Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр
Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр (выр. Разговоры о важном) — Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче ирттерекен уроксем, вӗсен вӑхӑтӗнче ачасене ҫӗршывӑн историйӗпе, йӑли-йӗркипе тата культура еткерлӗхӗпе паллаштараҫҫӗ. Шкул программине 2022 ҫулта кӗртнӗ. Пӗрремӗш урока РФ президенчӗ Владимир Путин 2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Калининградра ирттернӗ. 2025 ҫултан асӑннӑ дисциплинӑра чи лайӑх вӗрентекенсемпе вӗрентӳ практикине палӑртма пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри «Разговоры о важном» (чӑв. «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр») преми йӗркеленӗ.
Историйӗ
Пурин валли те ирттермелли класс тулашӗнчи урока шкул программине кӗртесси ҫинчен 2022 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче «Знание» обществӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗ тӗлне Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви(выр.)чăв. вӗрентекенсем валли методика сӗнӗвӗсем хатӗрленӗ[1]. Ҫӗнӗ дисциплина валли вӗрентекенсен хатӗрлеме Раҫҫейре 700 площадка ӗҫленӗ[2].
«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» пӗрремӗш урока Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин 2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Калининграда ӗҫпе кайнӑ вӑхӑтра ирттернӗ. Уҫӑ урока итлеме Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан Калининграда пуҫтарӑннӑ ӑслӑлӑх, культура тата спорт енӗпе иртнӗ олимпиадӑсемпе конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чӗннӗ. Урока пӗр темӑна халалламан; хутшӑнакансем президента хӑйсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен каласа панӑ тата ӑҫлӑлӑх, истори, экологи тата ытти темӑсемпе ыйтусем панӑ. Урок стенограммине Раҫҫей Президенчӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ[3].
Пӗтӗм Раҫҫейри шкулсенче пӗрремӗш «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» урок вӗренӳ ҫулӗн пӗрремӗш тунтикунӗнче, авӑнӑн 5-мӗшӗнче иртрӗ. Урок теми Пӗлӳ кунӗ пулса тӑнӑ. Темӑсене вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленичченех кашни эрне валли малтанах палӑртса хунӑ, вӗсен хушшине историлле пулӑмсем, паллӑ ҫынсен биографийӗсем, Раҫҫей уявӗсем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем тата ыттисем кӗреҫҫӗ[4].
Уроксем валли материалсене Раҫҫей вӗрентӳ академийӗн вӗрентӳ аталанӑвӗн стратегиллӗ институт хатӗрленӗ[5]. Уроксен планӗсемпе темисене ӑслӑх ӗҫӗсене, педагогика литературине тата нормативпа право докуменчӗсене шута илсе палӑртнӑ[6]. Проекта пурнӑҫлас енӗпе ачалӑха, ҫемьене тата воспитание тӗпчекен институт(выр.)чăв. ӗҫлет.
2024 ҫултанпа «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» урока ача пахчисенче те ирттерме тытӑннӑ, ӑна 5 ҫултан аслӑрах ачасем валли каласа параҫҫӗ. Кунашкал сӗнӳпе аслӑ тата хатӗрленӳ ушкӑнӗсенче кӗҫӗн шкул ачисем валли методика енӗпе уроксем ирттерекен воспитательсем тухнӑ, унсӑр пуҫне ачасем сӗннӗ темӑсене кӑсӑкланса итленине палӑртнӑ[7]. Раҫҫейри ача пахчисенче урока чи малтан 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Вологдӑра кӗртнӗ[8].
2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви ҫӗршыври 22 регионта ача пахчине ҫӳрекен ачасем валли «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» программӑна хута ярса пӑхнӑ, ӑна тӗрӗсленӗ[9][10].
Урок тытӑмӗ
Занятисене эрнере пӗрре, тунтикун пӗрремӗш урок вырӑнне ирттерме сӗнеҫҫӗ. Урок 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекен ачасемшӗн обязательнӑй шутланать. Кашни урок Раҫҫей гимнӗнчен тата патшалӑх ялавне ҫӗкленинчен пуҫланать.
Кашни урок валли методика материалӗсем хатӗрленӗ. Вӗсем вӗренекен ачасен ӳсӗмне кура 5 категори ҫине пайланаҫҫӗ: 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2-мӗш класс валли, 3-мӗшрен пуҫласа 4-мӗш класс валли, 5-мӗшрен пуҫла 7-мӗш класс валли, 8-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗш класс валли, 10-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗш класс валли. Ҫавӑн пекех вӑтам професси пӗлӗвӗн колледжӗсем валли хатӗрленӗ материалсен категорийӗ те пур[11].
