Базз Олдрин

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Базз Олдрин
Aldrin Apollo 11 (3x5 crop).jpg
Çуралнă чухнехи ят акăл. Buzz Aldrin
Чӑн ят акăл. Buzz Aldrin
Çуралнă вăхăт 1930 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ(1930-01-20)[1][2][…] (95 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Q58176045?
Арăмӗ Q116276904?[4][5], Q116277729?, Q116277598? тата Q66057585?
Премисемпе чысланисем
медаль «За выдающуюся службу» ВВС США Крест лётных заслуг Воздушная медаль легионер ордена «Легион почёта» Президентская медаль Свободы медаль «За выдающуюся службу» медаль «За исключительные заслуги» медаль «За космический полёт» орден Культуры трофей Хармона[d] премия Штайгер[d] Золотая медаль Конгресса США[d] Зал славы национальной авиации[d] (2000) Калифорнийский зал славы[d] (2011) Зал славы Нью-Джерси[d] премия имени Хорейшо Элджера[d] (2005) Большая золотая медаль за исследования[d] (1970) золотая медаль Лэнгли[d] (1999) медаль Каллума[d] (1969) Зал славы астронавтов[d] медаль Хаббарда[d] (1970) Зал славы и музей авиации в Нью-Джерси[d] Звезда на голливудской «Аллее славы»[d] медаль Почёта острова Эллис Living Legends of Aviation[d] (2023 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ)
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Сайт buzzaldrin.com(акăлч.)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Э́двин Ю́джин О́лдрин-младший (акăл. Edwin Eugene Aldrin, Jr.; Базз Олдрин ятпа паллă (Buzz Aldrin, 1930 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ, Глен Ридж, Нью-Джерси, АПШ) — американ авиаци инженерӗ, астронавт тата вӗҫевҫӗ пулнӑ. Олдрин 1966 ҫулта Джемини-12 миссин пилочĕ пулса, тата 1969 ҫулта Аполлон-11 Уйӑх модулӗн пилочӗ пулса уҫӑ космоса виҫӗ хутчен тухнӑ. Вӑл тата Нил Армстронг мисси командирӗ Уйӑх ҫийӗнче пулнӑ пӗрремӗш ҫынсем пулса тӑнӑ.

Малтанхи ҫулсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эдвин Олдрин 1930 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Нью-Джерси штатĕнчи Глен Ридж[6] ятлӑ пысӑках мар хулара Эдвин Юджин Олдрин аслин тата унӑн Мэрион Мун арӑмӗн çемьинче ҫуралнӑ[7][8].

Олдринсен ӑрачӗн шотланд, швед тата нимӗҫ [9] тымарӗсем пур. 1946 ҫулта Монклэрти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан сумлӑ Массачусетри технологи институтӗнче вӗренме килӗшмен, Вест-Пойнтри АПШ Ҫар академине вӗренме кӗнӗ. Олдрин çумне «Buzz» хушма ят пӗчӗк чухнех çыпçăннă: унӑн икӗ йӑмӑкӗнчен кӗҫӗнни «brother» («браты») сӑмаха калайман, ӑна «buzzer» сăмах таран, кайран тата пач«buzz» таран кӗскетнӗ[10]. 1988 ҫулта Олдрин хӑйӗн ятне Базз тесе официаллӑ ылмаштарнӑ.

