Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ — Ҫӗн чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ ҫине аннӑ астронавтсен списокӗ.

1969—1972 ҫулсенче Америкӑн «Аполлон» программипе Уйӑх ҫине анса 6 экспедици пурнӑҫланӑ. Унӑн ҫийӗ ҫине 1969 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче чи малтан ура пуснӑ ҫынсем Нил Армстронгпа Базз Олдрин пулнӑ. Уйӑх ҫине анса ирттернӗ юлашки экспедици 1972 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ: паянхи куна илес пулсан Юджин Сернанпа Харрисон Шмитт Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ ҫине кайса килнӗ юлашки ҫынсем шутланаҫҫӗ[1]. Уйӑх ҫинче вӑхӑта чи нумай «Аполлон-15» мисси пынӑ чухне ирттернӗ, вӑл виҫӗ талӑка яхӑн тӑсӑлнӑ[2].

2023 ҫул тӗлне Уйӑх ҫинче пурӗ 12 ҫын пулса курнӑ. Вӗсем пурте — АПШ гражданӗсем. Америка астронавчӗсем Уйӑх ҫине тепӗр хут «Артемида-3» мисси вӑхӑтӗнче 2025 ҫулта таврӑнма палӑртаҫҫӗ, апла пулин те, патшалӑх тӗрӗслев служби асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, чӑннипе астрономи объекчӗн ҫийӗ ҫине АПШ 2027 ҫулччен таврӑнаймӗ[3].

2022 ҫулта НАСА «Артемида» миссинче астронавтсене анма юрӑхлӑ Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗнчи 13 облаҫӗн списокне пӗлтернӗ[4].

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ АПШ астронавчӗсен списокӗ

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ АПШ астронавчӗсен списокӗ, хронологипе
№ Астронавтсем Пурӑннӑ ҫулӗсем Дата Мисси Уйӑх ҫинче ирттернӗ вӑхӑт Уйӑх ҫийӗ ҫинче ирттернӗ пӗтӗмӗшле вӑхӑт Аннӑ вырӑн
1 Нил Армстронг 1930 2012
1969 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ
Аполлон-11 21 сехет 36 минут 21 ҫеккунт 2 сехет 31 минут 40 ҫеккунт «Аполлона-11» Уйӑх модулӗ экватор патӗнче тенӗ пекех, Лӑпкӑлӑх Тинӗсӗн кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче, 0° 41' 15" ҫ. ш. 23° 26' х.т.д. координатлӑ вырӑнта анса ларнӑ[5] Анса ларнӑ вырӑна Лӑпкӑлӑх Бази ят панӑ. Астронавтсем унтан пӗтӗмӗшле 21 кг таякан вырӑнти материал илсе килнӗ[6]
2 Базз Олдрин 1930
3 Пит Конрад 1930 1999 1969 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ 1969 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ Аполлон-12 31 сехет 31 минут 7 сехет 45 минут «Аполлона-12» Уйӑх модулӗ Тӑвӑлсен Океанӗн анӑҫ пайӗнче анса ларнӑ. Астронавтсем 30 кг ытла уйӑх тӑприне пуҫтарнӑ, ҫавӑн пекех «Сервейер-3» аппаратӑн темиҫе пайне кӑларса илсе хӑйсемпе пӗрле илнӗ[7]
4 Алан Бин 1932 2018
5 Алан Шепард 1923 1998 1971 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ 1971 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ Аполлон-14 33 сехет 14 минут 9 сехет 21 минут «Аполлона-14» Уйӑх кабини Ҫумӑрсен Тинӗсӗнчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Фра Мауро кратер патӗнче анса ларнӑ, ҫав вӑхӑтра унта «Луноход-1» ӗҫленӗ[8]
6 Эдгар Митчелл 1930 2016
7 Дэвид Скотт 1932 1971 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗн 1971 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ Аполлон-15 66 сехет 55 минут 18 сехет 33 минут «Аполлон-15» экватортан инҫерехри широтасенче, Апеннин ятлӑ Уйӑх ҫинчи ту хырҫин ҫӳллӗ сӑртлӑхӗнче, Ҫумӑрсен Тинӗсӗ хӗрринче анса ларнӑ[9]
8 Джеймс Ирвин 1930 1991
9 Джон Янг 1930 2018 1972 ҫулхи акан 21-мӗшӗ 1972 ҫулхи акан 24-мӗшӗ Аполлон-16 71 сехет 2 минут 20 сехет 14 минут «Аполлон-16» Уйӑх модулӗ Уйӑхӑн кӑнтӑр-тухӑҫри квадрантӗнчи сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта анса ларнӑ. Ку вырӑна вулкансенчен юлнӑ икӗ ҫӳллӗ сӑртлӑхӗнче (Кэли кратерӗпе Кант кратерӗ) вырӑнти тӑпрасене илме ӑнӑҫлӑ вырӑн тесе суйланӑ[10]
10 Чарльз Дьюк 1935
11 Юджин Сернан 1934 2017 1972 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ 1972 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ Аполлон-17 75 сехет 1 минут 22 сехет 2 минут «Аполлон-17» Уйӑх модулӗ 20,19080° ҫ. ш. 30,77168 х.т.. д. координатсемпе, малтанах палӑртса хунӑ вырӑнтан 200 метрта анса ларнӑ[11]. Астронавтсем Уйӑх ҫинчи 110,4 кг тӑпрана пухнӑ[12]
12 Харрисон Шмитт 1935

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ученый рассказал о доставленном астронавтами лунном грунте (2019-07-20). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ Получен уникальный снимок места посадки астронавтов на Луне (2021-01-29). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  3. ^ США планируют до 2030 года отправить на поверхность Луны иностранца (2023-12-20). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ НАСА выбрало 13 возможных районов для высадки астронавтов на Луну (2022-08-20). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Apollo 11 Mission Report (англ.). NASA (Чӳк 1969). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  6. ^ The Apollo 11 Mission (англ.). NASA. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ.
  7. ^ Место посадки Apollo 12 «глазами» LRO. The Universe. Space. Tech (19 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  8. ^ «СССР отстаёт от США на шесть лет»: как «Аполлон-14» сел на Луну. Газета.ру (5 нарӑсӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  9. ^ Чем запомнился «Аполлон-15»: Камень Бытия, эксперимент Галилея и первый луноход. Хайтек (26 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  10. ^ Apollo 16: Mission Details (англ.). NASA (8 утӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  11. ^ Orloff R. W. Apollo 17. The Eleventh Mission: The Sixth Lunar Landing (англ.). NASA History Division. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  12. ^ Космическая программа «Аполлон» (2017-12-19). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.