Кашни категорие сценари тата методика материалӗсем, видеороликсем, хӑтлав тата плакат (унпа урокра заставка пек усӑ курма пулать) кӗреҫҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли хушма материалсем те пӑхса хӑварнӑ. Шкул ачисем видео пӑхса интерактивлӑ задание пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн урока дискуссипе вӗҫлӗҫ тесе палӑртнӑ. Вӗрентекен урока сӗннӗ сценарипе тата материалсемпе усӑ курма пултарать е урӑх форматпа ертсе пырайрать[4].
Чылай тема валли вӗсенче экспертсем шутланакан федераци спикерӗсемпе видео ҫыраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Раҫҫей легендисем» темӑпа Госдума председателӗн ҫумӗ Пётр Толстой(выр.)чăв., волонтер кунӗ темипе — «Старость в радость» фонд никӗслевҫи Елизавета Олескина(выр.)чăв. тухса калаҫнӑ, «Раҫҫей — сывӑ ҫӗршыв» темӑпа — олимп чемпионӗ Максим Траньков(выр.)чăв.. Видеона диалог формипе хатӗрленӗ: спикерсем ачасен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ[4].
Уроксен материалӗсене «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» официаллӑ сайтра вырнаҫтараҫҫӗ. Пур материала та уҫласа илме май пур, ҫав шутра иртнӗ ҫулсенчи архивран та.
Преми
2025 ҫул тӗлне Раҫҫейре «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» урокӗн 105 заняти иртнӗ, вӗсене 20 миллион ытла ача итленӗ. Федераци спикерӗ пек 120 общество ӗҫченӗ тата федераци ведомствин ҫынни тухса калаҫнӑ. Вӗренӳ материалӗсене хатӗрлеме Раҫҫейри ертсе пыракан компанисем хутшӑннӑ: Раҫҫей чукун ҫулӗсем, Росатом, Сбербанк, Пӗрремӗш канал, Артек, Раҫҫейри ҫарпа истори обществи тата ыттисем те.
Проектӑн социаллӑ пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине шута илсе, ҫулсерен палӑртакан Пӗтӗм Раҫҫейри «Разговоры о важном» премине йӗркелеме йышӑннӑ. Премине тӑватӑ номинаципе пама йышӑннӑ:
- Ҫулталӑкри чи лайӑх интервью;
- Чи лайӑх видеоанонс ертӳҫи;
- Партнерсем хатӗрленӗ чи лайӑх заняти;
- «Пӗрремӗшсем. Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» сериалӑн чи лайӑх актёрӗ (серийӗ).
Педагогсем валли ятарлӑ «Сумлӑ калаҫу йӗркелесе» номинаци хатӗрленӗ. Конкурса автор хатӗрленӗ ӗҫсем, методика материалӗсем, урокра иртнӗ дискуссиллӗ видеосем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Жюри йышне Воспитани, ҫемье тата ачалӑх институчӗн ӗҫченӗсем, Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн ҫыннисем тата «Ҫынна ӳстересси» конкурс финалисчӗсем кӗреҫҫӗ[12].
Ӑнлантарусем
- ^ «Разговоры о важном» в школе: что это и какие темы обсуждаются (2024-01-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Кравцов: «Разговоры о важном» позволят интересно рассказать о ценностях и истории России (выр.). Минпросвещения России. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Открытый урок «Разговор о важном». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Разговоры о важном. Министерство просвещения Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Разговоры о важном. Методические рекомендации. Институт стратегии развития образования.
- ^ Классный час "Разговоры о важном" 2025-2026: что это такое, программа, темы уроков. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Путин поддержал идею проводить "Разговоры о важном" в детских садах (2024-10-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Власти Вологды первыми в стране ввели еженедельные «Разговоры о важном» в детсадах (2025-01-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ В детских садах с сентября появятся уроки о важном (2025-08-19). 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
- ^ Минпросвещения запустит программу «Разговоры о важном» в детских садах - Газета.Ru | Новости (2025-08-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ Разговоры о важном в колледже: как организовать внеурочные занятия для СПО (выр.). Единый всероссийский институт дополнительного профессионального образования. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Старт первой Всероссийской премии «Разговоры о важном» (12 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.