Пӗтӗм тӗнчери спорт журналисчӗн кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тренировкӑра

Пӗтӗм тӗнчери спорт журналисчӗн кунӗпрофесси уявӗ, ӑна ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уяв йӗркеленнин историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Спорт журналисчӗсем ӗҫ вӑхӑтӗнче

Пӗтӗм тӗнчери спорт журналисчӗн кунне 1995 ҫултанпа Пӗтӗм тӗнчери спорт прессин ассоциацийӗ пуҫарнипе паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уяв валли ҫак куна ӑнсӑртран суйласа илмен: 1924 ҫулта Парижра Пӗтӗм тӗнчери спорт прессин ассоциацине (АИПС) йӗркеленӗ, хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗр аллӑ ҫурӑ яхӑн журналистсен наци союзӗсене пӗрлештерсе тӑрать. Ҫакӑ утӑн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ, ҫак сӑлтава пула пӗтӗм тӗнче палӑртакан уяв валли ку куна суйланӑ та[1].

Уявланин уйрӑмлӑхӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӗтӗм тӗнчери спорт журналисчӗн кунӗнче АИПС тата спорт журналисчӗсен наци ассоциацийӗсем савӑнӑҫлӑ ларусем ирттереҫҫӗ. Ҫӗршывмсенчен чылайӑшӗнче ҫак кун спорт енӗпе ӗҫлекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен чи лайӑх ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ. Раҫҫейре ҫак кун чылай хаҫатсемпе журналсен, телевидени каналӗсен, информаци агентствисен, радиостанцисен редакцийӗсенче чи лайӑх спорт журналисчӗсене чыслаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӑш-пӗр кӑларӑмсем ятарлӑ спорт мероприятисем ирттереҫҫӗ, вӗсенче журналистсем сӑмахпа кӑна мар, физкультурӑпа спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлассине ӗҫпе те ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ [www.calend.ru/holidays/0/0/58/ Международный день спортивного журналиста — 2 июля. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010]