Пӗтӗм тӗнчери чуптӑву кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери чуп тумалли кун (акăл. World Kiss Day е акăл. World Kissing Day) е Чуп тумалли пӗтӗм тӗнчери кун (акăл. International Kiss Day, International Kissing Day) — тӗнчери 60 ытла ҫӗршывра ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хастар ҫынсем ирттерекен официаллӑ мар тӗнче шайӗнчи уяв[1].

Уяв кун-ҫулӗ

Пӗтӗм тӗнчери чуп тумалли кун Аслӑ Британире ҫуралнӑ тесе шутланать. Шӑп та лӑп XIX ӗмӗр вӗҫӗнче[2] Тӗтреллӗ Альбионта чуп туни юрату паллисенчен пӗри пулма тивӗҫлӗ тесе шутланӑ[3].

Уявлани

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗм планетӑри хӑш-пӗр хуласенче Пӗтӗм тӗнчери чуп тумалли кунта филематологипе ҫыхӑннӑ уяв мероприятийӗсем, конкурссемпе ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Акцисене хутшӑнакансем чылай чухне тӗрлӗ призсене тивӗҫеҫҫӗ («Чи вӑрӑм чуптӑву», «Чи хитре чуптӑву», «чи тӗлӗнмелле чуптӑву» т. ыт. те.).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Всемирный день поцелуя в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  2. ^ Этот день в истории: 6 июля| Електронні вісті. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ Праздники — Праздники и события — Магазин подарков — Магазин подарков Party-Shop.ru( ӗҫлемен каҫӑ)

Каҫӑсем