Юджин Сернан

Юджин Эндрю «Джин» Сернан (акăл. Eugene Andrew «Gene» Cernan; (1934 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ, Иллинойс, Чикаго, АПШ - 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ, Хьюстон, Техас, АПШ) — америка астронавчӗ, «Джемини-9А» (1966), «Аполлон-10» (1969) миссисене хутшӑнакан, «Аполлон» (1972) программӑна вĕçне çитерекен «Аполлон-17» мисси командирӗ. Паянхи вăхăт тĕлне Уйӑх ҫийӗнче тӑрса курнă юлашки ҫын.

undefined

Кун-çулĕ

Ҫуралсанах словак тата чех тымарӗсем пулнӑ. Аслашшӗпе асламӑшӗ Висока-над-Кисуцоу ялӗнчи (Vysokӑ nad Kysucou, ҫурҫӗр-анӑҫ Словаки) словаксем, кукашшĕпе кукамăшĕ — Кӑнтӑр Чехири чехсем пулнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ АПШра ҫуралнӑ. Словак аслашшĕн хушамачӗ Чернян (W-eran) пулнӑ, вӑл акӑлчан чӗлхин вулав правилисене пула Сернан пулса тӑнӑ.

Пердью Университетӗнче вӗреннӗ те 1956 ҫулта электротехника енӗпе ӑслӑлӑх бакалаврӗн степеньне илнӗ.

Космосра виҫӗ хут пулса курнӑ: 1966 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Джемини-9А» иккӗмӗш пилочӗ шутӗнче, 1969 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Аполлон-10» уйӑх молулӗн пилочĕ тата тата 1972 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Аполлона-17» командирĕ шутĕнче.

Уҫӑ космоса тухнӑ иккӗмӗш американец (пӗтӗмӗшле — виҫҫӗмӗш) пулса тӑнӑ.

Икӗ хутчен Уйӑх патне вӗҫнӗ. Икӗ хутчен Уйӑх уҫлӑхӗнче пулса курнӑ Ловеллпа тата Янгпа танлаштарсан, икӗ вӗҫевре те уйӑх модульне пилотланă ҫӗре хутшӑннӑ: пӗрремӗш вӗҫевре Уйӑх патне 15 ҫухрӑма ҫывхарнӑ, иккӗмӗш вӗҫевре Уйӑх ҫине аннӑ. Ҫӗр ҫыннисенчен пуринчен те ытларах Уйӑх ҫийӗнче, пӗтӗмӗшле илсен — 75 сехете яхӑн, Харрисон Шмиттпа пӗрле пулнӑ; уйӑх модулĕ тулашӗнче те — 22 сехет те 04 минут пулнӑ: Уйăх ҫийне виҫӗ хут тухнӑ чухне те вӑл карапран чи малтан тухнӑ, чи кайран каялла таврӑннӑ.

«Аполлон-10» экипаж вӗҫевĕ вӑхӑтӗнче «Аполлон» программа валли ятарласа хатӗрленӗ телекамерӑпа космосра пӗрремӗш хут усӑ курнӑ, çăвăн пекех вĕçевре пӗрремӗш хут тӗрлӗ тӗслӗ телетрансляци ирттернĕ. Çак ӗҫ-пуҫшӑн Сернан, Томас Стаффорд тата Джон Янг 1969 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче «Эмми» телевидени премине илнӗ.

«Аполлон-10» мисси хыҫҫӑн «Аполлон-13» миссин уйӑх модулӗн пилочӗн дублёрӗ пулмалла пулнă, ҫапла вара, «Аполлон-16» тӗп экипажа ларма май тупмалла пулнӑ — ҫапах та, командир пулма хӑйӗн экипажне илес ӗмӗтпе ҫак майсене сирсе пăрахнă. Ҫавна пула Джон Янг ертсе пыракан экипаж-дублёра Сернан вырӑнне пиллӗкмӗш наборти Чарли Дьюка лартнӑ — вара вӑл та, Янг та кайран Уйӑх патне «Аполлон-16» ҫинче вӗҫсе кайнӑ.

