Джеймс Ирвин

Джеймс Бе́нсон «Джим» И́рвин (акăл. James Benson «Jim» Irwin; (1930 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ - 1991 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ) — АПШ 30-мӗш астронавчӗ, тӗнчери 55-мӗш астронавт. Уйӑх ҫинче пулса курнӑ саккӑрмӗш ҫын.

Кун-çулĕ

Джеймс Ирвин 1930 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Пенсильвани штатӗнчи Питттсбург хулинче ҫуралнӑ. 1951 ҫулта АПШ тинӗс-ҫар академинче тинӗс ӑслӑхӗсен бакалаврӗн степеньне тата 1957 ҫулта Мичиган университетӗнче авиаци техникипе приборстроени енӗпе ӑслӑх магистрӗн степенне илнӗ.

Джеймс Ирвин 1966 ҫулхи ака уйӑхӗнче НАСА суйласа илнӗ 19 астронавтран пӗри пулнӑ. 1969 ҫулта «Аполлон-12» уйӑх модулӗн пилот дублёрӗ пулнӑ.

Ирвин космоса «Аполлон-15» (1971 çулхи утӑ, 26 — ҫурла, 7 ) уйӑхлӑ модуль пилочĕ пулса вĕçнĕ. Ҫак вӗҫевре ҫынсене Уйӑх ҫине тӑваттӑмӗш хут антарнă (Уйӑх ҫийӗнче уйӑх модулӗ 66 сехет те 55 мин пулнӑ) çĕре хутшӑннӑ, Уйӑх ҫинче пулса курнӑ саккӑрмӗш ҫын тата уйӑх ҫинче утса курнă çынсенчен пурнӑҫран уйрӑлнӑ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ.

1971 ҫулта Ирвина «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» НАСА медалӗпе чысланӑ.

Уйӑх ҫинчи экспедици хыҫҫӑн , 1971 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Хьюстонри космодромра 50 пин баптист умӗнче Уйӑх ҫинче «Турӑпа пӗрмай ҫыхӑну туйса тăтăм, вӑл пуррине Ҫӗр ҫинчинчен чылай вӑйлӑрах туйрӑм» тесе пӗлтернӗ[5], проповедник пулса «Ҫӳлти вӗҫев» миссие никӗсленӗ (акăл. High Flight Foundation, ыт. куҫару варианчӗ — «Сывлăшра ярăнни»), ӑна хӑйӗн Мэри арӑмӗпе пӗрле ертсе пынӑ[6][7].

1972 ҫулта Ирвина НАСА космосра пулса курнӑ маркӑсем çинче бизнес тума хӑтланнӑшӑн кăларса янă. Малашне вӑл хӑйне пӗчӗк ҫӗр креационизмӗн идейисене хӳтӗлекен христиан-фундаменталист публицисчӗ пек кӑтартнӑ. Ноев ковчег юлашкийӗсене шыраса Арарат тӑвӗ ҫине темиҫе экспедицие те хутшӑннӑ; 1982 ҫулта вӗсенчен чи кайринче (ӑна тума май килнӗшӗн вӑл Кенан Эврен Турци президентне Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ялава парнеленӗ) ӑна лагере таврӑннӑ чухне травма илнӗ.

Ирвин Ҫарпа Сывлӑш Вӑйӗсен профессиллӗ Ассоциацийӗн тата экспериментлӑ вӗҫевҫӗ-испытательсен тӗнчери Обществин (SETP) членӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Колорадо-Спрингс хулинчи 104 № Ложе Теджонра пуҫарса янӑ масон пулнӑ[8][9].

Вилӗмĕ

1991 ҫулхи ҫурлауйăхĕн 8-мӗшӗнче, госпитальте ҫӗрлене юлса, миокард инфарктӗнчен вилнӗ. Чӗрепе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсен пӗрремӗш паллисем Уйӑх ҫинчех, Датчиксем аритмия кăтартнă чухнех, пуçланнă. Вӑл Уйӑх ҫине ура ярса пуснӑ 12 ҫынран пӗрремӗшӗ пулнӑ: каярах 1998 ҫулта лейкозран Алан Шепард вилнӗ; 1999 ҫулта Чарльз Конрад мотоциклпа пынă чух ҫӗмӗрӗлнӗ; 2012 ҫулта Нил Армстронг вилнӗ; 2016 ҫулта Эдгар Митчелл вилнӗ; 2017 ҫул пуҫламӑшӗнче Юджин Сернан вилнӗ, 2018 ҫулхи кăрлач уйăхĕнче Джон Янг вилнӗ, 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Алан Бин вилнӗ. 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗ тӗлне ытти 4-шӗ чӗрӗ.

Джеймс Ирвин вилнӗ хыҫҫӑн Астронавтсен мухтавӗн залне кӗртнӗ.

Ăнлантарусем

  1. ^ Ирвин Джеймс // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ 1, 2 James B. Irwin // Encyclopædia Britannica (англ.)
  3. ^ Brozović D., Ladan T. James Irwin // Hrvatska enciklopedija (хорв.)LZMK, 1999. — 9272 с. — ISBN 978-953-6036-31-8
  4. ^ 1, 2 Artists + Artworks (англ.)
  5. ^ Михаил Лобанов — «Стези прямые и лукавые». Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ Журнал «Атеистические чтения» № 15, 1986 г. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ Влияние баптистов в мире , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ на «Баптисты России»
  8. ^ Masonic Astronauts. Freemason Information. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
  9. ^ Freemasons in Space. Grand Lodge of British Columbia and Yukon. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем