Вӗрентекен кунӗ
Вӗрентекен кунӗ — шкулти вӗрентӗвӗн сферинче ӗҫлекенсен професси уявӗ.
Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра уявлани
Азербайджан,
Армени,
Бангладеш,
Аслă Британи,
Германи,
Казахстан[1],
Камерун,
Канада,
Катар,
Кувейт,
Литва,
Маврикий,
Мальдив,
Мьянма,
Нидерланд,
ПАЭ,
Пакистан,
РФ[2],
Румыни,
Ҫурҫӗр Македони,
Филиппин,
Эстони: Вӗрентекен кунне юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ЮНЕСКО палӑртнӑ Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекенсен кунӗпе пӗрле паллӑ тӑваҫҫӗ[3].
СССР,
Беларуҫ,
Кăркăсстан,
Латви,
Украина: Вӗрентекен кунне СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ 1965 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче кӑларнӑ Хушӑвӗпе йӗркеленӗ (1980 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче кӑларнӑ СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн «Уяв тата асӑну кунӗсем пирки» Хушӑвӗпе ӑна ҫирӗплетнӗ). Юпа уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Беларуҫре, Киргизире, Латвире тата Украинӑра ӗлӗкхи пекех юпан пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Алжир,
Египет,
Иордани,
Йемен,
Ливи,
Марокко,
Сауд Аравийĕ,
Тунис: Вӗрентекен кунӗ — 28 февраля[3].
Австрали: Вӗрентекен кунӗ — юпа уйӑхӗнчи юлашки эрнекунӗ[4].
Албани: Вӗрентекен кунӗ — пушӑн 7-мӗшӗ[3].
Аргентина: Вӗрентекен кунӗ (исп. Día del Maestro) — авӑнӑн 11-мӗшӗ, Доминго Сармьентона асра тытса[5].
Бразили: Вӗрентекен кунӗ (порт. Dia do Professor) — юпан 15-мӗшӗ.
Вьетнам: Вӗрентекен кунӗ — чӳкӗн 20-мӗшӗ[3].
Греци: Вӗрентекен кунӗ — кӑрлачӑн 30-мӗшӗ[3].
Инди: Вӗрентекен кунӗ — авӑнӑн 5-мӗшӗ[3][6].
Индонези: Вӗрентекен кунӗ — чӳкӗн 25-мӗшӗ[3].
Иран: Вӗрентекен кунӗ — ҫавӑн 2-мӗшӗ.
Испани: Вӗрентекен кунӗ — чӳкӗн 27-мӗшӗ[3].
КХР: Вӗрентекен кунӗ — авӑнӑн 10-мӗшӗ (1985 ҫултан)[7].
Китай Республики (Тайвань): Вӗрентекен кунӗ — авӑнӑн 28-мӗшӗ, Конфуци ҫак кун ҫуралнӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май уяв кунӗ те унпа пӗр кун килет.
Корей Республики: Вӗрентекен кунӗ — ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ[3].
Мексика: Вӗрентекен кунӗ — ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ[3].
Оман: Вӗрентекен кунӗ — нарӑсӑн 24-мӗшӗ[3].
Польша: Вӗрентекен кунӗ — юпан 14-мӗшӗ[3].
Сингапур: Вӗрентекен кунӗ — авӑн уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрнекунӗ[3].
Словаки: Вӗрентекен кунӗ — пушӑн 28-мӗшӗ[3].
АПШ: Наци шайӗнчи вӗрентекенӗн кунӗ — ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш тулли эрнери ытларикунӗ[3].
Таиланд: Вӗрентекен кунӗ — кӑрлачӑн 16-мӗшӗ[3].
: Вӗрентекен кунӗ — чӳкӗн 24-мӗшӗ[3].
Узбекистан: Вӗрентекенсемпе наставниксен кунӗ — юпан 1-мӗшӗ, кану кунӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Дату празднования Дня учителя изменили в Казахстане (выр.). Пресс-служба Правительства Республики Казахстан (10 пушӑн 2023).
- ^ Указ Президента РФ от 03.10.1994 № 1961 «О праздновании дня учителя». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17 What is Teachers’ Day and Why Do We Celebrate it? (англ.). Edarabia. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Australia Recognizes World Teachers' Day 2007 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Historia (исп.). jardindeinfantesdfs.com.ar. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
- ^ Сарвепалли Радхакришнан ҫуралнӑ кунӗ.
- ^ 教師節的由來 (кит.). Синьхуа (5 авӑнӑн 2008). Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.