Алан Шепард

А́лан Ба́ртлет (Эл) Ше́пард-кĕçĕнни (акăл. Alan Bartlett «Al» Shepard, Jr.; (1923 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ, Дерри, Нью-Гэмпшир, АПШ - 1998 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ, Монтерей, Калифорни, АПШ) — американ астронавчӗ, американ ВМС контр-адмиралӗ. Суборбитӑллӑ космос вӗҫевӗ тунӑ пӗрремӗш американец. ФАИ версийӗпе космосри иккӗмӗш ҫын. Иккӗмӗш космос вӗҫевне Шепард «Аполлон-14» космос карапӗн командирӗ пулса пурнӑҫланӑ, Уйӑх ҫинче пулса курнӑ 12 ҫынран пӗри.

Вӗренӳ тапхăрĕ

1941 ҫулта Алан Фаррагут адмирал ячĕллĕ Академие (тинӗс шкулне) вӗренсе тухнӑ. 1944 ҫулта вӑл Аннаполисри АПШ Тинӗс-ҫар академийӗнче ҫутҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен бакалаврӗн дипломне илнӗ.

ВМС вӗҫевҫӗ-испытателӗн карьери

1944 ҫулта Шепард ВМС офицерӗ пулса тӑрать. Унӑн пӗрремӗш тивӗҫӗ — Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче Лӑпкӑ океана кайса килнĕ «Когсвеллл» эсминец пулнă. Вӑрҫӑ вӗҫленсен Шепард малтан Корпус-Кристи хулинче, кайран Пенсаколӑра тинӗс-ҫар летчикне хатӗрленме тытӑннӑ. Летчик званине ӑна 1947 ҫулта панӑ. Ҫак званипе Шепард Норфолкӑри тата Джэксонвиллти 42-мӗш истребитель эскадрильинче хӗсметре тӑнӑ. Авианосецсен борчӗ ҫинче вӑл темиҫе хутчен те Вӑтаҫӗр тинӗсӗн районне тухса тӑнӑ.

1950 ҫулта Шепард тинӗсри вӗҫевҫӗ-испытательсен шкулне Патаксента вӗренме кӗрет. Вӗҫев вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ҫурҫӗр Америка территорийӗ тӗлӗшĕнче сывлӑшри сывлӑш массисен тытӑмӗпе ҫутатмалли даннӑйсене тата сывлӑшра Америка ВМСӗ валли заправка тытӑмне туса хатӗрлекен экспериментсене хутшӑннӑ. Шепард F2H-3 «Бэнши» палубӑллӑ истребителе тата авианосец ҫинчи стартсем валли Америкӑри пӗрремӗш кӗтеслӗ палубӑна тӗрӗсленĕ çĕре хутшӑннӑ. Моффет Филдра(акăл. Moffett Field (Калифорни штачӗ) 193-мӗш истребитель эскадронӗн ҫӗрлехи истребительсен подразделенин оперативлӑ офицерне лартнă хыҫҫӑн, Алан Шепард Орискани авианосец борчӗ ҫинче Лӑпкӑ океанӑн анӑҫ пайне икӗ хутчен тухнӑ.

Пэтаксента тепӗр хут таврӑнсан, Шепард F3H «Демон», F8U «Крусейдер», F4D «Скайрэй», F11F «Тайгер» палубӑллӑ истребительсен вӗҫев тӗрӗслевӗсене хастар хутшӑннӑ, анчах пуçтаракан F5D «Skylancer» пур çанталăкра та вĕçекен палублă истребитель çинче пилот-испытателĕ пулма лартнă. Пилӗк уйӑх хушши Шепард летчик-испытательсен шкулӗн инструкторӗ пулса ӗҫленӗ. Каярахпа, — Ньюпортри (Род-Айленд штачӗ) тинӗс-ҫар колледжне вӗренме кӗнӗ, ăна вĕренсе пĕтерсен1957 ҫулта ӑна Атлантика флочӗн командующисен штатне самолетсене хатӗрлекен офицер вырӑнне лартнӑ.

8000 сехет ытла вӗҫнӗ, вӗсенчен 3700-шӗ реактивлӑ самолетсемпе вӗҫнӗ.

Астронавт карьери

Шепард 1959 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Меркурий» карапĕсемпе вӗҫме НАСА суйласа илнӗ ҫичӗ астронавтран пӗри пулнӑ. Чи пысӑк профессионализм тата ытти пахалӑхсем ӑна Америкӑри пӗрремӗш астронавт пулма ҫеҫ мар[5], Уйӑх ҫине кайнӑ «Меркурий» программӑн астронавчӗсенчен пӗртен-пӗри пулма та май панӑ.

