Пӗтӗм тӗнчери социаллӑ пӗртанлӑх кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери социаллӑ пӗртанлӑх кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Day of Social Justice, арап. اليوم العالمي للعدالة الاجتماعية,исп. Día Mundial de la Justicia Social, китай 世界社会公正日, фр. Journée mondiale de la justice sociale) — 2007 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи ятарлӑ резолюципе йышӑнса йӗркеленӗ кун. 2009 ҫултан пуҫласа ҫулсерен нарӑсӑн 20-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.
Историйӗ
Резолюцире палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнче шайӗнчи пӗрлӗхӗн ӗҫне чухӑнлӑха пӗтерес, ӗҫпе туллин тивӗҫтерес, юрӑхлӑ ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес, арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшинчи пӗртанлӑха йӗркелес, социаллӑ тӗлӗшӗнчен пуриншӗн те ырлӑхпа тӗрӗслӗхе тивӗҫтерес енӗпе малалла ӳстермеллине йышӑннӑ.
Пӗтӗм тӗнчери социаллӑ пӗртанлӑх кунне йӗркелеме пӗрремӗш хут Киргизи президенчӗ Курманбек Бакиев сӗннӗ. Каярахпа ПНО Тӗн Ассамблейин 62-мӗш сессийӗнче пӗтӗмӗшле дискусси вӑхӑтӗнче ҫак сӗнӳпе Киргизин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Эднан Карабаев тухса калаҫнӑ.
Тӗрлӗ ҫулсенчи кун темисем
- 2021 ҫул — «Цифра экономикинче социаллӑ пӗртанлӑхшӑн чӗнсе калани»
- 2020 ҫул — «Социаллӑ тӗрӗслӗхе ҫитмешкӗн танмарлӑха пӗтересси»
- 2019 ҫул — «Тӑнӑҫлӑхпа аталану кирлӗ-тӗк, социаллӑ тӗрӗслӗх ячӗпе ӗҫлӗр»
- 2018 ҫул — «Социаллӑ енчен тӗрӗслӗх шыракан ӗҫ ҫыннисем»
- 2017 ҫул — «Тивӗҫлӗ ӗҫ хирӗҫӳсене сирсе яма тата тӑнӑҫлӑха упрама пулӑшать»
- 2016 ҫул — «Тӗрӗс улшӑнусем — экологи тӗлӗшӗнчен ҫирӗп экономикӑпа общество»
- 2015 ҫул — «Этемпе суту-илӳ тӑвассине тата ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерессине пӗтересси»
- 2014 ҫул — паллӑ мар
- 2013 ҫул — паллӑ мар
- 2012 ҫул — паллӑ мар
- 2011 ҫул — «Пурин валли те социаллӑ хӳтлӗх йӗркелесси»
- 2010 ҫул — паллӑ мар
- 2009 ҫул — паллӑ мар
- 2008 ҫул — паллӑ мар