Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн кунӗ (акăл. International Civil Aviation Day, арап. اليوم العالمي للطيران المدني, исп. Día de la Aviatión Civil Internetional, китай 国际民用航空日, фр. Journée de l'aviation civile internationale, ICAO) — тӗнчери граждан авиацийӗн ҫитӗнӗвӗсене халалланӑ уяв[1]. Раштавӑн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ пуҫарнипе палӑртаҫҫӗ[2].
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн кунне уявлани тӗнче шайӗнче тематикӑллӑ авиаци конференцийӗсемпе уяв мероприятийӗсем ирттермелли сӑлтав пулса тӑрать. Раҫҫейре ҫак уява халалланӑ мероприятисене авиаци компанийӗсем те, музейсем те[3], культура ҫурчӗсем те[4] ирттереҫҫӗ.
Нихӑш ҫӗршывра та патшалӑх уявӗ е кану кунӗ шутне кӗмест, ҫав хушӑрах тӗнче шайӗнче тӗп авиаци уявӗсенчен пӗри шутланать[5][6].
Уяв историйӗ
Уява ICAO йӗркеленӗ. A29-1 №-лӗ резолюципе килӗшӳллӗн[7] Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ 50 ҫул тултарнине уявлассине халалланӑ мероприятисене хатӗрленнӗ май 1994 ҫултанпа ӑна ИКАО йышне кӗрекен ҫӗршывсен хушшинче паллӑ тума пуҫланӑ[8]. Шӑпах 1944 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Чикагӑра (Иллинойс, АПШ) тӗнчери 52 ҫӗршыв тӗнче шайӗнче ӗҫлекен авиаци организацийӗ пирки «Чикаго конвенцине» тесе алӑ пуснӑ[9][10].
1996 ҫулта ICAO ПНО ҫумӗнчи ятарлӑ агентство статусне илнӗ, раштавӑн 7-мӗшӗне вара ПНО Тӗп Ассамблейи тӗнчери граждан авиацине аталантарма халалланӑ официаллӑ уявӗ тесе йышӑннӑ[11].
Уявӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче — обществӑна граждан авиаци епле аталанса пыни пирки тата вӑл пассажирсене те, тиев турттаракансене те кирлӗ тӗнчери транспорт ҫыхӑнӑвне йӗркелес ӗҫе мӗнле тӳпе хывни ҫинчен пӗлтерсе тӑрасси[12].
Раҫҫейре тӗнче уявӗпе пӗрлех нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Граждан авиацийӗнче ӗҫлекенӗн кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ[13].
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиаци кунӗн юбилейлӑ темӑсем
ICAO Канашӗ кашни пилӗк ҫулта Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн кунӗ валли ятарлӑ юбилей темине палӑртать. Ҫак ҫулсем хушшинчи тапхӑрта, Канашра тӑракан ҫынсем тӑватӑ ҫул хушши палӑртакан пӗр темӑна суйлаҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацине йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа 2019 ҫулта «75 ҫул тӗнчене ҫыхӑнтарса» темӑна суйласа илнӗ, 2023 ҫулӑн раштав уйӑхӗ вӗҫӗччен ICAO Канашӗ ҫак тематикӑна суйланипе ҫырлахнӑ: «Авиацие глобальлӗ аталантармалли инновацисене тӗрев пани»[14].
Раҫҫейре уявлани
Раҫҫейре Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн кунне 1970 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ, шӑп ҫав ҫул, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, СССР ИКАО членӗ пулса тӑнӑ. Раҫҫей Федерацийӗ Совет Союзӗн тивӗҫӗсене хӑйӗн ҫине илнӗ май ҫак организаци йышне 1991 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче кӗнӗ[15][16].
Уява ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ организацисемпе ведомствӑсем паллӑ тӑваҫҫӗ, граждан авиацийӗн ӗҫченӗсене официаллӑ майпа саламлаҫҫӗ[17], уява ҫавӑн пекех вӗҫев училищисенче[18] тата аэропортсенче[19][20] палӑртаҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хӑш-пӗр культура керменӗсенче тата ытти культура учрежденийӗсенче ирттереҫҫӗ[21][4][3].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Международный день гражданской авиации 7 декабря. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ International Civil Aviation Day – 7 December (англ.). International Civil Aviation Organization (2 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международный день гражданской авиации. Буинский краеведческий музей. Культура.рф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международный день гражданской авиации. Шланговский сельский дом культуры. Культура.рф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Международный день гражданской авиации. Агентство "Узавиация". (7 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 7 декабря - Международный день гражданской авиации. Национальный аэропорт Минск. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Действующие резолюции Ассамблеи ICAO (по состоянию на 28 сентября 2007 года). Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ (2007 год). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Резолюции 47-й сессии (1992–1993 годы). Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ 7 декабря отмечается Международный день гражданской авиации. Aex.ru (7 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Международный день гражданской авиации. Пӗрлешнӗ авиа тӑвакан корпораци. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Резолюции 51-й сессии (1996–1997 годы). Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Какой сегодня праздник. 7 декабря - Международный день авиации. Российская газета (7 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 9 февраля 2023 года исполняется 100 лет со дня основания гражданской авиации России. Ространснадзор. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Международный день гражданской авиации – 7 декабря. Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ 7 декабря в мире отмечается Международный день гражданской авиации. Объединённая авиастроительная корпорация (9 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Международная организация гражданской авиации (ИКАО). Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министерстви. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Сегодня — Международный день гражданской авиации. ПАО «Саратовский электроприборостроительный завод имени Серго Орджоникидзе» (7 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 7 декабря – Международный день гражданской авиации! Краснокутское лётное училище гражданской авиации имени заслуженного пилота СССР Васина Ивана Федотовича (7 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Международный день гражданской авиации. Международный аэропорт Ставрополь (7 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 7 декабря - Международный день гражданской авиации. Волгоградстат. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ «Международный День гражданской авиации — особенности, история и интересные факты». Культура.рф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.