1961 ҫулхи ҫу уйăхĕн 5-мӗшӗнче «Редстоун-3» ҫӗклекен ракета («Фридом-7») суборбитӑллӑ вӗҫевӗн баллистика траекторине «Меркурий-Редстоун-3» космос карапӗ-капсулине кӑларнӑ. Капсула 186,5 ҫм ҫӳллӗшне ҫитнӗ те старт панчинчен 486 ҫухрăмра АПШ Атлантика ракета полигонӗн шывӗсенче анса ларнӑ. Вӗҫев 15 минут та 28 ҫеккунт тӑсӑлнӑ. NASA космос карапӗнче çынсене ҫутҫанталӑк палăртнă кирлӗлӗхӗсене (нушасене) тивĕçтермелли майсене шута илмен.

Гагаринпа танлаштарсан, Шепард суборбитлӑ тата питӗ кӗске вӗҫнӗ пулин те, карапа тытса пыма пултарнă. Юрий Гагарин вӗҫевӗ пӗтӗмпех автоматлӑ пулнӑ: Ҫӗр планетӑн пӗрремӗш космонавчӗн алӑ управленине куҫма кирлех пулман, мӗншӗн тесен автоматика юсавлӑ ӗҫленӗ. Анчах та Гагарин алӑпа тытса пымалли управление кирлӗ чухне кӗртме пултарнӑ. «Восток-1» карапра ҫакӑн пек туни космонавт психикине вӑрах вӑхӑт йывӑрӑшсӑрлӑхра пурӑнни мӗнле витӗм кӳрессине пӗлменнипе ҫыхӑннӑ[6].

Хӑйӗн вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче Алан Шепард йывӑрӑшсӑрлӑхра ӑнӑҫлӑ маневрсем тунӑ. Историе унӑн ««Редстоун» старчĕ умӗн каланӑ сӑмахӗсем кӗнӗ: ««Турӑҫӑм, тархасшӑн, мана намăс курма ан пар» (акăл. Please, dear God, don't let me fuck up)[7]. Ытти ҫӑлкуҫсем (унӑн автобиографийӗ) тӑрӑх, вӑл хӑйне хӑй «Don’t fuck up, Shepard» («Намăс ан кур, Шепард») тесе ҫеҫ каланӑ. «Шепард кӗллине» вара кайран МИХсем шутласа кӑларнӑ. Апла пулин те вӑл летчиксем хушшинче каярах анлӑ сарӑлнӑ.

1962 ҫулта Шепард Дартмут колледжӗнче ӳнер магистрӗ ятне тивӗҫнӗ.

Шепард «Меркурий-Атлас-9»-па вӗҫме Гордон Купер дублёрӗ пулма хатӗрленнӗ. Шепардӑн тепӗр вӗҫевӗ 1963 çулхи юпа уйăхне планланă «Меркурий-Атлас-10» («Фридом-7-II») виҫӗ талӑклӑ вӗҫев пулмалла пулнӑ, анчах та 1963 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ӑна пӑрахӑҫланӑ.

«Меркурий-Атлас-10» вӗҫеве пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн Шепарда «Джемини» ҫӗнӗ космос карапӗн пӗрремӗш старчӗ валли командир тата пилот пулма суйланӑ. Иккӗмӗш пилот Томас Стаффорд пулмалла пулнӑ. Алан тренировкӑсене пуҫӑннӑ, анчах та 1964 ҫул пуҫламӑшӗнче тухтӑрсем унăн Меньер (вестибуляр аппарачӗн ӗҫне пӑсакан хӑлха чирӗ) чирне тупса палӑртнӑ, ҫакӑ ӑна 60-мӗш ҫулсен вӗҫӗччен вӗҫме пӑрахтарнӑ. Планланӑ «Джемини-3» экипажӗн вырӑнне Вирджил Гриспа Джон Янг йышӑннă.

Хӑлха чиккинче ӑнӑҫлӑ операци тунӑ хыҫҫӑн тата вӗҫев статусне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Шепард ҫӗнӗ вӗҫевсене хастаррӑн хатӗрленме таврӑннă.

47 ҫул тултарсан, ҫав вӑхӑталла НАСА аслӑ астронавчӗ пулнӑ май, Алан Шепард хӑйӗн иккӗмӗш космос вӗҫевне «Аполлон-14» экипаж командирĕ пулса пурнӑҫланӑ, ку Уйӑх ҫине вĕçнĕ американ виҫҫӗмӗш ӑнӑҫлӑ экспедицийӗ пулса тӑнӑ (1971 çулхи кӑрлач, 31нарӑс, 9).