Ҫар хӗсмечӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1951 ҫулта Олдрин Вест-Пойнтра АПШ вӑрҫӑ академинче вӗренсе тухнӑ та техника ӑслӑхӗсен бакалаврӗ степенне илнӗ. Ҫав ҫулах АПШ ВВС-ра иккӗмӗш лейтенант ячӗпе ҫар службине кӗнĕ, летчик-истребитель пулса вӗҫме хатӗрленнӗ. 1953 çулта истребитель-перехватчиксен 51-мӗш авиаҫуначӗ шутӗнче F-86 «Sabre» самолёт пилочĕ пулса Корей вӑрҫине хутшӑннӑ. 66 ҫапӑҫу вӗҫевне пурнӑҫланӑ тата МиГ-15 икӗ самолёта персе антарнӑ, вӗсенчен пӗрремӗшне Олдрин Ялуцзян шывӗнчен[11] 8 ҫухрӑмра вӗҫнӗ чухне 1953 ҫулхи ҫу уйăхĕн 14-мӗшӗнче персе антарнӑ. 1953 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче "Life" журналӑн страницисенче Олдрин МиГ-15-мӗш самолета персе антарнине, унтан летчик самолетран катапультациленнине ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем пичетленсе тухнӑ[12]. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Олдрин Алабамăри ВВС Максвелл авиабизинчи Авиаци университечĕ çумĕнчи эскадрилья офицерӗсен Шкулӗнче хатĕрленÿ тухнă. Невадри Неллис авиабазӑра сывлӑшран пеме вĕрентекен инструктор, кайран АПШ ВВВ академийӗнче факультет деканĕн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ. Германири Битбург авиабазинче Европӑри америка ҫарӗсен йышӗнче 36-мӗш тактикӑллӑ истребительнӑй авиаçунтăн 22-мӗш эскадрильйин F-100 звено командирӗ пулса хĕсметре тăнă[6]. 1963 ҫулта Массачусетри технологи институтӗнче Орбитӑри космос аппарачӗсем ҫывӑхланнине уртсе пырасси" темӑпа диссертаци хӳтӗлесе астронавтика енӗпе философи тухтӑрӗ пулса тӑнӑ. Хӑйӗн ӑслӑлӑх интересӗсемшӗн каярахпа «Dr. Rendezvousӑ» («Рандеву Врач») ят илнӗ[8][13].

Астронавтсен отрядне кӗнӗ тӗле пилотласа тӑракан космос вӗҫевӗсен центрӗ (халӗ Джонсон ячĕллĕ Космос центрӗ теҫҫӗ) ҫумӗнчи ВВС вырӑнти уйрӑмӗнче «Джемини» карапĕсем вӗҫнӗ вӑхӑтра АПШ Хӳтӗлев министерствин эксперименчӗсене ирттерессишӗн явапли пулма йышăннă.

Карьера в НАСА[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1963 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Олдрин НАСА астронавчӗсен виҫҫӗмӗш ушкӑнне кӗнӗ. Ытти летчиксем ăна пилот пек мар, ученӑй пек хакланӑ, çавăнпа та ӗҫтешӗсем ӑна экипажа тăратма пултарасса шанман. Базз решенисем мĕнле йышӑннине кура ун пирки НАСА руководителĕсем хушшинче «начар репутаци» пулнине çирĕплетнĕ Сернан: «Вӑл чаплӑ специалист пулнӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр япалана йышӑнма пултарайман, вӑл пурне те улӑштарасшӑн пулнӑ».

«Джемини-5» карапсем вӗҫнӗ чухне экипажпа («капк») ҫыхӑнтаракан оператор пулса ӗҫленӗ.

1966 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Эллиотта Си тата Чарльз Бассетт ертсе пынă «Джемини-9» тӗп экипаж синкерлӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн Олдрин экипажӗ «Джемини-9А» (Томас Стаффорд тата Юджин Сернан) экипажĕшĕн дубляци экипажĕ пулса тӑрать, çавна май «Джемини-12» экипажшăн тĕп экипаж пулать.

«Джемини-9А» мисси вӑхӑтӗнче экипажӑн ATDA обтекателӗн ывӑтман кӗпҫисене пула йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Олдрин Сернана уҫӑ космоса тухса (унччен уҫӑ космоса 1965 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Джемини-4»-па Эд Уайт çеç тухнă пулнӑ, Сернан тухассине ATDA задачисене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн тепӗр пунктпа çеç палӑртса хунӑ пулнă) борт наборӗнчи хирурги хаччисене усă курса шĕвĕр хĕрĕллĕ ҫаврӑнакан обтекатель хупписене тытса тăракан кăшăла касса татмалли пирки хăйĕн импровизациленӗ шухӑшне пĕлтернĕ. Астронавтӑн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен ҫак сӗнӳ программӑн аслӑ ертӳисене сехӗрлентернӗ, тата Олдрин карьеришĕн сиенлĕ пулма пултарнă — Дик Слейтон каланă тăрăх, вӑл Боб Гилрута аран-аран Олдрин валли «Джемини-12» экипажра вырӑн хӑварма ӳкӗте кӗртрӗ.

