Пӗтӗм тӗнчери биологиллӗ тӗрлӗлӗх кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери биологиллӗ тӗрлӗлӗх кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day for Biological Diversity, арап. اليوم الدولي للتنوع البيولوجي,исп. Día Internacional de la Diversidad Biológica, китай 生物多样性国际日, фр. Journée internationale de la diversité biologique) — ПНО йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи кун, ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
ПНО Тӗп Ассамблейи йӗркеленӗ (1994 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнчи A/RES/49/119 №-лӗ резолюци)[1], пӗрремӗш хут раштавӑн 29-мӗшӗнче палӑртнӑ, малашне ӑна ҫу уйӑхӗн 22-мӗшне куҫарнӑ[2].
Сӑнласа пани
Биологи тӗрлӗлӗхӗ — чӗрӗ организмсем тӗрлӗ енлӗ пулни: бактерисенчен пуҫласа экосистемӑсем(выр.)чăв. таранах[3]. Биотӗрлӗлӗх пӗтӗмӗшле баланс тытса тӑрать, пурӑнма мӗн кирлине пурне те (шыв, апат, ҫирӗп климат, экономика ӳсӗмӗ тата ытти те) тивӗҫтерет. Тӗслӗхрен:
- тӗнчери ВВП пысӑк пайне ҫутҫанталӑкри пурлӑх тӳррӗн тивӗҫтерет;
- нумай ҫыншӑн тинӗс — пурӑнмалли укҫа-тенкӗн ҫӑлкуҫӗ;
- этеме апат-ҫимӗҫпе ӳсентӑрансем 80 % ытла тивӗҫтереҫҫӗ;
- тип ҫӗрпе океан экосистемисем «углерод ҫӑтакансем» пек ӗҫлеҫҫӗ[4][5].
Биотӗрлӗлӗх пӗтни выҫлӑх патне ҫитерет, зоонозсене анлӑлатать, климата улӑштарать тата ытти сиен патне илсе ҫитерет[6].
Биологи тӗрлӗлӗхне ҫухатнин тӗп сӑлтавӗсем — ҫын хӑйӗн хуҫалӑхӗнче активлӑ ӗҫлени, ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе тӗрӗс мар усӑ курни[6][4], халӑх йышӗ ӳсни, туса илнӗ япаласемпе ытлашши усӑ курни, тавралӑха варалани[7].
Пӗтӗм тӗнчери биологи тӗрлӗлӗх кунӗн тӗллевӗ — общественноҫа фаунӑпа флорӑри ӳсентӑрансемпе чӗрчунсем ҫухалас тата вӗсен йышӗ чакнин ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗх уйӑрасси[8][9].
ЮНЕСКО тӗп директорӗ Одрэ Азуле(выр.)чăв. ҫапла каланӑ[10]:
Пирӗн таврари ҫутҫанталӑкпа тата ҫак планета ҫинче пирӗнпе пӗрле пурӑнакан чӗрчунсемпе хутшӑнусен модельне тӗпрен улӑштармалла, планлама пуҫламалла тата пуриншӗн те чӑн-чӑн пӗрлехи тӗнче йӗркелемелле.
Историйӗ
«Биологиллӗ тӗрлӗлӗх» термин 1970-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ[11]. Вун-вун ҫул иртсен унпа прикладной тата никӗслӗ биологинче анлӑ усӑ курма пуҫланӑ[12].
1992 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче Рио-де-Жанейрора биологи тӗрлӗлӗхӗ пирки Конвенци йышӑннӑ — биотӗрлӗлӗхе упраса хӑварас тӗллевлӗ тӗнче шайӗнчи право докуменчӗ[13]. 1993 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче конвенци вӑя кӗнӗ[2]. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне документа 196 патшалӑх ратификациленӗ[14].
Каярахпа конвенципе ҫыхӑнтарса ҫак документсене йышӑннӑ: Картахенӑри биохӑрушсӑрлӑх протоколӗ (2000), Генетика ресурсӗсемпе усӑ курасси тата вӗсемпе усӑ курнинчен ырлӑхпа тӗрӗс те тӗрӗс пайласси пирки калакан Нагоя протоколӗ (2010), Картахенӑри биохӑрушсӑрлӑх протоколӗпе ҫыхӑннӑ яваплӑхпа тӑкаксене саплаштармалли ҫинчен калакан Нагойӑпа Куала-Лумпур хушма протоколӗ (2010)[2].
1994 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи Пӗтӗм тӗнчери биологи тӗрлӗлӗхӗн кунне йӗркеленӗ, ӑна раштавӑн 29-мӗшӗнче (Биологи тӗрлӗлӗхӗ ҫинчен калакан конвенци вӑя кӗнӗ кун) паллӑ тума йышӑннӑ[1].
2000 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӗп ассамблея уява ҫу уйӑхӗн 22-мӗшне (конвенцие алӑ пуснӑ куна) куҫарма йышӑннӑ[15].
2015 ҫулта тӗнче лидерӗсем ҫирӗп аталану йӗркелеме 17 тӗллев (2030 ҫулчченхи тапхӑрччен ҫирӗп аталану енӗпе иртекен кун йӗркинче ҫырса кӑтартнӑ) йышӑннӑ, унти тӗллевсен йышӗнчен пӗринче биотӗрлӗлӗхе ҫухатас процеса чарса лартмаллине палӑртнӑ[16].
2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 196 патшалӑх биотӗрлӗлӗхе упраса хӑварас енӗпе Куньминпе Монрельти глобаллӑ рамкӑллӑ программӑна йышӑннӑ[4]. Документра ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсемпе ҫирӗп усӑ курма, биотӗрлӗлӗхе упрама, экосистемӑсене ҫӗнӗрен чӗртме пулӑшакан 23 тӗллев пур. Документа пурнӑҫа кӗртмешкӗн патшалӑхсен наци стратегийӗсем тата биотӗрлӗлӗхе упраса хӑварас тӗлӗшпе тумалли ӗҫсен планӗсене хатӗрлемелле[17].
Йӑласем
Ҫулсеренех пӗтӗм тӗнчери биологи тӗрлӗлӗх кунӗн темине палӑртаҫҫӗ. ПНО тӗп секретарӗ ҫак паллӑ кун ячӗпе ҫыру пичетлет.
Тӗнче шайӗнче ҫак кун тӗрлӗ мероприяти иртет: тавралӑха сыхласси пирки лекцисем, экологи уявӗсем, куравсем[18], шыв-шура тасатассипе, вӑрман тирпейлессипе ҫыхӑннӑ акцисем тата ытти те.
Ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери биологи тӗрлӗлӗх кунне халалланӑ ятарлӑ кӑларӑмсем пичетленсе тухаҫҫӗ.
Кунӑн темисем
- 2002 — «Вӑрман биотӗрлӗлӗхӗ»[19].
- 2003 — «Биотӗрлӗлӗх тата чухӑнлӑха пӗтересси — ҫирӗп аталанӑвӑн ыйтӑвӗсем»[2].
- 2004 — «Биотӗрлӗлӗх: апат-ҫимӗҫ, шыв тата сывлӑх — пуриншӗн те».
- 2005 — «Биотӗрлӗлӗх: пирӗн улшӑнакан тӗнчере пурнӑҫа страхласси».
- 2006 — «Типӗ ҫӗрсенчи биотӗрлӗлӗхе сыхласси»[2].
- 2007 — «Биотӗрлӗлӗх тата климат улшӑнӑвӗ».
- 2008 — «Биотӗрлӗлӗх тата ял хуҫалӑхӗ».
- 2009 — «Инвазивлӑ тӗссем».
- 2010 — «Аталанма тата чухӑнлӑха сирсе яма пулӑшакан биотӗрлӗлӗх»[2].
- 2011 — «Вӑрман биотӗрлӗлӗхӗ».
- 2012 — «Тинӗссен биотӗрлӗлӗхӗ».
- 2013 — «Шыв тата биотӗрлӗлӗх».
- 2014 — «Утравсен биотӗрлӗлӗхӗ».
- 2015 — «Ҫирӗп аталанӑва тивӗҫтерекен биотӗрлӗлӗх»[2].
- 2016 — «Биотӗрлӗлӗх тематикине актуализацилени, пурнӑҫ шайне тата ҫынсен тупӑш ҫӑлкуҫне тытса тӑма пулӑшасси»[8].
- 2017 — «Биотӗрлӗлӗх тата ҫирӗп туризм».
- 2018 — «Биотӗрлӗлӗхӗн тӗлӗшӗнчен 25 ҫул ӗҫленине паллӑ тӑвасси».
- 2019 — «Пирӗн биотӗрлӗлӗх, пирӗн апат-ҫимӗҫ, пирӗн сывлӑх»[7].
- 2020 — «Ҫутҫанталӑк валли пирӗн решенисем».
- 2021 — «Эпир #ForNature решенийӗн пайӗ».
- 2022 — «Пӗтӗм пурнӑҫӑн пӗрлехи пуласлӑхне хатӗрлесси»[2].
- 2023 — «Килӗшӳрен ӗҫе: биотӗрлӗлӗхе ҫӗнетесси».
- 2024 — «План пайӗ пулӑр».
- 2025 — «Ҫутҫанталӑкпа килӗшӳллӗ пурӑнасси тата ҫирӗп аталану».
Ҫыхӑннӑ кунсем
- Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ (пушӑн 3-мӗшӗ).
- Пӗтӗм тӗнчери вӑрмансен кунӗ (пушӑн 21-мӗшӗ).
- Пӗтӗм тӗнчери тропиксен кунӗ(выр.)чăв. (ҫӗртмен 29-мӗшӗ).
- Пӗтӗм тӗнчери тинӗс кунӗ (ҫирӗплетнӗ кун ҫук; авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ).
- Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун (юпан 4-мӗшӗ).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Document Viewer (выр.). docs.un.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 International Day for Biological Diversity - 22 May. www.cbd.int (7 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Биологическое разнообразие(паллӑ мар). www.who.int. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Что такое биоразнообразие и как его сохранить? ООН Женева. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ International Day for Biological Diversity | United Nations. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Еле живая природа. По всей планете вымирают животные и растения. Чем это грозит человечеству? (2023-01-06). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Зачем празднуют Международный день биологического разнообразия (2019-05-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международный день биологического разнообразия (2016-05-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Иван Обухов. Какой сегодня праздник: 22 мая – Международный день биологического разнообразия (2023-05-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Международный день биологического разнообразия. ЮНЕСКО. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Власова Е. А. Содержание понятия о биологическом разнообразии в профильном курсе биологии. Ярославский педагогический вестник (2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Биологическое разнообразие. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Конвенция о биологическом разнообразии (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ List of Parties. www.cbd.int. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 55/201. Конвенция о биологическом разнообразии. unisdr.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Международный день биологического разнообразия. ГКУ «Дирекция особо охраняемых природных территорий Санкт-Петербурга». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 22 мая: Международный день биологического разнообразия. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Всемирный День биологического разнообразия в ГДМ (2002-12-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ International Day for Biological Diversity - 22 May 2002. www.cbd.int (14 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Редникова Т. В. Значение конвенции CITES для охраны биологического разнообразия: полувековой опыт реализации положений // Международное право и международные организации. — 2023. — № 1.
