Дэвид Скотт

Дэ́вид Рэ́ндольф «Дэйв» Скотт (акăл. David Randolph «Dave» Scott; (1932 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ, Сан-Антонио, Техас) — НАСА астронавчӗ, 1963 ҫулхи юпа уйӑхӗнче НАСА ят панӑ астронавтсен виҫҫӗмӗш ушкӑнӗнче тата «Аполлон-15» космос карапӗн командирӗ пулнӑ. Уйӑх ҫинче пулса курнӑ 12 ҫынран пӗри, ҫавӑн пекех хӑй тӗллӗн ҫӳрекен транспортпа ун ҫийӗпе куҫса ҫӳрекен пӗрремӗш ҫын шутланать. Суммарлӑ сывлӑшсӑр уҫлӑха 5 хутчен тухнӑ, ҫапла майпа 13 ҫул тытӑнса тӑнӑ тӗнче рекордне лартнӑ. 1971 ҫулта Уйӑх ҫийӗнче «Вилнĕ астронавт» композици вырнаҫтарнӑ, вӑл унтанпа халӗ те Уйӑх ҫинче пӗртен-пӗр илемлӗ инсталляци пулса тăрать.

Кун-çулĕ

Кайран ӑна чысласа ят илнĕ «Рэндольф» сывлӑш-ҫар вӑйӗсен базинче ҫуралнӑ, Техас штатӗнчи Сан-Антонио патӗнче бойскаутсем хушшинче активист пулнӑ. «Аэронавтикӑпа астронавтикат» тата «Аэронавтикăри и астронавтикăри инженери» направленийĕсемпе Техасри ҫар институтӗнче тата Вест-Пойнтра пӗлӳ илнӗ. 1971 ҫулта Мичиган Университетӗнче доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

1975 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче, 42 ҫул тултарсан, Скотта НАСА Драйден ячӗллӗ вӗҫевпе тӗпчев центрӗн директорне лартаҫҫӗ. Ҫак должноҫра вӑл 1977 ҫулхи юпа уйăхĕн 30-мӗшӗччен юлнӑ.

Хисепӗсем

  • «Вӗҫеври чаплӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ВВС Хĕресĕпе наградăланă (акăл. Air Force Distinguished Flying Cross), «Чаплӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ВВС икӗ медалӗпе чысланӑ (акăл. Air Force Distinguished Service Medal).
  • «Чаплӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн НАСА икӗ медальпе, ««Уйрӑм тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» НАСА медалӗпе чысланӑ (акăл. NASA Exceptional Service Medal).
  • Унӑн ятне Америка астронавчӗсен мухтавӗн залне кӗртнӗ (акăл. U.S. Astronaut Hall of Fame).

Филателизм пӑтӑрмахӗ

«Аполлон-15» ҫинче вӗҫнӗ хыҫҫӑн Скотт космос почта сувенирӗсемпе харкашу ĕçне лекнӗ, ҫакӑ унӑн малашнехи карьерине сиен кÿнĕ. Ҫӗр ҫине таврӑнсан, Скотт хӑйӗнпе пӗрле Уйӑх ҫине пӗрремӗш кунхи 398 паллӑ конверта илсе кайнӑ, вӗсенчен ҫӗрĕшне кайран почта маркисемпе суту тăвакан нимӗҫе сутнӑ. Ҫакӑн пек хӑтланни саккуна пӑсман пулин те, ертӳçĕсем Скотта тата экипажӑн ытти членӗсене кӑтартуллӑ наказани пама йышӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсенчен нихӑшӗ те космоса урӑх вӗҫмен.

Автобиографипе килӗшӳллӗн астронавтсен отрячӗн ертӳҫи Дональд Слейтон (Deke! 978-0-312-85918-3) шутланӑ тӑрӑх, Скотт, Уорден тата Ирвин «Аполлон-15» миссие хывнӑ йывӑр ӗҫ ҫинче ҫакӑн пек меслетпе пуйма хӑтланнипе НАСА тата «Аполлон» программӑна йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернӗ, ку НАСА правилисене хирӗҫленĕ. Вӑл вӗсемпе тӗл пулнă та, лешсем ӑна хӑйсем мӗн тата мӗн тума туса хуни ҫинчен каласа панă. Шӑпах ҫавӑн чухне Слейтон вӗсене «Аполлон-17» экипажӑн резерв йышӗнчен кăларнă та астронавтсен карьерине чӑнласах татнӑ. Скотт пилотлакан космос вӗҫевӗсен центрне (Manned Spacecraft Center) ӗҫлеме куҫнӑ, Уорден — Амес (Ames Research Center) Тӗпчев центрне. Ирвин НАСАран тухса кайнă, проповедник пулса тӑнă.

Харпӑр пурнӑҫ

Авланнӑ, икӗ ача (пӗрремӗш мӑшӑрлануран). Йăпану: ишесси, гандбол, йӗлтӗрпе ярӑнасси тата сӑн ӳкерчӗксем.

Ăнлантарусем

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем