Алан Бин

Алан Лаверн Бин (акăл. Alan LaVern Bean),(1932 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Уилер, Техас - 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ) — АПШ астронавчӗ. Уйӑх ҫине ярса пуснӑ тӑваттӑмӗш ҫын.

Кун-çулĕ

1955 ҫулта Бин Техас университетӗнче авиаци техникипе ӑслӑлӑх бакалаврӗн степеньне илнӗ. Вӑл 1963 ҫулта НАСА астронавчӗсен виҫҫӗмӗш ушкӑнне суйланса кĕнӗ[4].

Астронавтсен отрядне кӗриччен вӗҫевҫӗ-истребитель, АПШ ВМС капитанӗ пулнӑ. ТҪФ вӗҫевҫӗ-испытателӗсен шкулӗнче вӗреннӗ, унта унӑн инструкторӗ Аполлонăн пулас командирӗ — Чарлз Конрад пулнӑ.

Икӗ космос вӗҫевне «Аполлон» тата «Скайлэб» программисен шайӗнче тунӑ. Аполлон-12 тӗп экипажӗн йышне Бин кӗмен, анчах авиакатастрофӑра вилнӗ Клифтон Уильямса ылмаштарнă . Экипаж командирӗ НАСА ертӳçисем патне шӑпах Бина экипажа кӗртме ыйтса ҫырни вырӑн йышӑннӑ.

1969 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче Уйӑх ҫине иккӗмӗш экспедици старт илнӗ, Бин уйӑх модулӗн пилочӗ пулнӑ, вӑл чÿк уйăхĕн 19-мӗшӗнче хӑйӗн командирӗ Конрад хыҫҫӑн Ҫӗр спутникĕ çине ура ярса пуснă тӑваттӑмӗш ҫын пулса тӑнӑ. Уйӑх модулӗнчен вӗсем тӑпра тӗслӗхӗсене пуҫтарма, наука аппаратурине вырнаҫтарса ӳкерчӗксене тума икӗ хутчен тухнӑ тата Уйӑх ҫийӗнче 31 сехет те 31 минут ирттернӗ.

Ҫавӑн пекех вӗсем хăсем анса ларнă вырăнтан аякках мар тăракан, виҫӗ ҫул маларах уйăх çине вырнаçтарнă «Сервейер-3» пилотсӑр аппаратăн хӑш-пӗр фрагменчĕсене салатнă, вӗсене Ҫӗр ҫине Уйӑх ҫинче нумай вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн материалсен пахалӑхӗсене тӗпчеме илсе ҫитернӗ; детальсем ҫинче ҫӗр ҫинчи чӗрӗ микроорганизмсене тупса палӑртнӑ, анчах скептиксем вӗсене хирӗҫленӗ, таврӑннӑ хыҫҫӑн кӗртсе хӑварнӑ, ыйтӑвӗ те уҫӑ юлнӑ.

1970 ҫулта ҫак вӗҫевшӗн Бина «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» НАСА медалӗпе чысланӑ.

Иккӗмӗш медале Алан Бин 1973 ҫулта илнӗ. Иккӗмӗш вӗҫевре вӑл «Скайлэб» орбитальнӑй станцине пилотпа иккӗмӗш хут вӗҫекен «Скайлэб-3» экспедици экипажӗн командирӗ пулнӑ. 1973 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче старт илсен астронавтсем ҫав кунах станципе пӗрлешсе унта 58 талӑк та 15 сехет ирттернӗ, ку ун чухне рекорд пулнӑ. Станцире пулмалли программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Бин космоса пӗр мӑшӑрлă тухас ĕçе (2 сехет те 41 минут) хутшӑннӑ.

Алан Бин «ЭПАС» («Союз-Аполлон») программӑпа дублёр пулса хатӗрленнӗ, анчах та вĕçме Стаффордӑн тӗп экипажӗ вӗҫнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн 1975 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ВМС капитанĕн званийӗнче отставкӑна тухнӑ, малашне темиҫе ҫул хушши астронавтсене граждан специалисчӗ пек хатӗрлес енӗпе ӗҫленӗ.

1981 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑйне пӗтӗмпех живопиҫе халаллас тесе НАСА-ран тухса кайнӑ. Картинӑсене ытларах космос темисемпе ҫырнӑ. Космоса юратакан чылай энтузиаст унӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклать.

Астронавтсен мухтавӗн залне кӗртнӗ.

Авланнӑ пулнӑ, ҫитӗннӗ икӗ ача — ывӑлпа хӗр — пулнӑ.

Вилӗмĕ

2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Индианăна кайнӑ чухне сарӑмсӑр чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн икӗ эрне иртсен Алан Бин Хьюстонри больницӑра вилнӗ[5]. Арлингтон наци ҫӑвинче пытарнӑ[6]. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Уйӑх ҫинче пулса курнӑ тӑватӑ астронавт юлнă[7].

Хисепӗсем

Ăнлантарусем

  1. ^ Бин Алан // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ 1, 2 Alan Bean // Internet Speculative Fiction Database (англ.) — 1995.
  3. ^ Library of Congress Authorities (англ.)Library of Congress.
  4. ^ Apollo moonwalker, artist Alan Bean dies at age 86 in Houston (англ.). KTBC. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
  5. ^ Beutel, Allard. Alan Bean Family Obituary Statement (акăлч.), NASA (2018-05-26). 2022 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ Alan Bean (1932-2018) (англ.). Find A Grave Memorial. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  7. ^ «Я прожил лучшую из жизней»: умер Алан Бин, Газета.Ru. 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем