Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ (International Day of Education) — ҫулсерен палӑртакан уяв, ӑна кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Тӗп Ассамблейи ку уява вӗренӳ пӗлтерӗшне палӑртма тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе обществӑна аталантарас тӗллевпе 2018 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче йӗркеленӗ[1].
Историйӗ
Уява 2018 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчи Тӗп Ассамблейӑн резолюцийӗпе (A/RES/73/25) килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Проект пуҫарӑвне Брюссельте иртнӗ Вӗрентӳ ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ глобальлӗ конференцире Нигери делегацийӗ хатӗрленӗ, 58 патшалӑх ӑна ырланӑ[2].
Уява палӑртма суйланӑ кӑрлачӑн 24-мӗшне ахальтен илмен, шӑпах ҫак кун 1951 ҫулта ЮНЕСКОн вӗрентӳ, культура тата ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен профильлӗ комитета йӗркеленӗ пулнӑ[3].
Резолюцире вӗрентӳ ҫирӗп аталану йӗркелеме пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, ҫавӑн пекех вӗренӳ уйрӑм ҫын тухӑҫлӑхне пысӑклатса экономика ӳсӗмӗн хӑватне ӳстерме, ҫуклӑхпа выҫлӑха пӗтерме, сывлӑха пулӑшма пултарнине асӑннӑ.
Ҫавӑн пекех документра пуҫламӑш, вӑтам, профессиллӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан пур вӗренӳ заведенийӗ те инклюзивлӑ тата тӗрӗслӗхшӗн ҫунакансем пулмалла, ҫынсен вара, обществӑн ҫирӗп аталанӑвне тӳпе хывма пултармашкӑн, пурнӑҫ тӑршшӗпе вӗренмелли майсемпе усӑ курма майсем пулмалла[4].
Вӗренӳ правине Этем прависен пӗтӗмӗшле декларацийӗн 26-мӗш статйинче ҫирӗплетнӗ. Вӑл пурне те тӳлевсӗр пуҫламӑш пӗлӳпе тивӗҫтерме чӗнсе калать. 1989 ҫулта йышӑннӑ Ача прависем ҫинчен калакан конвенцире пурин валли те аслӑ пӗлӳ илме май туса парасси патшалӑхсен тивӗҫӗ пулни ҫинчен калакан положени пур.
Куна уявлассин тӗп мероприятисене ирттермелли тивӗҫе Тӗп Ассамблея Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен учрежденине (ЮНЕСКО) шанса парать.
Ҫавӑн пекех ҫак кун вӗрентӳ пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине кӑтартакан тата унпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парассине ӳстерме пулӑшакан тӗрлӗ мероприятисем, канашлусем, конференцисем, семинарсемпе ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ. Нумай ҫӗршывӑн вӗрентӳ енӗпе тухса тӑракан ҫивӗч ыйтусем ҫине (тӗслӗхрен, пӗлӳ илме майсем туса парас, вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерес, хатӗр-хӗтӗрсем енӗпе тивӗҫтерес тата дискриминацие пӗтерес тӗлӗшпе) те вӗсен вӑхӑтӗнче тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери вӗрентӳ кунӗ кашни ҫынна пӗлӳ мӗнле ҫӗнӗ ҫулсем уҫса пама пултарни ҫинчен, хӑвӑрт улшӑнакан тӗнчепе пӗр харӑс утма кирли ҫинчен аса илтерет[5].
Лозунгсем
- 2019 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунне этем тата тӗнче аталанӑвӗнче вӗрентӳ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртма халалланӑ. 2019 ҫулхи лозунг — «Тӗнчешӗн тата аталанушӑн вӗренни». Пахалӑхлӑ вӗрентӳ хутла пӗлменнине тата чухӑнлӑха пӗтерме, тивӗҫлӗ пурнӑҫ валли укҫаллӑ пулма пулӑшӗ.
- 2020 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗн тематикине вӗренни ҫынсемшӗн, планетӑшӑн, тулӑх пурнӑҫшӑн тата тӑнӑҫлӑхшӑн усӑллӑ пулнине халалланӑ. 2019 ҫулхи лозунг — «Ҫынсене, планетӑна, тулӑх пурнӑҫа тата тӑнӑҫлӑха усӑ паракан вӗренӳ». Тимлӗхре — вӗрентӳри комплекслӑ ыйтусене палӑртакан йывӑрлӑхсем, ҫынсен пурнӑҫ майӗсене анлӑлатма, пӗтӗмӗшле аталанӑва йӗркелеме, планетӑна упрама тата тӑнӑҫлӑха ҫирӗплетме пулӑшакан вӗренӳ меслечӗсем.
- 2021 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ тӗнчери пур кӗтесри вӗренӳ процесне витӗм кӳнӗ COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче иртнӗ. Шкулсене, университетсене тата ытти вӗренӳ заведенийӗсене хупни 190 ытла ҫӗршыври 1,6 млрд ҫынна пырса тивнӗ.
- 2022 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ «Курс улӑштаратпӑр, вӗренӗве трансформацилетпӗр» лозунгпа иртнӗ. Тӗллевӗ — юлашки икӗ ҫул вӗренӳри улшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳнине ӑнланасси, кашнине ҫырлахтарма пултаракан вӗренӳ йӗркелеме инновациллӗ мелсем шырасси.
- 2023 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ «Ҫынсемшӗн инвестицилесси, вӗрентӳ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрасси» девизпа иртнӗ.
- 2024 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ «Ҫирӗп тӑнӑҫлӑхшӑн вӗрентни» лозунгпа иртнӗ[1]. Тӗнчери хирӗҫӳсем ҫивӗчленни дискриминаци, расизм, ксенофоби евӗр пулӑмсем ӳссе пынипе палӑрать. Ҫакнашкал пусмӑрлӑх пур чикӗ тулашне те тухать: географи чиккинчен те, гендерпа, халӑхпа, тӗнпе, политикӑпа ҫыхӑннисенчен те[6].
- 2025 ҫула ЮНЕСКО искусствӑлла интеллектпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене халаллама йышӑннӑ, патшалӑх-пайташсене ҫак технологипе вӗрентӳре шайлашуллӑ усӑ курас тӗллевпе преподавательсемпе студентсене хатӗрлеме инвестици хывма чӗнсе каланӑ[7].
ЮНЕСКО даннӑйӗсем
Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ кунӗ Раҫҫейре
Раҫҫейӗн федераллӑ статистика служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫламӑш, тӗп тата вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан программӑсем тӑрӑх вӗрентӳ ӗҫне 40 000 ытла организаци тата 720 ытла аслӑ вӗренӳ заведенийӗ пурнӑҫлать. Бакалавриат, магистратура, специалитет, аспирантура (куҫӑн тата куҫӑмсӑр) тата ассистентура-стажировка программисемпе 650 ытла специальность пур. Унсӑр пуҫне профессиллӗ вӑтам тата аслӑ пӗлӳ илекен студентсем валли нумай ҫӑмӑллӑх пур. 2023 ҫулта Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви Раҫҫейри вузсем валли 600 пине яхӑн бюджет вырӑнӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 40 % — инженери енӗпе ӗҫлекен специальноҫсем валли[8]. Раҫҫей — ют ҫӗршыв ҫыннисене те хысна шучӗпе вӗренме май паракан йышлах мар ҫӗршывсенчен пӗри шутланать[9]. Енчен те 2019/2020 вӗренӳ ҫулӗнче унашкал квотӑпа 13 пин ытла ют ҫӗршыв гражданӗсене вӗрентнӗ пулсан, 2020/21 вӗренӳ ҫулӗнче 15 пине яхӑн ҫынна вӗрентнӗ, 2021/22 вӗренӳ ҫулӗнче вара квота хисепӗ 18 пинпе танлашать[10].
Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳпе 99 % ытла ҫынна тивӗҫтереҫҫӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртнӑ шкулчченхи вӗрентӳпе тивӗҫтерессин шайӗ 98 % танлашать. Ҫӗршывра пурнӑҫлакан «Вӗрентӳ» наци проектне виҫӗ тӗп тӗллеве пурнӑҫлама йӗркеленӗ: Раҫҫейри вӗрентӗвне тӗнче шайӗнче конкурентлӑ пулнине тивӗҫтересси, пӗтӗмӗшле пӗлӳ пахалӑхӗ енӗпе малта пыракан 10 тӗнчери ҫӗршыв шутне кӗресси, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, истори тата наципе культура йӑли-йӗркисем ҫинче никӗсленекен воспитани парса килӗшӳллӗ аталаннӑ тата социаллӑ яваплӑ ҫынсене ӳстересси[11].
Хушма информаци
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 International Day of Education (англ.). UNESCO. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Международный день образования 24 января. ООН. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Международный день образования 2024. Календ.онлайн. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 24 января - Международный день образования. grozny.tv (24 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ International Day of Education (англ.). Save the Children. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Международный день образования. РИА Новости (24 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ ЮНЕСКО посвятила Международный день образования 2025 года искусственному интеллекту. АЗЕРТАДЖ (22 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ В 2023 году в российских вузах 40% бюджетных мест выделено под инженерные специальности. Интерфакс (6 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 24 января – День образования и День эскимо. Вольская жизнь (24 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Международный день образования отмечают в России и мире. Русский мир (24 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Алёна Бурдина. Международный день образования: история и современные дни. Учительская газета (24 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.