Олдрина лартасси пирки Слейтон юлашки самантчченех иккӗленнӗ. ВВС AMU установкине тӗрӗслесе пӑхма хушнӑран, вӑл Базза унӑн «Джемини-12» çинчи "Джемини-9А"вӗҫевре ҫак установкӑпа унччен усӑ курнӑ, анчах та сӑнаса пĕтерме пултарайман Юджин Сернан дублёрӗпе улӑштарма шутланӑ. Юлашкинчен AMU тӗрӗслевне пӑрахӑҫланӑ та Олдрина вырӑнĕнчех хăварнă. Мисси йышӗ пирки йышӑнӑва 1966 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

1966 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Олдрин космоса пӗрремӗш хут «Джемини-12» карапӑн пилочĕ пулса вĕçнĕ (карап командирӗ пулма каярахпа «Аполлона-13» командирӗ пулнӑ Джеймс Ловелла лартнă). Ку вӑл «Джемини» сериллĕ карапăн юлашки вӗҫевӗ пулнӑ, хăй вӑхӑтӗнче вӑл Ҫӗр тавра 59 ҫаврӑм тунӑ.

Вӗҫевӗн тӗп тӗллевӗ «Аджена-XII» мишеньпе ҫывӑхланса çыхăнасси, ӑна орбитӑна 555,6 км ҫӳллӗш хӑпартасси тата уҫӑ космоса тухасси пулнă. Иккӗмӗшле задачӑсен шутне 14 тӗрлӗ эксперимент, стыковочнӑй манёврсем туса хатӗрлесси тата автоматла анса ларасси кӗнӗ. Олдрин уҫӑ космоса виҫӗ хутчен ӑнӑҫлӑ тухнӑ, вӗсенче тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхарассине çивĕлетнĕ — космосра элементарлă япаласене те пулин тума май пуррипе ҫуккине ӑнланмалла пулнӑ. Космоса тухсан, Базз, унччен тухса кĕнĕ чухне хатӗрлесе хăварнă пускӑчсемпе, карлӑксемпе тата перилăсемпе усӑ курса, кабельсене касма, болтсене пӗтӗрме, йӑлмака ҫекӗл ҫине ҫакма, вӗренӳ панелӗ ҫине ҫирӗплетнӗ япаласене хывма хӑтланса пӑхнӑ тата ытти те. Пĕррехинче тухсан «Аджены» корпус пçумне трос пӗрлештернӗ, унпа усӑ курса «Джемини-Аджена» ҫыххин гравитаци стабилизацине ирттернӗ. Олдрин пӗр вӗҫевре уҫӑ космоса виҫӗ хутчен тухнӑ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ; тухусен пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ 5 сехет те 30 минут пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗҫев астронавтсем уҫӑ космосра тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарнине кӑтартнӑ.

1967 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Олдрина РН «Сатурн-5» çинчи пӗрремӗш хут хута ямалла пулнӑ «Аполлон» программăпа вӗҫме виҫҫӗмӗш экипажа дублировать тума палӑртнӑ. Экипажсене ҫӗнӗрен йӗркеленӗ хыҫҫӑн «Аполлон-8» карапӑн команднӑй модулӗн пилот дублёрӗ пулнӑ. 1969 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна «Аполлон-11» карапӑн уйӑх модулӗн пилотне лартнӑ.

1969 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Гринвич вӑхӑчӗпе Эдвин «Базз» Олдрин Уйӑх ҫийӗпе пӗр километр уҫӑлса ҫӳресе тепӗр тӳпери ӳт ҫине ура ярса пуснӑ иккӗмӗш ҫын пулса тӑрать. Ку вӑл унăн сывлӑшсӑр уҫлӑха тӑваттӑмӗш хут тухни пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн унчченхи тӗнче рекордне çĕнетнĕ. «Аполлон-14» мисси вӗҫиччен Олдрин уҫӑ космоса тухнӑ сумлӑ вӑхӑтпа пĕрремĕш вырăн тытса пынă. Космоса тухса кĕрес шучӗпе пĕрремĕш вырăнта тата нумайрах, «Аполлон-15» мисси вĕçиччен, тытӑнса тӑнӑ. Нумай халапсем тӑрӑх, Олдрин яланах Уйăх ҫине пӗрремӗш пусасшӑн пулнӑ[14]. Нумайӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, чи малтанах ӑна пӗрремӗш утӑм тума сăмах та панă, анчах модульте астронавтсем вырнаҫнин схемине пула Нила Армстронг ҫинче чарӑнма тивнӗ — штатлӑ расписани тӑрӑх вӑл алӑк патнерех ларнӑ. Ҫак историри ытти вариантсем тӑрӑх, Армстронг ҫак тивӗҫе хӑйӗн калама ҫук сӑпайлӑхне пула илнӗ. НАСА Уйӑх ҫине пусакан пӗрремӗш ҫын граждан çынни пултӑр тесе тăрăшнă текен шухӑш та пур. Апла-и, капла-и, Олдрин хӑйӗн чапне илнӗ: Армстронг сӑмахӗсем ҫӳлте официаллӑ майпа янӑранӑ: «Хьюстон, база Лӑпкӑлӑх тинӗсӗнче. Ăмăрткайăк анса ларнă». Анчах та ҫакӑн умӗн Базз «Контакт лампи ҫуталчӗ … пулчĕ, двигатель сӳнчĕ» тенӗ[15].

Базз Олдрин — пресвитериан чиркӗвӗ майлăскер. Вӑл Уйăх çине ансан Ҫӗр ҫине ҫапла пӗлтернӗ: «Май пуррипе усӑ курса, мана илтекенсене пурне те юлашки сехетсенчи событисем ҫинчен шухӑшласа пӑхма тата кашни çынна хăйĕн валли чи юрӑхлă меслет суйласа тав тума ыйтасшӑн».

Ҫавӑн чухнех Олдрин, пресвитериан чиркӗвӗн старейшинин прависемпе усӑ курса, причастиллĕ кĕске харпăр богослужени туса илнĕ. Армстронг, ӗненмен пирки, сыпма (причасти тума) шутламан[16].

НАСА-ран кайни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Олдрин 1971 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче НАСА карьерине вӗҫленӗ. НАСА-ран тухса кайсан Олдрина Калифорнири Эдвардс ВВС базинче АПШ ВВС вӗҫевҫӗ-тӗрӗслевҫисен шкулӗн ертӳҫи пулма ҫирӗплетнӗ. 1972 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, 21 ҫул хушши ВВС хӗсметӗнче тӑнӑ хыҫҫӑн, Олдрин отставкӑна тухнӑ. Вӗҫме хатӗрленнӗ тата Уйӑх ҫине аннӑ фактпа кисренсе ӳкни Олдрина япӑх витӗм кӳнӗ. Уйӑх ҫине вӗҫес тӗллеве çентерме пултаракан урӑх тĕллев тупанайман. Унӑн депресси пуҫланнӑ, вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӗҫме пуҫланӑ[6]. Ҫавна пула унӑн Сан-Антонио госпитальне сипленме выртма тивнӗ. Унӑн 1973 тата 2009 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ «Ҫӗр ҫине таврӑнни» тата «Чаплӑ тулӑх» автобиографиллӗ кӗнекисем вӑл НАСА-ран тухса кайнӑ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенче клиника депрессийӗпе тата алкоголизмпа кӗрешни ҫинчен каласа параҫҫӗ. 1987 ҫулта виҫҫӗмӗш хут Лойс Кэннона качча илсен, Базз Олдрин пурнӑҫӗ самаях улшӑннӑ.

Отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн Олдрин космос программипе интересленме пӑрахман, дебатсене хутшӑннӑ, космоса алла илессине пропагандӑлас енӗпе ӗҫленӗ. 1972 ҫулта Research and Engineering Consultants Inc консалтинг компанине никӗсленӗ, унта президент вырӑнне йышӑннӑ[17]. 1985 ҫулта Базз Олдрин Ҫурҫӗр Дакота Университечӗ ҫумӗнчи аэрокосмос ӑслӑлӑхӗн центрӗн профессорӗ пулса тӑрать[17]. 1996 ҫулта Лагуна-Бич хулинче Starcraft Enterprise компанине никӗсленӗ, ӑна президент вырӑнӗнче ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Space Adventures компанин директорсен канашне кӗнӗ. 2008 ҫулта Олдрин хальхи вӑхӑтри наука фантастикин авторӗсене космоса тимлӗх уйӑрма пӑрахнӑшӑн критикленӗ[18].

