Харрисон Шмитт
Харрисон Хэйган «Джек» Шмитт (акăл. Harrison Hagan «Jack» Schmitt; (1935 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ, Иллинойс, Чикаго, АПШ) — АПШ отставкӑри астронавчӗ, 1977 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 1983 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен Нью-Мексико штатӗнчен сенатор-республиканец, геолог. Уйӑх ҫинче пулса курнӑ 12 ҫынран пӗри, астронавтсен мухтавӗн залне кӗртнӗ.
Кун-çулĕ
Нью-Мексико штатӗнчи Санта-Ритӑра ҫуралнӑ, халӗ вӑл хула юхăнса юлнă. Кӳршӗри Силвер-Сити хулинче ҫитӗннӗ[3]. 1953 ҫулта Western High School вӗренсе тухнӑ. 1957 ҫулта Калифорнири технологи институтне геологипе ӑслӑлӑх бакалаврӗн степенӗпе вӗренсе пӗтернӗ, кайран ҫулталӑк тӑршшӗпе Осло Университетӗнче геологине тӗпченӗ[3][4]. 1964 ҫулта Гарвард университетӗнче геологи енӗпе Норвеги хирĕсенчи геологи тӗпчевӗсене тӗпе хурса философи докторӗн степенне тивӗҫнӗ[3].
НАСА пӗрлешиччен 1965 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑсчах-астронавтсен пӗрремӗш ушкӑнӗн пайташӗ пулса, вӑл Аризона штатĕнчи Флагстафф хулинче Америкӑри астрогеологи службин Центрӗнче (акăл. U.S. Geological Survey's Astrogeology Center), хирти геологи меслечӗсене хатӗрлес ӗҫре ӗҫленӗ, вӗсемпе «Аполлон» экипажӗсем усӑ курӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Шмитт хӑйӗн пӗрремӗш ҫулне ВВС ҫумӗнчи реактивлӑ самолетсен пилочӗсене хатӗрлекен вӗҫев шкулӗнче ирттернӗ. Хьюстонри астронавтсен отрядне таврӑнсан, вӑл уйӑх орбитипе унăн ҫийӗнче геологи ӗҫӗсене сӑнама тата ирттерме «Аполлон» экипажӗсене хатӗрлес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑннӑ. Кашни мисси хыҫҫӑн, вӑл илсе килнӗ уйӑх тӗслӗхӗсене пӑхса тухса хакланă çĕре хутшăннă, экипажсене наука аспекчӗсемпе вӗсем вӗҫни ҫинчен калакан отчет тӑрӑх пулӑшнӑ.
Шмитт команднӑй тата уйӑх модулӗсен управленийӗнче специалист пулас тесе нумай вӑхӑт ирттернӗ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл космос вӗҫевӗ валли суйласа илнӗ ӑсчах-астронавтсенчен пӗрремӗшӗ пулса тӑнӑ.
«Аполлон-17» экспедици йышӗнче ҫынсене Уйӑх ҫине улттӑмӗш хут антарнӑ çĕрте хутшăннă. Уйӑх модулӗ Уйӑх ҫийӗнче пулнин пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 75 сехет те 1 минут.
1973 ҫулта Шмитта «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» НАСА медалӗпе чысланӑ.
1975 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗччен НАСА-ра наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсен директорӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ.
Аполлон программӑра вăл профессипе вӗҫекен летчик пулман пӗртен-пӗр вӗҫекен астронавт пулса тăнă. «Аполлон-17» экспедици вӑхӑтӗнче вӑл уйӑх модулӗнчен Юджин Сернан командир хыҫҫӑн тухнӑ. Анчах Юджин Сернан каялла вĕçсе каяс умĕн каяс умӗн уйӑх модульне Шмитт хыҫҫӑн таврӑннă, çавăнпа та паянхи кун тĕлне Уйӑх ҫинче тăнă юлашки ҫын шутланать.
Хӑйӗн политикӑлла карьерине вӗҫлесен, Шмитт хӑйӗн тавлашуллӑ заявленийӗсене пула, глобальлӗ ӑшӑнӑвӑн антропогенлӑ характерӗн ыйтӑвӗпе наука консенсусӗпе хирӗҫӗве кӗнипе паллӑ пулса тăнă. Шмитт климат улшӑнӑвӗсемпе кӗрешнине «национал-социализмăн троян лаши» тенӗ, тавралӑха хӳтӗлес юхӑмсене вара — совет коммунизм шучĕпе пĕрле инспирациленӗ ирӗклӗх тăшманĕсем тенӗ.
Ăнлантарусем
- ^ Шмитт Харрисон // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Harrison Schmitt // Internet Speculative Fiction Database (англ.) — 1995.
- ^ 1, 2, 3 50 Years in Space - Harrison Schmitt (англ.). galcit.caltech.edu. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Learned to walk on the moon in Oslo. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Harrison H. "Jack" Schimitt Oral History (англ.). historycollection.jsc.nasa.gov. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- Кабель каналĕсен телеярăмĕсенче асăннисем C-SPAN