Пӗтӗм тӗнчери тусен кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тусен кунӗ (ПНО ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Mountain Day, исп. Día Internacional de las Montañas, фр. Journée internationale de la montagne, китай 国际山岳日) — ПНО Тӗп Ассамблейин Резолюцийӗпе (A/RES/57/245 №-лӗ резолюци, 2002 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ 78-мӗш пленарлӑ ларура йышӑннӑ) килӗшӳллӗн Пӗтӗм тӗнчери тусен ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӗвӗсене халалласа йӗркеленӗ. Ҫулсерен 2003 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа палӑртаҫҫӗ.

Генеральнӑй Ассамблейӑн резолюцийӗнче тӗнчери пӗрлӗхе «сӑртлӑ-туллӑ регионсен ҫирӗп аталанӑвӗн пӗлтерӗшне пропагандӑлас тӗллевпе ҫак кун пур шайра та мероприятисем йӗркелеме» сӗннӗ.

undefined

Пулӑмсем

Тусен кунӗ тӗрлӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, виҫӗ пулӑмпа ҫыхӑнса тӑрать:

  • Тусен кунӗ, АПШри хӑш-пӗр колледжри студентсен уявӗ, ун вӑхӑтӗнче малтан пӗлтермесӗрех занятисене ирттерессине пӑрахӑҫлаҫҫӗ те пур студент та тусенелле е паркалла канма ҫул тытать;
  • Пӗтӗм тӗнчери тусен кунӗ, ӑна кашни ҫул раштавӑн 11-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ, ку куна ПНО Тӗп Ассамблейи 2003 ҫулта сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсене ҫирӗппӗн аталанма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ;
  • Тусен кунӗ, 2016 ҫултанпа Японире палӑртакан наци уявӗ.

Историйӗ

АПШ

Тусен кунӗ 1838 ҫул тӗлнелле йӗркеленнӗ пулас, ун чухне Маунт-Холиок колледжӑн студенчӗсем Холиок тӑвӗ ҫине канма кайнӑ[1]. Смит колледжӗ хӑйӗн Тусен кунне 1877 ҫулта пӗлтернӗ[2]. Джуниат колледжӗ Тусен кунне 1896 ҫулта ирттерме пуҫланӑ[3]. Уильямс колледж студенчӗсем Массачусетсри чи ҫӳллӗ ту ҫине тусен кунне палӑртма 1800-мӗш ҫулсенчен пуҫласа хӑпараҫҫӗ[4]. Колби-Сойер колледжӗнчи тусен кунне уявлама 1850-мӗш ҫулсенче пуҫланнине ҫирӗплетеҫҫӗ, студентсен хаҫатӗнче ун ҫинчен пӗрремӗш хут асӑнни 1893 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тӗл пулмасть пулин те[5]. Эльмира колледжӗ Тусен кунне 1918 ҫулта йӗркеленӗ[6].

Холлинз Университетӗнче «Тинкер кунӗ» ятлӑ ҫавнашкалтарах йӑла пур, вӑл вӑхӑтра ҫынсем тумланаҫҫӗ те Тинкер тӑвӗ ҫине похода каяҫҫӗ[7].

Япони

2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче 2016 ҫултан пуҫласа кашни ҫурлан 11-мӗшӗнче Тусен кунне патшалӑх уявӗ пек паллӑ тӑвассине пӗлтернӗ[8][9]. Уява йӗркелес шутлисен йышӗнче саккунсем хатӗрлекен Сейширо Это тата Яппунсен альп клубӗ пулнӑ[10]. Ҫӗнӗ саккунта каланӑ тӑрӑх, уяв «сӑрт-тусемпе паллашма, тусен ырлӑхӗсене хаклама май туса пама» пулӑшӗ.

2020 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисене ирттернӗ чухне ятарлӑ килӗшӳ туса 2020 ҫулта Тусен кунне ирттермелли куна ҫурлан 10-мӗшне куҫарнӑ пулнӑ. COVID-19 пандемие пула Олимп тата Паралимп вӑййисене 2021 ҫула куҫарнӑран правительство ҫак улшӑнӑва 2020 ҫулта ҫаплипех хӑварнӑ, 2021 ҫулта палӑртакан уявпа ҫыхӑннӑ кирлӗ улшӑнусем кӗртмешкӗн Олимп тата Паралимп вӑййисем валли хатӗрленӗ ятарлӑ мерӑсем ҫинчен калакан саккуна тӳрлетӳ йышӑннӑ та уяв кунне ҫурлан 9-мӗшне куҫарнӑ[11][12].

Армени

ПНО йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери тусен кунне йӗркеленине шута илсе Армени юпан 9-мӗшӗнче «Тусен кунне» йӗркеленӗ[13].

Уявӑн темисем

2004 ҫултан пуҫласа Пӗтӗм тӗнчери тусен кашни кунӗ валли ҫулсерен ятарлӑ тема палӑртса хураҫҫӗ, информаци материалӗсем хатӗрлеҫҫӗ.

  • 2004 — «Тӗнче: сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсен ҫирӗп аталанӑвӗн ҫӑлкуҫӗ» (Peace: key to sustainable mountain development (акăлч.))[14]
  • 2005 — «Сӑрт-ту туризмӗ: чухӑнсен та вӑл ӗҫлетӗр тесен мӗн тумалла» (Mountain tourism: making it work for the poor (акăлч.))[14]
  • 2006 — «Ҫитлӗ пурнӑҫ йӗркелеме сӑрт-ту тӑрӑхӗнчи био тӗрлӗлӗхне аталантарасси» (Managing mountain biodiversity for better lives (акăлч.))[14]
  • 2007 — «Улшӑнусене шута илсе: ту тӑрӑхӗсенчи климат улшӑнни» (Facing change: climate change in mountain areas (акăлч.))[14]
  • 2008 — «Тусенчи апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен хӑрушсӑрлӑх» (Food security in mountains (акăлч.))[14]
  • 2009 — «Тусенчи инкек-синкек тухассин хӑрушлӑхне чухласа тӑрасси» (Disaster risk management in mountains (акăлч.))[14]
  • 2010 — «Тусенчи сахал йышлӑ тата кӑк халӑхсем» (Mountain Minorities and Indigenous Peoples (акăлч.))[14]
  • 2011 — «Сӑрт-тусем тата вӑрмансем»[15]
  • 2012 — «Тусен пурнӑҫӗн уявӗ»[16]
  • 2013 — «Сӑртсем: Ҫирӗп пуласлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ»[17][18][19]
  • 2014 — «Сӑрт-тусенчи ҫемьесен фермер хуҫалӑхӗсем»[20]
  • 2015 — «Укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен тухӑҫлӑ ҫӑлкуҫсем йӗркелес тӗллевпе ту тӑрӑхӗсенче туса кӑларнӑ продукцие сутма пулӑшасси»
  • 2016 — «Тусен культури: тӗрлӗ енлӗх тата уйрӑмлӑх»
  • 2017 — «Тусем хӑрушлӑхра: климат, выҫлӑх, миграци»
  • 2018 — «Тусен пӗлтерӗшӗ»[21]
  • 2019 — «Тусем ҫамрӑксемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ»[22][23]
  • 2020 — «Тусенчи био тӗрлӗлӗх»[24][25]
  • 2021 — «Ҫирӗп аталанакан сӑрт-ту туризмӗ»[26][27][28]
  • 2022 — «Хӗрарӑмсем тусем ҫавӑраҫҫӗ»[29][30]
  • 2023 — «Ту экосистемисене ҫӗнетни»[31]

Ӑнлантарусем

  1. ^ Heading for the Hills on Mountain Day: It's Been a Mount Holyoke Tradition Since 1838, mtholyoke.edu. 2006 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2006 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ Mountain Day Builds on a History of Changing Customs
  3. ^ Mountain Day. Juniata College - Campus Life - Campus Traditions. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  4. ^ "Williams College Mountain Day" Williams College. Retrieved March 6, 2008.
  5. ^ Colby Academy Voice.
  6. ^ Mountain Day
  7. ^ Traditions
  8. ^ Mountain Day created as newest official public holiday, The Japan Times (2017-03-27).
  9. ^ Mountain Day becomes Japan's newest public holiday, BBC News (2016-08-11).
  10. ^ Warnock, Eleanor. Lawmaker Discusses Significance of Mountain Day - Japan Real Time, Wall Street Journal (2014-05-22). Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
  11. ^ Japan's National Holidays in 2021. nippon.com (10 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ 五輪祝日、来年も移動 特措法改正へ―政府・与党(паллӑ мар). 時事通信社 (1 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ Լեռնագնացությունը Հայաստանում / Ալպինիզմ - ArmGeo.
  14. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 International Mountain Day. Previous International Mountain Days (англ.). FAO. ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
  15. ^ Международный день гор (11 декабря). Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. — «Тема Дня в 2011 году». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  16. ^ Международный день гор (11 декабря). Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. — «Тема Дня в 2012 году». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  17. ^ International Mountain Day - 11th December 2013 "Mountains - Key to a Sustainable Future". ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. — «International Mountain Day». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  18. ^ Горы: Ключ к устойчивому будущему. ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. — «Factsheets International Mountain Day 2013». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  19. ^ Международный день гор (11 декабря). Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. — «Тема Дня в 2013 году». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  20. ^ Международный день гор (11 декабря). Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  21. ^ Gornolaz. С Международным днем гор - 2018! (выр.). Alpagama.org (10 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  22. ^ 2019: Theme: International Mountain Day: Food and Agriculture Organization of the United Nations. ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. — «International Mountain Day». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
  23. ^ International Mountain Day 2019. ЮНЕСКО-н Пӗтӗм тӗнчен эткерлӗх центрӗн веб-сайчӗ (11 раштавӑн 2019). — «International Mountain Day». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  24. ^ Международный день гор: Организация Объединённых Наций. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. — «Международный день гор: 11 декабря». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  25. ^ Theme: International Mountain Day: Food and Agriculture Organization of the United Nations. ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. — «International Mountain Day». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
  26. ^ Международный день гор: Организация Объединённых Наций. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. — «Международный день гор: 11 декабря». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  27. ^ Theme: International Mountain Day: Food and Agriculture Organization of the United Nations. ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. — «International Mountain Day». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  28. ^ International Mountain Day 2021: sustainable mountain tourism - UNESCO World Heritage Centre (англ.). UNESCO World Heritage Convention. ЮНЕСКО-н Пӗтӗм тӗнчен эткерлӗх центрӗ (10 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  29. ^ Международный день гор: Организация Объединённых Наций. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ веб-сайчӗ. — «Международный день гор: 11 декабря». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
  30. ^ Theme: International Mountain Day: Food and Agriculture Organization of the United Nations. ПНО апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн веб сайчӗ. — «International Mountain Day». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
  31. ^ International Mountain Day. Веб-сайт Продовольственной и сельскохозяйственной организации ООН. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.