнӑ[2].

1969 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче UTC тӑрӑх 20:17 вӑхӑталла, вӗҫсе хӑпарма пуҫланӑранпа 109 сехет те 16 минут та 49 ҫеккунт иртсен «Ӑмӑрткайӑк» модуль Уйӑх ҫине ларнӑ. Нил Армстронг Уйӑх ҫине чи малтан тухнӑ, чӗрӗк сехетрен Эдвин Олдрин та Уйӑх ҫине аннӑ. Астронавтсем ӑслӑлӑхпа тӗпчев программине пурнӑҫлама тытӑннӑ[2].

Уйӑх ҫинче мемориал тӑвас тӗллевпе ҫапла ҫырнӑ хӑма вырнаҫтарнӑ[2]:

Кунта Уйӑх ҫине Ҫӗр планета ҫинчи ҫынсем пӗрремӗш хут ура ярса пуснӑ. Пирӗн эрӑн 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗ. Эпир пӗтӗм этемлӗх ячӗпе мирпе килтӗмӗр

. Табличкӑсӑр пуҫне астронавтсем спутник ҫийӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен ялавне вырнаҫтарнӑ. Уйӑх ҫинче ПНО ялавне вырнаҫтарас варианта АПШра йӗркеленӗ комисси пӑхса тухнӑ, анчах та анса ларсан тумалли ӗҫсен регламентне кӗртмен[2].

Палӑртмалли куна йӗркеленин историйӗ

2021 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 3-мӗшӗччен тӗнче уҫлӑхӗпе мирлӗ тӗллевпе усӑ курас енӗпе ӗҫлекен ПНО Комитечӗн 64-мӗш сессийӗ иртнӗ. Сесси пынӑ май International Lunar Village обществӑлла организаци ҫыннисенчен Комитета Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ ҫине пӗрремӗш хут ҫын аннӑ ятпа Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунне йӗркелесси пирки сӗнӳ килнӗ. Комитет ПНО Тӗп Ассамблейине кашни ҫул палӑртакан астӑвӑм кунне утӑн 20-мӗшӗнче ирттерме сӗнӳ йышӑннӑ[3][4][5].

2021 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи 76/76№ «Тӗнче уҫлӑхӗпе мирлӗ тӗллевпе усӑ курас тӗлӗшпе тӗнче шайӗнче килӗшсе ӗҫлесси» резолюци шайӗнче Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунне палӑртнӑ, ӑна утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерме йышӑннӑ. Ҫак астӑвӑм кунне «Апполон-11» карап экипажӗ Уйӑх ҫине аннӑранпа ҫулталӑк ҫитнине палӑртса йӗркеленӗ[1][6].

Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунӗ ПНО маларах космос тематикипе палӑртса хунӑ астӑвӑм кунӗсене пуянлатнӑ[1]:

Палӑртакан тӗллевсем

Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунне йӗркеленӗ май ПНО палӑртнӑ тӗп тӗллевсем:

  • Уйӑха алла илес тӗлӗшпе Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи патшалӑхӗсен ҫитӗнӗвӗсене ҫулсерен пӑхса тухни.
  • Уйӑха тӗпчес ӗҫе халӑх хушшинче тимлӗх уйӑрасси.
  • Уйӑхпа усӑ курмалли фактсене планета ҫинчи халӑх патне ҫитересси.

Тӗллевсене пурнӑҫа кӗртни Уйӑх таврашӗнчи уҫлӑхпе тата Уйӑх ҫинчи ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсемпе этемлӗх ырлӑхӗшӗн мирлӗ усӑ курма тата Артемида Килӗшӗвӗпе 1967 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ Тӗнче уҫлӑхне, ҫав шутпа Уйӑха тата тӗнче уҫлӑхӗнчи ытти япаласене тӗпченӗ тата вӗсемпе усӑ курнӑ чухнехи патшалӑхсен ӗҫӗ-хӗлӗнчи принципсем ҫинчен калакан Килӗшӗве пурнӑҫлама майсем туса памалла.

Уява ирттерни

  • 2022 — Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунне пӗрремӗш хут Мускав планетарин площадкинче палӑртнӑ.
  • 2023 — Пӗтӗм тӗнчери электроҫыхӑну пӗрлешӗвӗ (МСЭ) астӑвӑм кунӗ умӗн радиочастота уйӑрас тата Уйӑх ҫинче ретрансляци системине тӑвас енӗпе тӑракан тӗллевсем пирки аса илтернӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Международный день Луны. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Сидорчик, Андрей. Великая миссия «Аполлона-11». Как американцы покорили Луну (2019-07-16). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ Прочие вопросы // Доклад Комитета по использованию космического пространства в мирных целях. Шестьдесят четвертая сессия (25 августа — 3 сентября 2021 года) : Официальные отчёты. — 2021. — № Дополнение № 20. — .
  4. ^ Новости. Комитет ООН по космосу одобрил инициативу создания нового регионального образовательного центра по космической науке и технике. Госкорпорация «Роскосмос» (7 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  5. ^ М. Быкова. В РАН рассказали о Международном лунном дне (2022-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  6. ^ Резолюция 76/76. Международное сотрудничество в использовании космического пространства в мирных целях. Организация Объединенных Наций, официальный сайт (15 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.

Вуламалли