Cycler карапӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1985 ҫулта Олдрин НАСА-на Ҫӗрпе Марс хушшинче ҫӳрекен "орбитӑллӑ отельсем» проект сӗннӗ[19]. Ку проекта Cycler теҫҫӗ. Унӑн стратегилле тӗп тӗллевӗ — Марс ҫине тиевсемпе пӗрремӗш колонистсене коммерци тӗллевӗпе турттарасси — космос туризмне аталантарасси тата космос отелӗсене тӑвасси. Олдрин ушкӑнӗн проекчӗн стерженӗ — энергин иксӗлми ҫӑлкуҫӗ — космос ӗскерӗсен гравитаци вӑйӗсем, вӗсем, пӗр-пӗринпе хутшӑнса, космос «отелĕн» орбитине «туса лартма» пултараҫҫӗ. Шухӑш-тӗллевĕ космос транспорчӗ Ҫӗрӗн е Марсӑн гравитаци вӑйӗсен ӗҫ зонине лексен вӑл чарӑнса тӑмӗ — унӑн хӑвӑртлӑхӗ чакӗ, анчах анса ларма май пулмĕ тени çинче никĕсленет.

НАСА критики[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 ҫулта АПШ президенчӗ Джордж Буш Олдрина Америка аэрокосмос промышленноҫӗн аталанӑвӗн ҫулӗсене палӑртас енӗпе ӗҫлекен комисси членӗ туса хунӑ.

2003 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вара New York Times хаҫат Олдринăн НАСА-на критиклесе çырнă статйине пичетленӗ[20]. Унта вӑл НАСА космос программине малалла мĕнле аталантарасси пирки пӑшӑрханнине палӑртнӑ, ҫавӑн пекех НАСА ҫитес икӗ теҫетке ҫулта Уйӑх ҫине таврӑнасси, унтан Марс ҫине вӗҫесси пирки тĕллев лартмалли пирки пӗлтернӗ.

Кӗнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Олдрин Базз темиҫе кӗнеке авторӗ шутланать, вӗсен хушшинче: «Уйӑх ҫинчи пĕрремĕш çынсем» (First on the Moon, 1970), «Çĕр çине таврăнни» (Return to Earth, 1973), «Çер çинчен килнисем» (Men from Earth, 1989), «Тибетпа тĕл пулни» (Encounter with Tiber, 1996), «Таврăнни» (The Return, 2000), «Уйăх çине çитесси» (Reaching for the Moon, 2005) тата «Марс миссийӗ. Космоса алла илни ман куçпа» (Misisisisisibe on to Mars: My Vision for Space Exploration 2013).

«Радио Свобода»-н Нью-Йоркри тулашри тишкерӳҫи Марина Ефимова, астронавтсем «пӗрлехи сӑмах вучӗ ҫитменнипе аптраççĕ» тесе палӑртакан тахҫанхи шӳте хирӗҫлесе, Олдринăн шÿт тăвас туйӑмне палӑртнӑ. Олдринран вăл космосри пӗрремӗш американец мӗншӗн Алан Шепард астронавт пулнă тесе ыйтсан, лешĕ ăна çапла хуравланă[21]: «Пӗтӗмӗшпе илсен, упӑтене ярасшӑн пулнӑ, анчах та НАСА-на чӗрчунсен прависене хӳтӗлемелли çинчен çырнă пӗр купа ҫыру килнӗ, Шепарда хӳтӗлесе вара пӗр ҫыру та килмен. Çавăнпа вăл вĕçсе кайнă та».

Харпӑр пурнӑҫ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Олдрин тӑватă хут авланнă. Джоан Арчерпа пӗрремӗш хут мӑшӑрланса вăл виҫӗ ача ашшĕ пулса тăнă: Джеймс Майкл ывӑлӗ, Дженис Росс хĕрĕ тата Эндрю Джон ывӑлӗ. Беверлин ван Зайл ятлă иккӗмӗш арӑмӗпе Олдрин 12 ҫул пурӑннӑ. Хӑйӗн виҫҫӗмӗш арӑмне Лойс Дриггс Кэннона Ҫветтуй Валентин кунӗнче 1988 ҫулта качча илнĕ. Олдрин 2011 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче унăн адвокачĕ каланă тăрăх килӗштерейми хирӗҫӳсем" ҫине таянса Лос-Анджелесра авланма хут тăратнă[22].

2023 ҫулхи кăрлачăн 20-мӗшӗнче Базз Олдрин тӑваттӑмӗш хут авланнӑ. Астронавтӑн мӑшӑрӗ 63 ҫулти Анка Фаур пулса тӑнӑ, вӑл 2019 ҫултанпа Олдрин Buzz Aldrin Ventures LC харпӑрлӑхӗнче ӗҫлет. Туйччен вӑл компанин вице-президенчӗн должноҫне йышӑннӑ. Туй çинчен Олдрин хӑй Twitterĕче пӗлтернӗ[23].

Олдрин 144 № «Монтклер» (Нью-Джерси) ложинче масон пулма посвящени тухнă тата 1956 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче масон ӑстаҫи пулса тӑнӑ; каярах Сибрукра (Техас) 1417 № Clear Lake Lodge хутшӑннӑ. Хьюстонри Scottish Rite Valley пайташӗ[24]. 1971 ҫулта ӑна Нью-Йорк штачĕн Аслӑ ложепе наградăланă. Shriners пайташӗ шутланать[25]. Является членом Shriners[26]..

Каварлӑ тесе айӑплани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Барт Сибрел, кавар теорине пӑхӑнаканскер, 72 ҫулхи Базз Олдрина 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лешӗ чӑнах та Уйӑх ҫине анса ларнӑ тесе Библипе тупа тутарма хӑтланнă. Тупа тума килӗшмен хыҫҫӑн Сибрел 72 ҫулхи Олдрина питренех Уйӑх ҫинче нихӑҫан та пулман тесе айăпласа ăна «хӑравҫӑ тата суеҫӗ» тесе пĕтернĕ[27] (видео[28] инцидента). Ветеран ҫакна хирӗҫ ӑна янах шӑмминчен хук парса ответлерӗ. Беверли-Хиллз полиципе прокуратури Олдрина хирӗҫле айӑплава пӑрахӑҫланӑ[29], ӑна провоциленӗ тесе палăртнă.

Наградӑсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Базз Олдрин в Белом доме, 2004 год
Президент Барак Обама принимает экипаж «Аполлона-11» в Овальном кабинете по случаю 40-й годовщины посадки человека на Луну

Астронавтсен мухтавӗн залне кӗртнӗ.

Кунсӑр пуҫне Олдрина тӗнчери нумай ҫӗршывсен аслӑ патшалӑх наградисемпе чысланӑ.

Кинопроектсене хутшӑнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Олдрин ролӗнче тӗрлӗ фильмсенче ҫак актёрсем ӳкерӗннӗ:

  • Клифф Робертсон 1976 ҫулхи «Çĕр çине таврăнни» телефильмра. Олдрин рольпе ӗҫленӗ чухне Робертсона пулӑшнӑ.
  • Ларри Уильямс 1995 ҫулхи «Аполлон-13» фильмра
  • Ксандер Беркли 1996 ҫулхи «Аполлон-11» телекурав документаллă драмăра.
  • Брайан Крэнстон 1998 çулта «Çĕр çинчен Уйăх çине» мини-сериалта тата 2005 çулта Magnificent Desolation: Walking on the Moon 3D документаллă фильмра.
  • Джеймс Марстерс 2009 ҫулхи «Теллев — Уйăх» телефильмра.
  • Кори Такер 2011 ҫулхи «Трансформеры 3: Уйăхăн тĕттĕм енĕ» фильмра.
  • Кори Столл 2018 çулхи «Уйăх çинчи çын» фильмра.

«Теттесен историйĕ» франшиза персонажӗ Базз Лайтер ятне Олдрина чысласа панӑ.

Олдрин Базз Mass Effect 3 эпилогӗнче Шепард (а) историне каласа паракан калавҫа янӑратать.

Ăнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Buzz Aldrin // Internet Speculative Fiction Database (англ.) — 1995.
  3. ^ Artists + Artworks (англ.)
  4. ^ https://twitter.com/TheRealBuzz/status/1616600085441159168
  5. ^ https://www.cnn.com/2023/01/21/us/buzz-aldrin-93rd-birthday-wedding-trnd
  6. ^ 1, 2, 3 Edwin Eugene «Buzz» Aldrin, Jr. , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи копийӗ // Astronaut.ru
  7. ^ Deborah Solomon. The Man on the Moon. Interview. Questions for Buzz Aldrin (англ.). // The New York Times (21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 19 Авӑн уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 27 Утӑ уйӑхӗн 2020 ҫул.
  8. ^ 1, 2 Biography – A Life of Service and Accomplishment (англ.). Buzz Aldrin Ventures, LLC. Пӑхнӑ кун: 19 Авӑн уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 27 Авӑн уйӑхӗн 2019 ҫул.
  9. ^ Brigitte Wambsganß. Buzz Aldrin: Mond-Mann mit Trupbacher Wurzeln // Der Westen, 17.07.2009.(ним.) , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи копийӗ.
  10. ^ James R Hansen. First man: the life of Neil A. Armstrong. — Simon & Schuster, 2006. — ISBN 978-0-7432-5751-0. , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи копийӗ
  11. ^ 20 January 1930
  12. ^ Life Magazine June 8, 1953.p.29 , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи копийӗ.
  13. ^ Biographies Excellence in Aviation Awards recipients 2011. Пӑхнӑ кун: 19 Авӑн уйӑхӗн 2011. оригиналтан архивланӑ 16 Ҫу уйӑхӗн 2012 ҫул.
  14. ^ Apollo Expeditions to the Moon, chapter 8, p. 7.
  15. ^ Eric M. Jones. Apollo 11 Lunar Surface Journal (англ.). nasa.gov. Пӑхнӑ кун: 19 Раштав уйӑхӗн 2014. Архивланӑ 16 Юпа уйӑхӗн 2009 ҫул.
  16. ^ David Waters. First Communion on the Moon (англ.)(недоступная ссылка — история). // The Washington Post (20 Утӑ уйӑхӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 22 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 30 Ҫу уйӑхӗн 2012 ҫул.
  17. ^ 1, 2 http://www.vbega.ru/book/e3e390ed.html , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи копийӗ.
  18. ^ Во всем виновата НФ? Пӑхнӑ кун: 27 Ака уйӑхӗн 2010. оригиналтан архивланӑ 18 Авӑн уйӑхӗн 2010 ҫул.
  19. ^ Астронавтов огорчает, что на Марсе нет ни одной приличной гостиницы( ӗҫлемен каҫӑ).// membrana.ru
  20. ^ Aldrin, Buzz (2003-12-05).Fly Me To L1 , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи копийӗ.// The New York Times.
  21. ^ Марина Ефимова. Книжное обозрение Марины Ефимовой. «Радио Свобода» (21 Утӑ уйӑхӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 19 Авӑн уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 24 Авӑн уйӑхӗн 2019 ҫул.
  22. ^ Roberts, Roxanne and Argetsinger «Love, etc.: Buzz Aldrin divorces; Hugh Hefner gets revenge on ex» (June 16, 2011) The Washington Post.
  23. ^ https://twitter.com/intent/follow (выр.). Twitter. Пӑхнӑ кун: 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2023.
  24. ^ Famous Masons II: Dreamers and Doers
  25. ^ Морамарко М. Масонство в прошлом и настоящем БИОГРАФИИ МАСОНОВ — Электронная Библиотека истории масонства.
  26. ^ Famous Shriners , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.)
  27. ^ Schwartz, John (2009-07-13).Vocal Minority Insists It Was All Smoke and Mirrors , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи копийӗ.// New York Times.
  28. ^ Buzz Aldrin punches Bart Sibrel after being harassed by him (англ.). Пӑхнӑ кун: 13 Чӳк уйӑхӗн 2017. OROlF8zB9z0 Архивланӑ 14 Юпа уйӑхӗн 2017 ҫул.
  29. ^ Ex-astronaut escapes assault charge. Пӑхнӑ кун: 17 Чӳк уйӑхӗн 2017. Архивланӑ 19 Чӳк уйӑхӗн 2017 ҫул.
  30. ^ Space Foundation Survey Reveals Broad Range of Space Heroes (англ.)(недоступная ссылка — история). Пӑхнӑ кун: 26 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 15 Ҫурла уйӑхӗн 2012 ҫул.
  31. ^ 宇宙兄弟 (яп.). AllCinema. Stingray. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫу уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 24 Юпа уйӑхӗн 2012 ҫул.
  32. ^ Here's how Sacha Baron Cohen fools celebrities into embarrassing interviews, starting with 'Da Ali G Show' (2018-07-13). Тĕрĕсленĕ 16 Пуш уйӑхӗн 2021.
  33. ^ Carlson, Daniel. NBC's Thursday Night: I Walked On Your Face! (2010-05-07). Тĕрĕсленĕ 16 Пуш уйӑхӗн 2021.