Чарльз Дьюк

Чарльз Мосс «Чарли» Дьюк-кĕçĕнни (акăл. Charles Moss «Charlie» Duke, Jr.; (1935 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ) — АПШ астронавчӗ. Уйăх çине аннӑ самантра Уйӑх ҫинче пулса курнисенчен чи ҫамрӑкки.

undefined

Кун-çулĕ

Дьюк 1935 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Каролина штатӗнчи Шарлотт хулинче ҫуралнӑ. 1957 ҫулта АПШ Тинӗс-ҫар академинче бакалавр степеньне тата 1964 ҫулта Массачусетри технологи институтӗнче аэронавтикӑпа космонавтика енӗпе ӑслӑлăх магистрӗн степеньне илнӗ. 1957 ҫулта АПШ Сывлӑш-ҫар вӑйӗсене кӗнӗ. Вӗренсе тухсан виҫӗ ҫул хушши Анӑҫ Германири Рамштайн авиабазинче North American F-86 Sabre истребитель-перехватчик пилочӗ пулса ӗҫленӗ. 1965 ҫулта летчик-испытательсен шкулӗнче вӗреннӗ.

1966 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл НАСА астронавчӗсен пиллӗкмӗш ушкӑнне суйласа илнӗ 19 ҫынран пӗри пулса тӑнӑ. 1969 ҫулта вӑл «Аполлон-10» вӗҫевпе тивӗҫтерекен ушкӑнра ӗҫленӗ. «Аполлон-11» экспедици вӑхӑтӗнче Дьюк капком — экипажăн ҫыхӑну операторӗн — тивӗҫне пурнӑҫланӑ (акăл. Capsule Communicator, CAPCOM) .

«Аполлон-13» (командирӗ — Джон Янг) Уйӑх модулӗн миссин экипаж-дублёрĕн пилочĕ пулма Юджин Сернан ҫак вырӑнтан пăрахса кайнă хыҫҫӑн лартнӑ. 1972 ҫулта Янг ертсе пынипе «Аполлон-16» мисси шутӗнчи Уйӑх патне вӗҫнӗ. Ку вӑл ҫынсем Уйӑх ҫине юлашки хут анса ларас умӗнхи пиллӗкмӗш пулнă. Уйӑх модулӗ Уйӑх ҫийӗнче пурӗ 71 сехет те 2 минут пулнӑ.

Ҫак экспедици хыҫҫӑн Дьюк «Аполлон-17» миссин уйӑх модулӗн резерв пилочӗ пулнӑ[2], вӑл чӑннипе «Аполлон» программинче юлашки пулса тӑнӑ.

1975 ҫулхи раштав уйӑхӗнче НАСА-ран тухса кайнӑ та хӑйне обществотата тӗн ӗҫ-хӗлне халалланӑ[3].

Вӑл тата унӑн арӑмӗ Техас штатӗнчи Нью-Браунфелсра пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫитӗннӗ икӗ ывӑл пур. Йăпану: сунар, пулӑ тытасси, вуласси тата гольф вылясси.

Галерея

Ăнлантарусем

  1. ^ Charles Duke // Internet Speculative Fiction Database (англ.) — 1995.
  2. ^ Duke (англ.). astronautix.com. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ THE OTHER JOURNEY (англ.). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем