Джон Янг

Джон Уоттс Янг (акăл. John Watts Young; 1930 çулхи авӑн уйăхĕн 24-мĕшĕ, АПШ-ри Калифорни штатĕнчи Сан-Франциско хули — 2018 çулхи кӑрлач уйăхĕн 5-мĕшĕ, АПШ-ри Техас штатĕнчи Хьюстон хули) — АПШ астронавчӗ. АПШ ТҪФ 1 рангри отставкӑри капитанĕ.

Джон Янг — «астронавтвсен иккӗмӗш ушкӑнĕн» пайташӗ тата вӗсенчен малтан «Джемини-3» иккӗмӗш пилочĕ пулса космоса пӗрремӗш вĕçекенĕ. Иккӗмӗш вӗҫеве вӑл «Джемини-10» командирĕ пулса пурнăçланă. Джон Янг Уйӑх тавра орбитӑна тухнӑ астронавтсен иккӗмӗш тройкинче пулнӑ. Вӑл Уйӑх патне икӗ хут вӗҫсе аннӑ виҫӗ ҫынран иккӗмӗш, анчах иккӗмӗш хут вӗҫнӗ чухне Уйӑх ҫине ӑнӑҫлӑ анса ларнисенчен икĕ çынран пӗрремӗшӗ (Джеймс Ловелл «Аполлона-13» аварине пула анса ларайман). Джон Янг — Уйӑх ҫине пуснӑ тӑххӑрмӗш астронавт, ун ҫийӗпе уйӑх автомобильне илсе ҫӳрекен виҫӗ ҫынран пӗри. Вӑл STS-1 «Спейс Шаттллс» карапӑн пӗрремӗш командирӗ. Янг — пиллӗкмӗш (1981) тата улттӑмӗш (1983) космос вӗҫевне тунӑ пӗрремӗш ҫын. Улттӑмӗш вӗҫевре вӑл ултӑ ҫынран тӑракан STS-9 тӗнчери пӗрремӗш экипажа ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех вӑл тӑватӑ тӗрлӗ йышши космос аппарачӗсене — «Джемини», «Аполлон-10» команднӑй модуле, «Аполлон-16» уйӑх модулӗ тата «Спейс Шаттла» — тытса тӑракан пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ. Ҫак рекорда хальхи вӑхӑтра космос карапӗсен тӗсӗсем ҫав тери хӑвӑрт улшӑнманнипе çĕнтерсе иртсе кайма ҫукпа пĕрех пулӗ[çăлкуç?]. Ҫак фактсем пурте Джон Янга историри чи ҫутӑ та нумай енлӗ космос карьерипе палăртаççĕ[8]. Унсӑр пуҫне вӑл пуринчен те ытларах — 42 ҫул — НАСА хӗсметĕнче тӑнӑ.

undefined

Вӗренӳ тата ҫар хӗсмечӗ

Джон Янг Флорида штатĕчи Орландо хулинче шкултан вӗренсе тухнӑ. 1952 ҫулта вӑл Джорджи ячĕллĕ Технологи институтне вӗренсе тухнӑ та самолёт тӑвас ĕçе вĕренсе бакалавр степенне илнӗ. АПШ Тинӗс-ҫар вӑйӗсенче эсминец ҫинче вут-ҫулӑм управленийӗн пункчӗн офицерӗ пулса ҫулталӑк хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл Пенсаколӑри ВМС авиаци командованийӗн авиастанцийӗнче вӗҫме, палуба вертолётне тытса пыма вӗреннӗ. 1954 çулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Янг Корпус-Кристи авиастанцинче пӗлӗвне ӳстернӗ, 1955 çулхи кӑрлач уйӑхӗнчен 103-мӗш истребитель эскадрильинче палуба истребителӗсен пилочӗ пулса ӗҫленӗ.

1959 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пэтьюксент-Ривер авиастанцинчи вӗҫевҫӗ-испытательсен шкулне вӗренме яраҫҫӗ, вара кайранхи виҫӗ ҫул хушшинче АПШ-ри ВМС-ăн вĕçев-хатĕрленÿ центрĕче ӗҫленӗ.McDonnell Douglas F-4 Phantom II ҫӗнӗ истребителе тӗрӗсленӗ май, 1962 ҫулхи нарӑс-ака уйӑхӗсенче Янг ФАИ ҫирӗплетнӗ ҫӳллӗш набор хӑвӑртлӑхӗпе икӗ тӗнче рекорчӗ лартнӑ[9].

Астронавт

1962 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Джон Янга АПШ астронавчӗсен иккӗмӗш ушкӑнне суйласа илнӗ.

undefined

«Джемини»

Пӗрремӗш космос вӗҫевне Джон Янг 1965 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче «Джемини-3» космос карапӗпе Вирджил Гриссомпа пӗрле пурнăçланă. Ку вӑл «Джемини» программӑпа пурнăçланă американ икӗ вырӑнлӑ карапӗн пӗрремӗш вӗҫевӗ пулнӑ. Ҫӗр ҫине таврӑннӑ чухне астронавтсем ырӑ мар сюрприз кӗтнӗ: карап траекторирен пӑрӑннӑ та расчёт тунинчен 84 километр аяккарах шыва анса ларнă. Тинӗс лӑпкӑ пулман, вӗсене тепӗр ҫур сехетрен тин тупнӑ. Вӗҫес умӗнхи хатӗрленӗве пӑхмасӑр астронавтсене тинӗс чирӗ мӗнне хӑйсем ҫинче тӗрӗслесе пăхмалăх çитнĕ.

Янг космос карапӗн борчӗ ҫине санкцилемен япала — тӑварланӑ какайпа тунă сэндвич— йăтса кĕнĕ пӗрремӗш астронавт пулса тӑрать. Кӑштах тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн астронавтсем ӑна ҫисе пӗтермен, йывӑрӑшсӑрлӑхри ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсенчен шикленсе аякка илсе хунă[10].

Иккӗмӗш вӗҫеве Янг 1966 ҫулхи утӑн 18-21-мӗшӗсенче Джемини-10 командирĕ пулса вӗҫнӗ. Вӗҫевре радиаци облученийĕн хăрушлăхĕсене хакланӑ (орбитӑн апогейӗ рекордлӑ 763 ҫм ҫитнӗ), пӗрремӗш хут «Джемини» программăра икӗ тӗрлӗ «Аджена» ракета-мишенпе çывăхланнă тата вӗсенчен пӗринпе сыпӑннӑ, Майкл Коллинз пилот уҫӑ космоса икӗ хутчен тухнӑ[11].

«Аполлон»

<div class="thumb tright" style="max-width: 100%; width: Йӑнăш çырни: Пĕлмен символ "[".px; ">

Джон Янг салютует флагу в прыжке

Виҫҫӗмӗш вӗҫев вӑхӑтӗнче, 1969 ҫулхи ҫу уйăхĕн 18-26-мӗшӗсенче, Янг «Аполлон-10» команда модулӗн пилочӗ пулнӑ. Ку вӑл «Аполлон» программӑпа Уйăх тавралли орбитӑна тухнă иккӗмӗш вӗҫев пулнă. Вӗҫевре Уйӑх ҫине анса лармалли генеральнӑй репетици ирттернӗ. Янг Уйӑх тавра пӗччен вӗҫекен пӗрремӗш ҫын пулса тӑнă. Вӑл «Аполлон-10» («Чарли Браун» чӗнекен) команднӑй модульре юлнӑ, Томас Стаффордпа Юджин Сернан вара Уйӑх модулӗнче («Снупи» чӗнекен) Уйӑх ҫийӗнчен 14 километр ҫӳллӗшне ҫитсе анса лармалли маневрсем туса ирттернĕ. Ҫӗр ҫине таврӑннă чухне экипаж хӑвӑртлӑх рекорчĕ лартнă. Атмосферӑн ҫӑтӑ сийӗсене кӗрес умӗн команда модулӗн хӑвӑртлӑхӗ 39 897 км/ч ҫитнӗ[12]. Янга ҫак вӗҫевшӗн 1969 ҫулта НАСА «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медалӗпе чысланӑ.

Тӑваттӑмӗш вӗҫевре, 1972 ҫулхи акан 16-27-мӗшӗсенче, Джон Янг «Аполлон-16» карапӑн экипажӗн командирӗ пулнӑ. Ку вӑл «Аполлон» программӑпа Уйӑх ҫине аннӑ пиллӗкмӗш экспедици пулнă. 1972 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче Джон Янг Уйӑх ҫине анса ларнă (ҫак вӗҫевшӗн Янг иккӗмӗш «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль илнӗ). Вӑл Уйӑх патне икӗ хут вӗҫекен виҫӗ ҫынран иккӗмӗш (Ловелл хыҫҫӑн) ҫын пулса тӑнӑ, анчах та иккĕмĕш вӗҫевре ун ҫине ӑнӑҫлӑ анса ларакансенчен пĕрремĕшĕ.

«Спейс Шаттл»

undefined

1981 ҫулхи акан 12-14-мӗшӗсенче «Спейс Шаттл» программӑпа STS-1 пӗрремӗш вӗҫевӗ иртнӗ. Джон Янг «Колумбия» чатлăн командирӗ пулнӑ. Ку Джон Янгӑн космоса пиллӗкмӗш хут вӗҫни пулнă. Ҫапла вара Янг космоса пилӗк хутчен вӗҫнӗ пӗрремӗш астронавт пулса тӑнӑ. Унсăр пуçне, ку «шаттлăн» пилотласа вӗҫни пулнă. Тӗнчери космонавтика кун-ҫулӗнче ҫӗнӗ йышши карапӑн пилотсӑр вӗҫевӗсем пӗрре те пулманран вӗҫев самаях хăрушлăхлă пулнӑ. Ҫак миссишӗн Янга АПШ конгресӗн Космос медалӗпе — астронавт илме пултаракан чи пысӑк наградӑпа — чысланнӑ. Ҫак вӗҫеври унӑн партнёрӗ Роберт Криппен ҫакӑн пек наградăна 2006 ҫулта вĕçевĕн 25 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑна илнӗ.

1983 ҫулхи чÿк уйăхĕн 28-мӗшӗраштавӑн 8-мӗшӗнче Джон Янгӑн космоса (STS-9) «Колумби» чатл командирӗ пулса улттӑмӗш тата юлашки вӗҫевӗ иртнӗ.


Экипаж шутӗнче ФРГ-ри пӗрремӗш астронавт, АПШ космос карапӗ ҫинчи пӗрремӗш ют ҫӗршыв астронавчӗ — Ульф Мербольд — пулнӑ. Джон Янг космоса ултӑ хут вӗҫекен пӗрремӗш астронавт пулса тӑнӑ. Ҫитменнине тата вӑл 6 ҫынран тӑракан экипажа ертсе пыракан тӗнчери пӗрремӗш çын пулнă .

Ҫиччӗмӗш вӗҫеве хатӗрленнӗ, вӑл ертсе пынипе STS-61-J экспедицинче «Атлантис» чатлăн 1986 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшне палăртнă вĕçевре «Хаббл» космос телескопне орбитӑна ҫитермелле пулнӑ. Анчах та 1986 çулхи кӑрлач уйӑхӗнчи «Челленджер» катастрофи пӗтӗм плансене чӗрсе хунă, «Чатлсен» вӗҫевӗсене темиҫе ҫуллӑха чарса лартнӑ, телескоп орбитӑна 1990 кӑна лекнӗ, Янг хӑй космоса урӑх вӗҫмен. Тен, сӑлтавӗ — катастрофа пирки НАСА ертӳлӗхне Янг хивре критиклени.

1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1987 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Джон Янг НАСА астронавтсен бюровӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 1987 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1996 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен — НАСА Джонсон ячĕллĕ Космос центрӗн директорӗн пулӑшуҫи. 1996 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Джон Янг Джонсон ячĕллĕ Космос центрӗнче техника директорӗ пулса тӑрать. Джонсона. 2004 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, НАСА 42 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн, Джон Янг пенсие тухнӑ.

Пӗтӗмӗшле Джон Янг тӗрлӗ вӗҫев аппарачӗсемпе 15 100 сехет ытла вӗҫнӗ.

Ҫитӗнӳсем

Джон Янгӑн космос вӗҫевӗсем
Хута янă кун КК Функции Вӑрӑмăшĕ
1 1965 çулхи пуш, 23 «Джемини-3» Иккĕмĕш пилот 4 сехет те 53 минут
2 1966 çулхи утӑ, 18 «Джемини-10» Командир 70сехет те 47 минут
3 1969 çулхи çу, 18 «Аполлон-10» Команднăй модуль пилочĕ 192 сехет те 3 минут
4 1972 çулхи ака, 16 «Аполлон-16» Командир 265 сехет те 51 минут
5 1981 çулхи ака, 12 «Колумбия», STS-1 Командир 54 сехет те 21 минут
6 1983 çулхи чÿк, 28 «Колумбия», STS-9 Командир 247 сехет те 47 минут
космосри пĕтĕмĕшле вăхăт — 835 сехет те 42 минут
  • «Джемини» («Джемини-3») программӑпа пилотлă пӗрремӗш вӗҫев.
  • «Спейс Шаттл» «Колумбия» пилотлă пӗрремӗш вӗҫевĕсем. Пӗрремӗш чатлӑн командирӗ.
  • Уйӑх ҫине пуснӑ тӑххӑрмӗш астронавт.
  • Уйӑх патне икӗ хутчен вӗҫнӗ виҫӗ астронавтран иккӗмӗшӗ (Ловелл хыҫҫӑн), анчах иккĕмĕш вĕçевре Уйăх çине анса ларнă икĕ çынран пӗрремӗшӗ (Сернан умӗн) — «Аполлон-16».
  • Пилӗк космос вӗҫевӗ тунӑ пӗрремӗш ҫын.
  • Ултӑ космос вӗҫевӗ тунӑ пӗрремӗш ҫын. Вӗҫевсен шучӗпе икӗ рекорд тума май ҫук пулӗ, ҫитменнине тата унтан та ытларах — иртме май çук.
  • 4 тӗрлӗ караппа вӗҫнӗ пӗрремӗш тата юлашки ҫын. Рекорда халӗ ҫитме май çук[çăлкуç?].
  • Виҫӗ тӗрлӗ космос программинчи 4 экипаж командирĕ — Джемини, Аполлон тата икӗ хутчен — Шаттл. Унӑн ҫак рекордне хӑйӗн пилӗк вӗҫевӗнче те командир пулнӑ Владимир Джанибеков ҫеҫ иртсе кайма май килтернĕ.
  • Тӗнчери пӗрремӗш 6 çынлă Колумби STS-9 АПШ карапӗ ҫинче пӗрремӗш ют ҫӗршыв ҫынниллĕ экипаж командирӗ.
  • Ҫӗр тавра 251 хут .
  • Уйӑх тавра 59 (яхӑн) хут çаврăннă.
  • Уйӑх ҫинче 71 сехет те 2 мин пулнă.
  • Уҫӑ космосра (Уйӑх ҫине виҫҫӗ тухнă) 20 сехет те 14 мин пулнă.

Америка астронавчӗ Джерри Росс — Ҫӗр çинчи 7 космос вӗҫевӗ тунӑ икӗ ҫынран пӗри, хӑйӗн ҫиччӗмӗш вӗҫевӗ умӗн Янг — унӑн кумирӗ тесе пӗлтернӗ, хӑй каланӑ тӑрӑх, Янга иртекен никам та пулас çук:

«John Young is my hero. There is not anyone that will be able to surpass what John Young has been able to achieve.»

Янг хӑйӗн рекордне çентернине философилле йышӑнать. Пӗр интервьюра вӑл ҫапла каланӑ: ««Рекордсене çĕнетме шухăшласа кăларнă. Эпӗ Джеррипе питӗ мӑнаҫланатӑп. Вӑл ӗҫлеме пӗлет. (… ) Ҫынсем космоса эпир хӑнӑхнинчен тӑтӑшрах вӗҫме пуҫлани питӗ лайӑх».

Джон Янг 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Хьюстонра пневмони шала кайнипе вилнӗ.

Хисепӗсем

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Янг Джон // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ John W. Young // Encyclopædia Britannica (англ.)
  3. ^ http://www.collectspace.com/news/news-010618a-astronaut-john-young-obituary.html
  4. ^ https://www.lemonde.fr/disparitions/article/2018/01/06/l-astronaute-john-young-pionnier-des-sorties-dans-l-espace-est-mort_5238368_3382.html
  5. ^ https://www.jsc.nasa.gov/Bios/htmlbios/young.html
  6. ^ https://www.washingtonpost.com/local/obituaries/john-young-moon-walker-and-nasas-longest-serving-astronaut-dies-at-87/2018/01/06/5ef1d15c-f313-11e7-b390-a36dc3fa2842_story.html
  7. ^ Geni(паллӑ мар) — 2006.
  8. ^ Astronaut John W. Young — American & International Hero. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  9. ^ Young, John Watts-Text. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  10. ^ Gemini 3 and the first (contraband) corned beef sandwich in space 50 years ago (англ.). // CollectSpace (23 пушӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  11. ^ NASA Project Gemini-X (англ.). // Science.ksc.nasa.gov. — Веб-страница НАСА, посвящённая полёту «Джемини-10». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
  12. ^ John Young, ninth astronaut on moon, led first shuttle mission, dies (англ.). // CollectSpace (6 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем