Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунӗ
HumanismSymbol.PNG
Тӗсӗ Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи
Официаллӑ World Humanitarian Day
Ҫирӗплетнӗ 2008, раштавӑн 11-мӗшӗ
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун ҫурла, 19
Ҫыхӑннӑ гуманитарлӑ пулӑшу

Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунне (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Humanitarian Day, исп. Dia Mundial de la Asistencia Humanitaria, китай 世界人道主义日, фр. la Journee mondiale de l’aide humanitaire) йӗркелени ҫинчен ПНО Тӗп Ассамблейи 2008 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче (A/RES/63/139 резолюцийӗ) пӗлтернӗ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ҫак кун 2003 ҫулта Багдадри ПНО штаб-хваттерӗнче сирпӗнӳ пулса иртнине пула 22 ҫын вилнӗ, вӗсен йышӗнче ПНО паллӑ ӗҫченӗ Сержиу Виейра ди Меллу та пулнӑ.

Тӗп ассамблейӑн резолюцийӗнче каланӑ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунӗ

пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшӑва кӳрекен ӗҫ-хӗле тата ҫак тӗлӗшпе пӗтӗм тӗнчепе пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленин пӗлтерӗшне, ҫавӑн пекех гуманитарлӑ ӗҫе тӑвакансене, вӑл шутра гуманитарлӑ идеалсене пурнӑҫлама пулӑшнӑ тата ҫӑк ӗҫшӗн пуҫ хунӑ Пӗрлешнӗ Наци организацийӗн персоналне тата унта ҫыхӑннӑ ҫынсене, тивӗҫлӗ хак парас тӗллевпе халӑха пӗлтерсе тӑнине ӳстерме…

тӗрев памалла.

Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунне йӗркеленӗ май ПНО Тӗп секретарӗ ҫак кун «нушара пурӑнакан ҫынсем пирки аса илтерет тата тивӗҫлӗ пулӑшу илме тивӗҫли ҫинчен пӗлтерет».

2009 ҫулта палӑртнӑ Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунне пӗрремӗш хут уявланӑ май ӑна ыттисене ҫӑлнӑ чухне вилнӗ ҫынсен астӑвӑмне халалланӑ.

Ҫулталӑксен темӑсем (девизсем)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 2009 ҫул — Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунне пӗрремӗш хут уявлани
  • 2010 ҫул — иккӗмӗш хут уявлани
  • 2011 ҫул — «Пӗр-пӗрне пулӑшар»
  • 2012 ҫул — «Эпӗ кунта пулнӑ»
  • 2013 ҫул — «Тӗнчене ытларах кирлӗ…»
  • 2014 ҫул — «Тӗнчене ытларах кирлӗ…»
  • 2015 ҫул — «Тӗнчери этемлӗхе хавхалантарса»
  • 2016 ҫул — «Пӗрлешнӗ этемлӗх»
  • 2017 ҫул — «Гражданла халӑха тӗллемелле мар»
  • 2018 ҫул — «Гражданла сӑнсем #NotAMilitaryTarget»
  • 2019 ҫул — «Гуманитарлӑ пулӑшури хӗрарӑмсем #гуманитарлӑ ӗҫе тӑвакансем»
  • 2020 ҫул — «Чӑн пурнӑҫ паттӑрӗсем»
  • 2021 ҫул — «Этемлӗхшӗн хӑвалани»