Раҫҫейӗн сывлӑш хӳтӗлев авиаци ҫарӗсен кунӗ

Раҫҫейӗн сывлӑш хӳтӗлев авиаци ҫарӗсен кунӗРаҫҫейӗн сывлӑш ҫар вӑйӗсен професси уявӗ. ПВО ҫарӗсен тӗп ҫарпуҫӗ 1996 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче кӑларнӑ приказпа йӗркеленӗ[1].

Кашни ҫул кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ[2].

Историйӗ

Кӑрлачӑн 22-мӗшӗн — 1996 ҫулта йӗркеленӗ Раҫҫейри сывлӑш хӳтӗлев авиаци ҫарӗсен кунӗ. 1942 ҫулта ҫак кун сывлӑш хӳтӗлев авиацине сывлӑша хӳтӗлекен ҫар тӗсӗ пек йӗркеленӗ[3].

Сывлӑшран тапӑннинчен хӳтӗлекен авиацине аталантарасси авиаци пӗтӗмӗшле аталаннипе тата унпа вӑрҫӑра усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче истребительлӗ авиацийӗн пӗр пайӗпе промышленноҫпа административлӑ центрсене хӳтӗлеме усӑ курнӑ. 1916 ҫулта вырӑс ҫарӗнче виҫӗ истребительлӗ авиаци отрячӗсенчен уйрӑм авиаци дивизионне йӗркеленӗ, вӗсенчен кашни Петрограда хӳтӗлекен ултӑ самолетран тӑнӑ.

Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Мускава, Кронштадта тата Тулӑна хӳтӗлеме истребительлӗ авиаци отрячӗсем йӗркеленӗ, анчах самолетсемпе квалификациллӗ экипажсем сахаллине пула вӗсемпе усӑ курманнипе пӗрех.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта ҫар авиацийӗ, ҫав шутра истребительлӗ отрядсем те, хӑвӑрт аталанса пынӑ. Сывлӑшран тапӑннинчен хӳтӗлевӗн тытӑмне лайӑхлатнӑ, ҫапӑҫӑва хутшӑнмалли тата сывлӑшран тапӑннинчен хӳтӗлемелли ытти хатӗрсемпе пӗрле ӗҫлемелли меслетсем лайӑхланнӑ. Тылри объектсене истребительлӗ авиацин ятарласа уйӑрнӑ пайӗсем зенитлӑ артиллерипе пӗрле ҫыхӑнса хӳтӗленӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫиччен тата вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче истребительлӗ авиаци сывлӑш ҫар вӑйӗсен пӗр пайӗ шутланнӑ, ҫӗршывӑн объекчӗсене сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗлес ӗҫе пурнӑҫланӑ. 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫак чаҫсене Сывлӑшран тапӑннинчен хӳтӗлекен командованине панӑ. Темиҫе сывлӑшри истребительлӗ ҫар йӗркеленӗ, ҫав шутра — Мускавпа Мускав ҫывӑхӗнчи кирлӗ объектсене хӳтӗлекен 1-мӗш сывлӑшри истребитель ҫарне те. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ тӗле Сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗлекен истребительлӗ авиацинче пӗр ҫар, тӑватӑ корпус тата 24 дивизи пулнӑ, пӗтӗмӗшле 3200 яхӑн истребитель шутланнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнче сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗлекен лётчиксем 270 пине яхӑн сывлӑша хӑпарнӑ, 6787 ҫапӑҫӑва хутшӑнса 4170 тӑшман самолётне тӗп тунӑ. Сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗленӗ 92 летчика Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ятпа чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗлекен авиацинче реактивлӑ самолетсем хушӑннӑ, тытӑм системипе ятарлӑ авиаци аталанса пынӑ.

1991 ҫул вӗҫӗнче Сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗлекен ҫарӑн хӗҫпӑшалӗ шутӗнче 2220 яхӑн истребитель-перехватчик пулнӑ. СССР аркансан Раҫҫей территоринче СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен 65% яхӑн вӑйӗ тата укҫи-тенки юлнӑ. РФ Президенчӗ сывлӑшран тапӑнас хӑрушлӑхран хӳтӗлемелли чи кирлӗ 1,5 пин объекта палӑртнӑ.

СҪВ тата ПВО ҫарӗсене пӗрлештернине пула 1998 ҫулта Сывлӑшран тапӑнассинчен хӳтӗлекен авиаци уйрӑм ҫар тӗсӗ пек ҫӳхалнӑ, 2015 ҫулта ҫӗршывӑн сывлӑш ҫар вӑйӗсем Сывлӑшпа космос вӑйӗсен йышне кӗнӗ[4].

Хальхи вӑхӑтра

Истребительлӗ авиаци экипажӗсем паян сывлӑш хӳтӗлев ҫарӗсен авиаци ӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ — Раҫҫейӗн сывлӑш уҫлӑхне ҫӗр ҫинчи хатӗрӗсемпе пӗрле хӳтӗлесси, ҫӗршывӑн сывлӑш чиккисен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси.

Тытса чаракан самолетсем яланах ҫапӑҫусене кӗме хатӗр тӑраҫҫӗ. Сывлӑшри тӗллевсене сӑнаса пымалли, сывлӑшри ҫапӑҫӑва пурнӑҫламалли тата чикӗне пӑснӑ тӑшмана пӗтермелли ҫар ӗҫне пурнӑҫлама хатӗр пулмашкӑн тата ӑсталӑха ҫухатас мар тесе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн тренировкӑсем ирттереҫҫӗ[5].

Культурӑра

Пӗтӗм ҫарти салтак юррин 6-мӗш фестивалӗнче «Ровесник» ВИА Сывлӑш хӳтӗлев ҫарӗсен авиаци ҫарӗсене те халалланӑ «За ВВС и ПВО» композицие юрласа панӑ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ирина Макеева. День 22 января в истории. Парламентская газета (22 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ День авиации войск ПВО, День попкорна, Филиппов день: Праздники и приметы 22 января. life.ru (22 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ От тарана до гиперзвука. Ко Дню российской авиации ПВО. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  4. ^ День войск авиации противовоздушной обороны (22.01.2023). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ 22 января в Военно-воздушных силах России отмечается День авиации войск противовоздушной обороны. Министерство обороны России (22 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ ВИА Ровесник. YouTube. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.