Каярахри ҫулсем

1971 ҫулта Алан Шепард ООН Генеральнӑй Ассамблейин делегачӗ пулнӑ. 1971 ҫулта вӑл Майами Университетӗнче (Оксфорд, Огайо) ҫутҫанталӑк ӑслӑхӗсен тухтӑрӗ степеньне илнӗ, 1972 — Франклин Пирс колледжран акăл. Franklin Pierce College гуманитари ӑслӑлӑхӗсен докторӗн степеньне тивӗҫнӗ.

1994 ҫулта вӑл икӗ журналистпа пӗрле Moon Shot: The Inside Story of America’s Race to the Moon («Уйӑх çине вĕçни: Америкӑри уйӑх гонкин шалти историйӗ») кӗнеке кӑларнӑ. 1994 ҫулхи кӗнекен кӑларӑмӗнче Шепард Уйӑх ҫинче гольф мечӗкне ҫапнине кăтартакан темиҫе фотоӳкерчӗкрен тунӑ коллажа вырнаҫтарнӑ (чӑннипе ҫак эпизода телекамера ҫине кӑна ӳкернӗ, ҫак ӳкерӳ пахалӑхӗ те чылай япӑхрах). Ҫав ҫулах кӗнеке тӑрӑх пӗр ятпах документаллӑ фильм туса кӑларнӑ.

1998 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Монтерей хулинчи госпитальте лейкемирен 75 ҫулта вилнӗ. Тепӗр пилӗк эрнерен унӑн арӑмӗ Луиза Шепард вилсе кайнă. Иккӗшне те кремировать тунă, вӗсен кӗлне тинӗс ҫийӗн сапаланӑ. Вӗсен виҫӗ хӗр (Лаура, Джулианна тата Алиса) тата ултӑ мӑнук пулнӑ[8]. Алиса унӑн Луиза арӑмӗн тӑванӗн хӗрӗ пулнӑ, вӗсем вара хӗрачана амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн усрава илнĕ[9].

Хисепӗсем

«Пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тата «Пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн» НАСА ылтӑн медалӗсемпе, Конгресс хисепӗн Космос медалӗпе, де Лаво медалӗпе тата Лэнгли ячӗллӗ медальпе чысланӑ.

Ӑна чысласа Конкорд хулинчи планетарин ҫӗнӗ ҫунатне, ҫаплах Blue Origin американ компанийӗ тӑвакан New Shepard суборбита карапне ун ячĕпе панӑ.

Астронавтсен мухтавӗн залне кӗртнӗ.

Массӑллӑ культурӑра

Алан Шепард пирки нумай фильм ӳкернӗ[10]. Унсӑр пуҫне космонавт хӑйӗн хушаматне Шепард капитана — Mass Effect вӑйӑсен ярӑмӗн протагонистне — парнеленӗ. Вӑййа хатӗрлекенсем персонажа ҫапла ят панӑ, вӑл Америка выляканӗсемшӗн паллӑ пултӑр тенӗ[11].

Ăнлантарусем

  1. ^ Шепард Алан // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ Alan Shepard // Internet Speculative Fiction Database (англ.) — 1995.
  3. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  4. ^ de Pas L. v. Genealogics (англ.) — 2003.
  5. ^ Ефимова, Марина. Книжное обозрение (выр.), Радио Свобода. 2009 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
  6. ^ Why Alan Shepard Had to Pee In His Space Suit (англ.). Space Safety Magazine (18 ҫурлан 2013). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  7. ^ «Нужная вещь» — русский перевод книги Тома Вульфа The Right Stuff. Пӑхнӑ кун: 2006 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ.
  8. ^ Astronaut Bio: Alan B. Shepard, Jr. 7/98. jsc.nasa.gov. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  9. ^ Neal Thompson. Light This Candle: The Life & Times of Alan Shepard. — Crown Publishers, 2004. — ISBN 0-609-61001-5.
  10. ^ Facebook, Twitter, Show more sharing options, Facebook, Twitter, LinkedIn. From the Archives: Our original film review of 'The Right Stuff' holds clues for John Glenn's path to senator (англ.). Los Angeles Times (9 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
  11. ^ Ben Hanson. Casey Hudson Interview: Mass Effect's Feedback Loop (англ.). Game Informer. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Шаблон:Конгресс чысӗн Космос медалӗпе наградӑланӑ

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем