Пит Конрад
Чарльз Питер «Пит» Конрад-кĕçĕнни (акăл. Charles Peter «Pete» Conrad, Jr.; (1930 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ - 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ) — америка астронавчӗ, Уйӑх патне вӗҫекен 24 ҫынран пӗри тата ун ҫине анса ларнă 12 ҫынран пӗри. Астронавтсен мухтавӗн залне кӗртнӗ.
Кун-çулĕ
1930 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Филадельфире ҫуралнӑ, 1953 ҫулта Принстонри университета авиаци техникипе бакалавр степенне илсе вӗренсе пӗтернӗ. Çав ҫулах АПШ ТҪВ хӗсметне кӗнӗ. Пэтъюксент-Ривер авиастанцинче (Мэрилендра) АПШ ТҪВ вӗҫевҫӗ-тӗрӗслевҫисен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, летчик-испытатель пулса ӗҫленӗ. 1960—1961 — летчик-испытательсен шкулӗн пилот-инструкторӗ. (Ҫав вӑхӑтра унӑн Алан Бин ятлӑ курсант пулнӑ. 8 ҫул иртсен, вӗсем иккӗшӗ Уйӑх тӑрӑх ҫӳрӗҫ).
1962 ҫулта Чарльз Конрада иккӗмӗш набор астронавчӗсен ушкӑнне кӗртнӗ.
4 космос вӗҫевне тунӑ. Пӗрремӗш вӗҫеве 1965 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен «Джемини-5» миссин пилочĕ пулса пурнӑҫланӑ. Иккӗмӗш вӗҫев 1966 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен «Джемини-11» карап командирӗ пулса вĕçет.
1969 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, «Аполлон-11» космос карапӗ Уйӑх ҫине историлле анса ларсан темиҫе уйӑхран, Уйӑх ҫине географи тата ытти ӑслӑх тӗпчевӗсене ирттерме «Аполлон-12» кайнӑ. «Аполлона-12» командирӗ Чарлз Конрад, команднӑй модулӗн пилот — Ричард Гордон, уйӑх модулӗн пилочӗ — Алан Бин пулнӑ. Конрад Нил Армстронгпа Эдвин Олдрин хыҫҫӑн Уйӑх ҫине ярса пуснӑ виҫҫӗмӗш ҫын пулса тӑнă. Конрад уйӑх ҫине ура ярса пуссан, унран Нил Армстронг евĕр («Ку вӑл ҫыншӑн пӗр пӗчӗк утӑм, анчах та пӗтӗм этемлӗхшӗн улӑпла сикни») историлле пуплев кӗтнӗ, анчах та Конрад Армстронг сӑмахӗсене аса илсе тата хӑйӗн пысӑках мар пӗвне систерсе ҫапла каланӑ: «Тен, Нилшӑн вӑл пӗчӗк пулнӑ, анчах та маншӑн — пысӑк». (Whoopee! Man, that may have been a small one for Neil, but that’s a lone for me). Каярах, Ҫӗр ҫинче ӗнтӗ, Армстронг сӑмахне малтанах ăна явăçтарманнине, НАСА сотрудникӗсем астронавтсене хӑҫан тата мӗн каламаллине кӑтартса парса тăманнине ĕнентерес тесе шӑпах ҫакна калама сăмах парса Ориана Фаллачипе 500 долларпа тавлашнине пĕлтернĕ. Укҫа илме пачах шутламанччĕ, тесе хушса хунă. Анчах та Армстронг пуплевӗ шӑпах пӗрремӗш утӑм пирки пулнă пулсан, Конрад вара хӑйӗн сӑмахӗсене юлашки картлашка ҫинчен сиксе ансан каланӑ (борт вӑхӑчӗ — 115: 22: 16), ҫав вӑхӑтра картлашка унӑн пилĕкĕ шайӗнче пулнӑ («утăм» сӑмаха вӑл каламан). Вӑл пӗр утӑм тусан (115: 22: 24), хушса хунă: «О, вăл çемçе те çепĕç»[5]. Уйӑх тусанӗ тарӑнӑшӗ ку вырӑнта пӗрремӗш экспедици лартнӑ вырӑнтинчен чылай пысӑкрах пулнӑ.
Конрад Ҫӗр спутникӗн ҫийӗнче пӗтӗмпе сакӑр сехет ирттернӗ. Пӗтӗмпе вара «Аполлон-12» уйӑх модулӗ Уйӑх ҫинче 31 сехет те 31 минут пулнӑ. Астронавтсем Ҫӗр ҫине 34 килограмм уйӑх йӑхне пухса ҫитернӗ, илсе килнӗ наука аппаратурине вырнаҫтарса темӗн чухлӗ сӑнӳкерчӗк тунӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем виҫӗ ҫул маларах ҫитнӗ пилотсӑр аппарат лартнӑ вырӑнтан инҫех мар тӑракан «Сервейер-3» хӑш-пӗр фрагменчӗсене пăсса салатнă, вӗсене Уйӑх ҫинче нумай вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн материалсен пахалӑхӗсене тӗпчеме Ҫӗр ҫине илсе ҫитернӗ. Детальсем ҫинче ҫӗр ҫинчи чӗрӗ микроорганизмсене тупса палӑртнӑ, анчах скептиксем вӗсене каялла таврӑннӑ хыҫҫӑн кӗртнӗ тесе хирӗҫленӗ, ыйту вара уҫӑ тăрса юлнӑ. Ҫак вӗҫевшӗн Конрада 1970 ҫулта «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» НАСА медалӗпе чысланӑ.
Уйӑх ҫине вӗҫнӗ хыҫҫӑн Конрад американ пӗрремӗш «Скайлэб» орбита станципе ĕçленĕ çĕре хутшӑннӑ. «Скайлэб-2» станцин пӗрремӗш экспедицин мисси командирӗ пулнă. Вӗҫев 28 талӑк пынӑ — ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 1973 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗччен.
Вилӗмĕ
1999 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Калифорни штатӗнчи ту ҫулӗ ҫинче мотоцикл катастрофине пула вилнӗ[6]. 69 çулти Конрад травмисем ҫиелтен пӑхсан тарăн курӑнман, анчах 6 сехетрен госпитальте вӑл шала юн кайнипе вилсе кайнӑ. Арлингтон наци ҫӑвинче пытарнӑ. Пытарнӑ чухне «Аполлон» программа вӑхӑтӗнчи чылай астронавт пухăннă. Ҫакӑ Конрад Уйӑх ҫине вӗҫсе кайнин юбилейӗ умӗн темиҫе уйӑх маларах тата пӗрремӗш уйӑх миссийӗ 30 ҫул тултарнӑ ятпа ирттерме палăртнă уявран виҫӗ эрне маларах кӑна пулнӑ.
2002 ҫулхи раштав уйӑхӗнче АПШ-ра астроном-юратакансем валли орбитисем Ҫӗр орбити ҫывӑхӗнче иртекен астероидсем уҫнӑшӑн Чарльз Конрад ячӗллӗ преми йӗркеленӗ.
Ăнлантарусем
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Charles Conrad // RKDartists (нидерл.)
- ^ http://www.britannica.com/EBchecked/topic/133144/Charles-Conrad-Jr
- ^ https://www.washingtonpost.com/archive/local/1999/07/10/astronaut-charles-p-pete-conrad-jr-dies/75691893-35a0-4dc1-a0ee-a67142686e92/
- ^ Eric M. Jones. Down the Ladder (англ.). NASA (1995). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Third Man to Walk on Moon Dies in Motorcycle Accident. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.