Пӗлӳ кунӗ

Пӗлӳ кунӗ (выр. День знаний) — ҫулсерен авӑнӑн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан тата вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ Раҫҫейре тата Совет Союзне кӗнӗ хӑш-пӗр патшалӑхсенче патшалӑх уявӗ. Официаллӑ уяв тесе 1984 ҫулта СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1984 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнчи № 373-11 хушӑвӗпе йышӑннӑ[1].

Истори

Авӑнӑн 1-мӗшӗнчи уяв статусӗ авалхи календарьти йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ. Византире пирӗн эрӑри IV ӗмӗрте Никей соборӗ(выр.)чăв. йышӑннипе ҫӗнӗ ҫула авӑнӑн 1-мӗшӗнче паллӑ тума пуҫланӑ. Руҫре Висанти тӗслӗхӗпе пӗрремӗш ҫӗнӗ ҫула 1492 ҫулта ирттернӗ — авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ ҫак ҫула III Иван(выр.)чăв. аслӑ кнеҫӗн хушӑвӗпе палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑс ялӗсенче авӑнӑн 1-мӗшӗнче ялхуҫалӑх ӗҫӗсене вӗҫлесе куланай пухассипе ассоциациленнӗ, уява вара Семён кунӗ(выр.)чăв. тенӗ; ҫуртсемпе лапамсене йывӑҫсемпе, хӑюсемпе, шӑрҫасемпе илемлетнӗ[2].

I Петӗр патша чухне ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшне кӑрлачӑн 1-мӗшне куҫарнӑ, анчах вӗренӳ ҫулне кӗркунне пуҫлас йӑлана малалла тӑснӑ: климат ачасене ҫулла канма май панӑ, каникула кӗркунне тусан вара ытла та сивӗ пулнӑ пулӗччӗ[2]. 1804 ҫулта «университетсене пӑхӑнакан вӗренӳ заведенийӗсен уставӗпе» гимназисенчи занятисене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫламалла та утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫлемелле, «утӑ уйӑхӗ каникул пулмалла». Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейре 1930-мӗш ҫулсемччен вӗренӳ ҫулӗ пуҫланмалли пӗр вӑхӑт пулман: гимназисемпе халӑх училищисем ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа занятисем ирттерме тытӑннӑ, ялти шкулсем вара час-часах ачасене уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ йышӑннӑ[3]. 1930 ҫулта Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ 8—10 ҫулсенчи пур ачана та шкула кӗркунне йышӑнмаллине ҫирӗплетнӗ. Пӗрешкел куна СССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн(выр.)чăв. тата ВКП (б) Тӗп комитечӗн(выр.)чăв. 1935 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ, вӑл вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне авӑнӑн 1-мӗшӗнче пулмаллине ҫирӗп палӑртнӑ[4][5].

Вӗренӳ ҫулӗн пӗрлӗхлӗ кунне пӑхмасӑр, 1980-мӗш ҫулсен варричченех авӑнӑн 1-мӗшӗ ахаль кун кӑна пулнӑ. РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Фёдор Брюховецкий(выр.)чăв. ӑна уяв туса шкул ачисем валли савӑнӑҫлӑ мероприятисем йӗркелеме сӗннӗ. 1984 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ(выр.)чăв. «Уяв тата паллӑ кунсем ҫинчен» хушу кӑларса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшне пӗтӗм халӑх Пӗлӳ кунӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа СССР шкулӗсенче пуринче те савӑнӑҫлӑ линейкӑсем йӗркелеме пуҫланӑ, кунӑн пӗрремӗш ҫурринче вара тематика занятийӗсем тата вӗрентекенсемпе тӗлпулусем ирттернӗ. СССР аркансан йӑла сыхланса юлнӑ: авӑнӑн 1-мӗшӗ Раҫҫейре тата Совет Союзне кӗнӗ хӑш-пӗр патшалӑхсенче уяв тата пӗрремӗш вӗренӳ кунӗ пулса юлать[4][6].

Уявлани

Раҫҫейре

Пӗлӳ кунӗн тӗп йӑли-йӗрки — чаплӑ линейка(выр.)чăв.. Аванӑн 1-мӗшӗнче ирхине вӗренекенсем шкулсен картишӗсенче пуҫтарӑнаҫҫӗ; патшалӑх гимнӗ(выр.)чăв. янӑрать, ялав ҫӗклеҫҫӗ, директор тата вӗрентекенсем ачасене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе саламлаҫҫӗ. Вунпӗрмӗш класра вӗренекен каччӑ шӑнкӑрав шӑнкӑртаттаракан пӗрремӗш класра вӗренекене хулпуҫҫийӗ ҫинче лартса йӑтса пырать, ҫакӑ вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫламӑшне пӗлтерет. Линейкӑсенче ачасем сӑвӑсем вулаҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ, вӑрҫа хутшӑннисен палӑкӗсем патне чечексем хураҫҫӗ[3][7].

undefined

Линейка хыҫҫӑн класс ертӳҫипе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ, патриотизм(выр.)чăв., хӑрушсӑрлӑх тата мораль хаклӑхӗсем пирки калаҫусем ирттереҫҫӗ. 2022 ҫултанпа Раҫҫей шкулӗсенче кашни тунтикун уроксем умӗн «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» класс тулашӗнчи курс иртет; ҫакӑн пек уроксенчен пӗрремӗшне Пӗлӳ кунне халалланӑ[3].

Университетсенче савӑнӑҫлӑ линейкӑсем сайрарах иртеҫҫӗ; ун вырӑнне пӗрремӗш курсра вӗренекенсем валли студента халалланисем, преподавательсемпе паллашнисем тата паллаштару курсӗсем йӗркелеҫҫӗ[8].

Ытти ҫӗршывсенче

Японире вӗренӳ ҫулӗ ака уйӑхӗнче пуҫланса тепӗр ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӗҫленет; Кӑнтӑр Корейӑра(выр.)чăв. занятисем пуш уйӑхӗнче пуҫланаҫҫӗ. Францире ачасем авӑн уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче шкула каяҫҫӗ, анчах та хӑш кунне каймаллине ҫулсерен вӗрентӳ министерстви палӑртать. Германире вӗренӳ ҫулӗ федераци ҫӗрне кура ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн варриччен пуҫланать, АПШра вара пӗрешкел кун ҫук: вӗрентӳ округӗсем шкулсен алӑкӗсене утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таран уҫаҫҫӗ. Австралире ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче е нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗренме тытӑнаҫҫӗ[2][6].

Йӑласем

Пӗлӳ кунӗн улшӑнми символӗсем — шкул ранецӗ, шӑнкӑрав тата линейка. Хӗрачасем кӑпӑшка шурӑ бантсемпе кӗпесем тӑхӑнаҫҫӗ, арҫын ачасем — костюмсем. Пӗлӳ кунне час-часах «шурӑ бантсемпе астрӑсен уявӗ» теҫҫӗ — шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламласа вӗрентекенсене чечек парнелесси йӑлана кӗнӗ. 2014 ҫултанпа Раҫҫейре «Чечек вырӑнне ачасем»(выр.)чăв. акци сарӑлнӑ, маларах чечек ҫыххисем туянма усӑ курнӑ укҫа-тенке чирлӗ ачасемпе тӑлӑхсене пулӑшма куҫараҫҫӗ[7][9][10].

Патшалӑх, регионсен, хуласен, районсен тата тӗрлӗ организацисен ертӳҫисем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вӗрентекенсемпе вӗренекенсене Пӗлӳ кунӗ ячӗпе, ҫав шутра вӗренӳ заведенийӗсене ҫӳресе, саламлаҫҫӗ[11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ День знаний: история и традиции 1 сентября. РБК Life. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 День знаний 1 сентября. Театр Светлица. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 1 сентября, или День знаний: история и традиции праздника (2024-08-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 И снова 1 сентября — В России празднуют День знаний. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  5. ^ День знаний в России: история и традиции праздника - Ульяновск сегодня (2024-08-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 День знаний 1 сентября 2025: формат дня, история и традиции. Агроклассы. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Поздравления на 1 сентября - День знаний в стихах (выр.). vprazdnik.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  8. ^ 1 сентября в университете: как проходит, линейка для первокурсников(паллӑ мар). blog.fenix.help. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  9. ^ Дети вместо цветов 2025(паллӑ мар). dvc.fondvera.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  10. ^ Дети вместо цветов — Благотворительный фонд помощи хосписам «Вера»(паллӑ мар). Благотворительный фонд помощи хосписам «Вера». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  11. ^ Откуда пошла традиция праздновать День знаний 1 сентября?. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.