Рассказово гербӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Рассказово гербӗ
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 2011 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ
Патшалӑх

Раҫҫей Федерацийӗн Тамбов облаҫӗн Рассказово хулин хула тӑрӑхӗ муниципалитечӗн гербӗ.

Рассказово гербне Рассказово хулин халӑх депутачӗсен Канашӗн 2011 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчи 296 №-лӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[1].

Герба Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх геральдика регистрне 7342 № регистраци номерӗпе кӗртнӗ[2].

Герба сӑнласа пани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Рассказово гербӗ.

«Хӗрлӗ ана ҫинче хура ҫӑмхаллӑ кӗмӗл тир вырнаҫнӑ, ун йӗри-тавра ункӑн-ункӑн пучахсен ылтӑн пуҫӗсем саланнӑ»

2003 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчи Тамбов облаҫӗн «Тамбов облаҫӗн гербӗ ҫинчен» N 108-З саккунӑн 4-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Рассказово хулин гербне ирӗклӗ пайпа та — Рассказово гербӗн ҫӳлти кӗтесӗ ҫумӗнче Тамбов облаҫӗн гербӗнчен илнӗ фигурӑсемлӗ тӑват кӗтеслӗхпе — усӑ курма юрать.

Рассказово хулин гербне, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗ 2006 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ муниципалитетсен официаллӑ символӗсене хатӗрлес тата усӑ курас тӗлӗшпе сӗннӗ меслетсемпе (2-мӗш пай, VIII сыпӑк, 45-46 п.п.) килӗшӳллӗн, палӑртнӑ тӗслӗхсемпе усӑ курса статус кӑшӑлӗпе те усӑ курма май пур.

Герб символики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рассказово хулин гербӗ символсемпе тата аллегорисен чӗлхипе хулан географи, аваллӑх тата ытти уйрӑмлӑхӗсене сӑнласа парать, вӗсем унӑн иртнине тата хальхи кун-ҫулне ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Сӑран тата тӑла туса кӑларакан пӗрремӗш хапрӑксем Рассказовӑра XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче никӗсленнӗ. Хальхи вӑхӑтра та хула тӑрӑхӗнче тиртен ҫӗленӗ тумтир ҫӗлекен фабрика тата тир-сӑран савучӗ ӗҫлеҫҫӗ.

Гербӑн тӗп вырӑнӗнче сӑран тир вырнаҫнӑ, вӑл — тир-сӑран туса кӑларассин символӗ те, ӑрусен ҫыхӑнтаракан символ та, пӗрле тӑвакан ӗҫӗн (сӑран хатӗрлекенсен тата атӑ-пушмакпа тумтир ҫӗлекен ӑстасен) символӗ те .

Сӑран варринче — ҫӑм ҫӑмхи, вӑл Рассказово ӑстисен авалхи алӗҫне — ҫӑм япаласем ҫыхнине — сӑнлать.

Рассказово хули Рассказово районӗн администраци центрӗ шутланать, кунти тӗп ӗҫӗ-хӗл вара ял хуҫалӑхӗ шутланать, хула гербӗнче ҫакна хӗвел пайӑркисем евӗр саланакан ылтӑн пучахсемпе сӑнарлӑн палӑртнӑ.

Хӗрлӗ тӗс — ӗҫ, хӑюлӑх, пурнӑҫа ҫирӗплетекен вӑй, илем тата уяв символӗ.

Симӗс тӗс ҫут ҫанталӑка, ҫуркуннене, сывлӑха, ҫамрӑклӑхпа шанчӑка пӗлтерет.

Кӗмӗл — тасалӑх, уҫӑлӑх, турӑ ӑслӑлӑхӗн тата ҫураҫулӑх символӗ.

Хура тӗс ырӑ ӑс-хакӑла, ӑса, сӑпайлӑха тата тӳрӗлӗхе пӗлтерет.

Ылтӑн — тыр-пул, пуянлӑх, ҫирӗплӗх, хисеплӗх, хӗвел ӑшшипе ун хӑвачӗн символӗ.

Рассказово гербне Раҫҫей геральдисчӗсен союзӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ.

Герб авторӗсем: шухӑшӗ — Алексей Чесноков, Андрей Литовский, Геннадий Курносов (Рассказово); геральдика тӗлӗшӗнчен юсани — Константин Мочёнов (Химки); художник тата компьютер дизайнӗ — Оксана Афанасьева (Мускав); символикӑна ӑнлантарса пани — Вячеслав Мишин (Химки).

Интереслӗ фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Nuvola apps kview.png Тулаш ӳкерчĕксем
Searchtool.svg Рассказово эмблеми (2006)

2006 ҫулта Рассказово хулин эмблемипе (эмблема официаллӑ ҫирӗпленмен) геральдика евӗрлӗ сувенир значокне хатӗрленӗ: «Ешӗл уйра хура-ылтӑн кашкӑр пуҫӗ. Ирӗклӗ пайра Тамбов облаҫӗн гербӗ»[3].

Эмблемӑри кашкӑрта, тен, питӗ паллӑ пулса тӑнӑ «Сан тусу — Тамбов кашкӑрӗ» фразеологизм сӑнланнӑ…[4]

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Решение Рассказовского городского Совета народных депутатов от 28.09.2011 № 296 «О гербе города Рассказово Тамбовской области». Пӑхнӑ кун: 5 Нарӑс уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 25 Авӑн уйӑхӗн 2014 ҫул.
  2. ^ Государственный геральдический регистр Российской Федерации, часть 3. Пӑхнӑ кун: 5 Нарӑс уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2015 ҫул.
  3. ^ Изображение сувенирного значка. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 17 Ҫурла уйӑхӗн 2016 ҫул.
  4. ^ Герб Рассказово. Пӑхнӑ кун: 5 Нарӑс уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Герб Рассказово статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '