Шкулчченхи вӗренӗвӗн ӗҫченӗсен кунӗ
Шкул умӗнхи вӗренӗвӗн мӗнпур ӗҫченӗн кунӗ — Раҫҫей Федерацийӗнчи професси уявӗ. Ҫак уява ҫулсерен авӑнӑн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв кун-ҫулӗ
Ӳкерчĕк:Детский сад.JPG
Северодвинск ача пахчинчи воспитатель ачасемпе пӗрле
«Воспитательпе шкул умӗнхи вӗренӗвӗн мӗнпур ӗҫченӗн кунне» Пӗтӗм Раҫҫейри педагогика кӑларӑмӗсен («Детский сад со всех сторон», «Дошкольное образование» хаҫатсем, «Обруч» журнал) пуҫарӑвӗпе 2004 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна ирттерессине шкул умӗнхи тӗп программӑсен чылай авторӗ, ача пахчисенче ӗҫлекен педагогсем тата нумай ашшӗ-амӑшӗ ырланӑ.
Ҫак уявӑн шухӑшӗ — обществӑна ача пахчи ҫине тата ачалӑхӑн шкул умӗнхи тапхӑрӗ ҫине пӗтӗмӗшле тимлӗх уйӑрма пулӑшасси.
Уяв общество, халӑх ыйтнипе, хӑй тӗллӗн йӗркеленнӗ. Анчах кӗҫех авӑнӑн 27-мӗшӗнчи уява Раҫҫей Федерацийӗн пур тӑрӑхӗнче те паллӑ тума пуҫланӑ. Халӗ вара «Воспитательпе шкул умӗнхи вӗренӗвӗн мӗнпур ӗҫченӗн кунне» уявласси официаллӑ шайра та иртет[1][2].
«Воспитательпе шкул умӗнхи вӗренӗвӗн мӗнпур ӗҫченӗн кунӗ» валли датӑна суйланӑ май Санкт-Петербургра пӗрремӗш ача пахчине уҫнӑ кунпа ҫыхӑнтарнӑ. Ӑна Васильевски утрав ҫинче Люгебиль профессорӑн арӑмӗ София Люгебиль 1863 ҫулхи кӗркунне уҫнӑ.
Интереслӗ фактсем
- Раҫҫейри пӗрремӗш ача пахчине Аделаида Симонович уҫни ҫинчен час-часах калаҫҫӗ. Ку чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмасть, А. Симонович чӑнах та XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи Раҫҫейри шкул умӗнхи вӗрентӗвӗн чи пысӑк ӗҫченӗ пулнӑ пулин те, хӑйӗн ача пахчине вӑл 1866 ҫулта кӑна уҫнӑ.
- София Люгебиль йӗркеленӗ ача пахчи хальхи Раҫҫей территоринче чӑнах та чи пӗрремӗш пулнӑ, анчах та Раҫҫей империне илес пулсан вӑл чи малтанхи мар: Раҫҫей империйӗнчи пӗрремӗш ача пахчине 1859 ҫулта Гельсингфорсра уҫнӑ[3].
- Воспитательпе шкул умӗнхи вӗренӗвӗн мӗнпур ӗҫченсен кунне пӗрремӗш хут уявличчен пӗр ҫул маларах, 2003 ҫулхи кӗркунне, Санкт-Петербургра хулари пӗрремӗш хут ача пахчи 140 ҫул тултарнине халалласа воспитатель кунне уявланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври пур тӑрӑха та уявлама сӗнсе ҫыру янӑ.
- 2008 ҫулта Мускаври социологи колледжӗ тата темиҫе хаҫат Раҫҫейӗн вунӑ регионӗнче социологи тӗпчевӗ ирттернӗ, — ача пахчисен воспитателӗсене ҫакӑн пек ыйту панӑ: «Шкул умӗнхи вӗрентӗвӗнче ӗҫлекенсем валли професси уявне календаре кӗртни кирлӗ тесе шутлатӑр-и?» Ҫакӑн пек уяв йӗркелессишӗн воспитательсен 81,6 % ырланӑ. Ҫав ыйтӑвах ытти професси ҫыннисене те панӑ, ытларахӑшӗ (66,7 %) унашкал професси уявӗ кирлех тесе пӗлтернӗ[4].
СССР арканнӑ хыҫҫӑн йӗркеленнӗ патшалӑхсенче
2012 ҫултанпа ҫакнашкал уява Украинӑра та паллӑ тӑваҫҫӗ, ӑна ҫавӑн пекех авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ, вӑл «Воспитательпе шкул умӗнхи вӗренӗвӗн мӗнпур ӗҫченӗн кунӗ» ятлӑ[5]<ref>День воспитателя и всех дошкольных работников. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.</ref.
Ӑнлантарусем
- ^ Письмо Министерства образования и науки Российской Федерации, 2008. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Поздравление министра образования и науки Российской Федерации Андрея Фурсенко с Днём воспитателя и работника дошкольного образования 27 сентября 2009 г. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Из истории дошкольного воспитания , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи акан 25-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ День работников дошкольного образования | Краснодарский НМЦ. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ На Украине отмечают День воспитателя и всех дошкольных работников. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.