Экипажсене йӗркелекен Дик Слейтон Сернан экипаж командирӗн вырӑнне илес шанчăк питех те пӗчӗк тесе шутланă. Анчах та, Майкл Коллинз «Аполлон-14» дублёрствӑна пӑрахӑҫласа хӑйӗн карьерине вӗҫлеме шут тытнӑ хыҫҫӑн, Билл Андерс вара кайран Уйӑх тӑрӑх ҫӳреме шанӑҫ тупасса шанса «Аполлона-13» команда модулӗн пилотне ларма килӗшмен хыҫҫӑн, программӑра вакантлӑ вырӑн тупӑннӑ, вара Сернана Алан Шепардӑн «Аполлон-14» мисси командирӗн дублёрӗ туса хунӑ, ҫак вара ӑна «Аполлон-17» патне ҫул уҫса панӑ.

«Аполлон-14» старта тухиччен пӗр эрне маларах, 1971 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, Сернан, H-13 вертолётпа уйӑх модульне пилотацилес имитацире кӑштах тренировка тума шутланӑскер, Кеннеди ячĕллĕ Центр полигонне ҫул тытнӑ. Йывăр штиль условийӗсенче вӑл шыв ҫийӗ таран мĕн чухлĕ расстояни юлнине туйми пулнӑ, унӑн веротолочĕ яка шыва сӑмсипе перӗннӗ те Индиан-Ривер ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ. Астронавт тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, юханшывран ӑна кимӗпе пыракан хӗрарӑм тухма пулӑшнӑ. Вӑл аманман, сывламалли ҫулсен ожогĕ пулнă пулин те, пысӑк асап пулман. Пӑтӑрмах шӑматкун пулса иртнӗрен тата тунтикун тӗлне хыпар кивелнӗрен пресса ун пирки каламасăр хăварнă. Крушени сӑлтавӗ двигатель йӗркесӗрлӗхĕ тесе палăртнă. Астронавтсем чылай пĕчĕк йăнăшсемшĕн те вӗҫме пӑрахнӑ пулин те, Сернан Дик Слейтон шанӑҫне ҫухатман, ӑна «Аполлон-17» экипажа лартнӑ-лартнах. Мисси йышне официаллӑ 1971 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Старта тухиччен уйӑх ҫурӑ маларах, юпа уйӑхӗнче, Сернан бейсболла вылянӑ чухне сылтӑм урин шӑнӑрне хытах ыраттарнӑ. Чак Ла Пинт экипажӗн тухтӑр пулăшнипе вӑл вӗҫев статусне ҫухатман, ҫӗнӗрен сывалма ӗлкӗрнӗ.

Уйӑх ҫинче тӑрса курнă юлашки ҫын (1972 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ). Уйӑх ҫинчи ҫын каланӑ юлашки сӑмахсем Сернанăн пулнă:

Боб, — тет Джин, — эпӗ Уйăх ҫийĕнче, хӑҫан та пулин таврӑнас тесе киле таврӑннӑ чухне Уйăх çийĕнче этемӗн юлашки утӑмне тӑватӑп, — анчах, эпир ӗненетпӗр, ытла инҫех те мар пуласлӑхра — историре юлатӑп тесе ҫеҫ калас килет манӑн. Америкӑн паянхи чӗнӗвӗ этемлӗхӗн пулас шӑписене палӑртать. Вара, Уйӑха Таурус-Литтр районĕнче пăрахса хӑварса, эпир мӗнле килнӗ ҫаплипех тухса каятпӑр та, Турӑ пулӑшнипе, каялла таврӑнатпӑр — пӗтӗм этемлӗхшӗн тăнăçлăхпа та шанчӑкпа. «Аполлон-17» экипажа ăнăçу. (чӑв. (8: 14: 00 UTC, 1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕ) [8]

Уйӑх ҫийӗнче вӑл хӑйӗн хӗрӗн — «TDCпа» — ячĕн пуҫарӑвӗсене ҫырнӑ.

Унӑн икӗ хӑвӑртлӑх рекорчӗ пур: çынăн чи пысӑк хӑвӑртлӑхĕ — 39 897 км/сех — «Аполлон-10» Уйăх тавра вĕçнĕ хыççăн Çĕр çине таврăннă чухнехи экипаж йышĕнче тата Уйӑх ҫийӗпе «Лунар Ровер» электромобильпе чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа çÿрени — 18 ҫухрӑм/сех.

Остинӑра пытарнӑ[9].

Хисепӗсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем