Нил Армстронг
Нил О́лден А́рмстронг (англ. Neil Alden Armstrong; (1930 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ - 2012 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ) — америка астронавчӗ, вӗҫевҫӗ-испытатель, 1969 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мӗшӗнче Уйӑх ҫине пӗрремӗш аннӑ «Аполлон-11» экспедици командирӗ.
Кун-çулĕ
1930 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ, унӑн ҫуралнӑ вырӑнӗ Огайо штатӗнчи Вапаконета хули шутланать[10]. Унӑн ашшӗ штат аудиторӗ пулса ӗҫленӗ, ҫак сӑлтава пула ҫемьен час-часах куҫса ҫӳреме тивнӗ. Авиаципе вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланнӑ, вӗҫев прависене водитель прависенчен чылай маларах илнӗ. Скаутсен юхӑмне хастар хутшӑннӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе Eagle Scout звание тивӗҫнӗ. 14 ҫултанпа фармацевтика компанийӗнче курьерта ӗҫленӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ хакӗ пысӑк пулнипе аслӑ пӗлӳпе тивӗҫтереймен[11]. Анчах та ҫав вӑхӑтра виҫӗ ҫул хушши (Холлоуэй программи) ҫар хӗсметӗнче тӑма килĕшекенсене валли аслӑ пӗлӳ илмелли программа пулнӑ. Нумай енчен ҫак программӑна пула Нил Армстронга аслӑ пӗлӳ илме çул уҫӑлнӑ[12].
Ҫар хӗсмечӗ
Шкулта чухнех авиаци енне туртӑннине шута илсен, Армстронг ҫар службине авиаци чаҫӗсенче ирттерни тӗлӗнтермĕш мар. 1950 ҫултан пуҫласа 1952 ҫулччен ҫарта Корея вӑрҫине хутшӑннӑ. Grumman F9F Panther пилотланă[13]. 78 боевой вӗҫев тунӑ, вӗсенчен пӗрин вӑхӑтӗнче ăна персе те антарнӑ[10]. Вапаконета хулинчи Университетра авиаци техники специальноҫӗпе вӗренсе тухнӑ, 1955 ҫулта наука бакалаврӗ пулса вӗренсе тухнӑ. Хӑйӗн пӗлӗвне Кӑнтӑр Калифорни Университетӗнче малалла тӑснӑ. Вӗренсе пӗтерсен Армстронг аэрокосмос техники енӗпе магистр степенне илнӗ. 1955 ҫултах вӑл Льюис ячĕллĕ вӗҫев аппарачӗсен двигательлӗ установкисен лабораторийӗнче хӑйӗн вӗренӗвне вӗҫленӗ. 1956 ҫулта Армстронг Калифорнири Эдвардс базинче НАСА пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ вӗҫевсене тӗпчекен Станцире хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Унта вӑл самолетсен тӗрлӗ прототипӗсене тӗрӗслесе ҫӳренӗ[12].
Космоса вӗҫни
1958 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Man In Space Soonest» (космоса ҫынна хӑвӑртрах çитересси) программӑпа суйласа илнӗ астронавтсенчен пӗри пулнӑ. АПШ ВҪВ ҫак программине кӗҫех хупнӑ, мӗн пур тĕпчевсене НАСА панӑ. 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Х-15 ҫӳлте вĕçекен самолета тӗрӗслеме тытӑнать, каярахпа вӑл ун çинче 7 вӗҫев пурнӑҫланӑ. Х-20 Dyna-Soar ракетоплансен майĕсене тестировани тăвакан ҫар программине хутшӑннӑ, тренажерсем ҫинче çĕр çине анса ларассине тĕпченĕ[10]. Анчах та космоса вӗҫесси малашлӑрах пек туйăннипе астронавт карьерине суйлама шутланă. 1962 ҫулта ракетоплансене тестировани тăвас программăран тухса кайнӑ.
Нумай тапхӑрлӑ отбор иртнӗ хыҫҫӑн 1960 ҫулта астронавтсен отрядне суйланнӑ. Астронавтсен отрядӗнче Gemini тата Apollo миссисем валли интенсивлӑ хатӗрленӳ иртнӗ[14].
Gemini 8
1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-17 тапхӑрӗнче иртнӗ Gemini 8 миссин карап командирӗ пулнӑ. Мисси вӑхӑтӗнче Ҫӗр орбитинче ҫын пурӑнман караппа ӑнӑҫлӑ сыпӑну ирттернӗ, анчах та кĕтмен лару-тӑру (контрольрен тухнă çаврăну) пулса иртни палӑртнӑ тӗллевсен пӗтӗм калӑпӑшне пурнӑҫлама паман[13]. Кĕтмен лару-тӑру хыҫҫӑн ӑнӑҫлӑ анса ларни те, лару-тăру вӑхӑтĕнче тунӑ ӗҫсем те Армстронг ВВС службинче тăнă вăхăтри «Пӑрлӑ капитан» ята хăйĕн тăнăçлăхĕшĕн тивĕç пулнине çирĕплетнĕ[15] .
Apollo-11
1969 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен пурнăçланнă Апполон-11 миссин карап командирне лартнӑ. 1969 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мӗшӗнче Нил Армстронг Уйӑхӑн ҫӗр ҫинчи спутникӗ ҫине анса ларнă пӗрремӗш ҫын пулнӑ. Телеэфирпа трансляциленӗ вӑхӑтра Нил Армстронг анса лармалли модулӗн юлашки картлашки ҫинчен сиксе анса çапла каланă: «That’s one small step for a man, one giant leap for mankindds» (Ку вӑл ҫыншӑн пӗчӗк утӑм, этемлӗхшӗн пысӑк сикӗм)[16].
Мисси пынӑ вӑхӑтра Армстронгӑн Уйӑх ҫийӗпе утнă пӗтӗм ҫулӗ пӗр километра яхӑн пулнӑ. Вӗҫев сакӑр талӑкран кӑшт ытларах тӑсӑлнӑ, ҫавӑн пекех унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 21 килограмм уйӑх тӑприне пухса килнӗ.[10]
Вӗҫнӗ хыҫҫӑн
Ҫӗр ҫине анса ларсан тата карантин хыҫҫӑн АПШ тӑрӑх «Гигант сикки» ятпа йӗркеленӗ астронавтсен турне ирттернĕ. Никсон президентпа Эгнью вице-президент Аполлон 11 вӗҫевне хутшӑннӑ астронавтсенчен кашнинех Президентăн ирӗклӗх медальне панă. Вӗҫев хыҫҫӑнхи саламсене йышӑнса пĕтерсен Армстронг космос вӗҫевӗсене текех хутшӑнма планламанни ҫинчен пӗлтернĕ.[15]
Визит в СССР
1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Ленинградра Пӗтӗм тӗнчери космос тӗпчевӗсен комитечӗн ҫулсерен иртекен 13-мӗш конференцийӗ иртнӗ. Нил Армстронг СССР-а конференцие доклад тума кайнӑ. Ҫавӑн пекех Мускавра вӑл СССР министрӗсен канашӗн председателӗпе Косыгинпа тӗл пулнӑ[17].
1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Нил Армстронг Константин Феоктистов тата Георгий Берегов икӗ совет космонавчӗпе пӗрле Новосибирска ҫитнӗ. Вӑл Академхулинче пулса курнӑ, Обское водохранилищӗне ҫитсе курнӑ[18].
1970 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Ҫӑлтӑр хулине ҫитсе курнӑ, унта Георгий Береговой ӑна «Союз» космос карапӗн модельне парнеленӗ, Валентина Терешкова вара астронавта Ҫӑлтӑр хулине ҫитсе курни ҫинчен асӑну значокне панӑ.[17]
Малаллахи карьера
Нил Армстронг ертсе пыракан политика партийӗсене хутшӑнмалли сӗнӳсене йышăнмасть. Хӑйӗн ӗҫне 1969 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен НАСА аэронавтика пайӗн пуҫлӑхӗ пулса малалла тӑсать. 1971 ҫултан пуҫласа 1979 ҫулччен ӑслӑлăх ӗҫне кÿлĕнет, Цинциннати Университетӗнче[13] механика профессорӗ пулса ĕçлет. Каярах космос тӗпчевӗсемпе тата ракета техникипе ҫыхӑннӑ компанисенче бизнеспа аппаланать. 1980-1982 ҫулсенче Cardwell International компанин директорсен канашӗн председателӗ. 1982-1992 çулсенче - Computing Technologies for Aviation, Inc. компанин директорсен канашӗн председателӗ. 1981-1999 ҫулсенче Eaton Corp компанин директорсен канашӗн пайташӗ. 1986 ҫулта, хăйĕн опычӗпе пӗлӗвне пула, Challenger чатлӑн[10] инкекӗн сӑлтавӗсене тӗпчекен комисси председателӗн ҫумӗн пысӑк должноҫне йышӑнать. 2000 ҫултанпа EDO Corp компанин директорсен канашӗн председательне суйланнӑ.
Харпӑр пурнӑҫĕпе вилӗмĕ
1956 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1994 ҫулччен унӑн арӑмӗ Джанет Элизабет Шэрон шутланать. Унпа мӑшӑрлă пулнă чухне Армстронгӑн икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуралнӑ (хĕрĕ пӗчӗк чухне вилнӗ)[13]. Унӑн иккӗмӗш арӑмӗ Кэрол Хелд Найт пулса тӑнӑ. Вĕсем 1994 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнчен пуҫласа Армстронг виличченех мăшăрлă пулнӑ.
2012 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче чӗре ҫине операци (коронанăй шунтировани) ирттернӗ хыҫҫӑн сасартӑк сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пула вилнӗ. Нил Армстронг кӗлеткине кремировать тунӑ, Прахне Атлантика океанӗн шывӗсем ҫийӗн Phillipine Sea ракета крейсерӗн бортӗнчен салатнă[19].
Ăнлантарусем
- ^ 1, 2 Армстронг Нил // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Neil Armstrong obituary (англ.) — The Observer, 2012.
- ^ http://www.nytimes.com/aponline/2015/02/19/us/ap-us-obit-sternglass.html
- ^ http://www.bbc.co.uk/cbbc/newsroundfind?q=neil%20armstrong
- ^ https://planet4589.org/space/astro/rides.html
- ^ Wilford J. N. Neil Armstrong, First Man on the Moon, Dies at 82 (англ.) — The New York Times, 2012.
- ^ http://abcnews.go.com/Technology/video/neil-armstrong-remembered-private-memorial-service-17130225
- ^ Artists + Artworks (англ.)
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Нейл Олден Армстронг (выр.). Космическая энциклопедия Astronote.
- ^ Петровиченко Ольга. Человек на Луне: Как Нил Армстронг сделал свой знаменитый «маленький шаг» (выр.). 5-tv лонгрид (25 ҫурлан 2020).
- ^ 1, 2 Нил Армстронг – первый человек, ступивший на Луну (выр.). istmira.com.
- ^ 1, 2, 3, 4 Армстронг, Нил (выр.). ТАСС Энциклопедия.
- ^ Джеймс Хансен. Первый человек. Жизнь Нила Армстронга / перевод с английского Краснянский А. , Краснянская В.. — Эксмо, 2019. — С. 11. — 40 с. — ISBN 978-5-04-095341-7.
- ^ 1, 2 Сидорчик Андрей. Однажды на Луне. Как Нил Армстронг стал героем Земли (выр.). Всемирная история (5 ҫурлан 2020).
- ^ Первый полет на Луну (выр.). SpaceGid.
- ^ 1, 2 Нил Армстронг в СССР (1970) (выр.). Best Today.
- ^ 7 знаменитостей в Новосибирске. Кто приехал на бронированном поезде, а ради кого забирались на крыши (выр.). Город Летопись Новосибирск онлайн (13 авӑнӑн 2020).
- ^ Скромный парень с Луны (выр.). cropman.ru.
Литература
- Герасютин С. А. Юрий Васильевич Кондратюк (çуралнăранпа 120 çул çитнĕ тĕле) // Земля и Вселенная : журнал. — 2017. — № 5. — . — ISSN 0044-3948.
- Хансен, Джеймс. Джеймс Хансен: Пĕрремĕш çын. Нил Армстронг пурнăçĕ / Обручев В.. — Бомбора, 2019. — ISBN 978-5-04-095341-7.
- Hansen, James R. First Man: The Life of Neil A. Armstrong(акăлч.). — Simon & Schuster, 2005. — 784 p. — ISBN 0-7432-5631-X.
- Neil A. Armstrong Interviewed by Dr. S. E. Ambrose and Dr. D. Brinkley (англ.). Houston, Texas: NASA (19 авӑнӑн 2001). — Стенограмма интервью, 106 страница. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- Kelli Mars. 50 Years Ago: Armstrong Visits the Soviet Union(акăлч.). — NASA, 2020. — 26 май. 30 апреля 2021 архивланӑ.
Каҫӑсем
- Космос энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
- Hansen, James R. Armstrong, Neil Alden (англ.). World Book Online Reference Center. World Book, Inc. (2005). Архивланӑ 2005 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- Biography of Neil Armstrong (англ.). NASA (Ҫурла 2012). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
- Нил Армстронг. Уйăх сийне тишкерни // «Земля и Вселенная» : журнал. — 1970. — № 5. 2013 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нейл Армстронга асăнса // «Земля и Вселенная» : журнал. — 2013. — № 1. — . — ISSN 0044-3948.
- Neil A. Armstrong Oral History (англ.). historycollection.jsc.nasa.gov. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.