Раҫҫей Федерацийӗн таможенник кунӗ

Раҫҫей Федерацийӗн таможенник кунӗРаҫҫей Федерацийӗн таможнинче ӗҫлекен мӗнпур ӗҫченӗн патшалӑх шайӗнчи професси уявӗ. Ҫак куна Раҫҫейре кашни ҫул юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1].

Историйӗ тата уявлани

«Раҫҫей Федерацийӗн таможенник кунӗ» — професси уявӗсен йышӗнче ҫамрӑккисен шутне кӗрет, ӑна Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн 1995 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Николаевич Ельцин 811 №-лӗ «Раҫҫей Федерацийӗн таможенник кунне йӗркелесси ҫинчен» хушӑва алӑ пусса йӗркеленӗ[2]. Маларах СССР-та «Совет таможенникӗн кунӗ» ятлӑ уяв пулнӑ, ӑна ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче (халӗ ҫак кун «Таможня службин ветеранӗсен кунне» паллӑ тӑваҫҫӗ) палӑртнӑ пулнӑ.

Раҫҫей президенчӗ Борис Ельцин «Раҫҫей Федерацийӗн таможенник кунне» шӑпах ҫак кун паллӑ тума йышӑнни ӑнсӑртран пырса килмен, мӗншӗн тесен шӑпах 1653 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Вырӑс патшалӑхӗнче пӗрремӗш хут Пӗрлехи Суту-илӳ уставӗ йӗркеленнӗ, вӑл Алексей Михайлович Романов патша кӑларнӑ «Мускавра тата хуласенче мӗн чухлӗ тата мӗнле тавартан илнине кӑтартса таможня пошлинине пуҫтарасси» Хушӑвӗпе ҫуралнӑ[3].

Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн таможенник кунӗпе» 2006-мӗш ҫулта саламланӑ май хӑйӗн сӑмахӗнче ҫакӑн пек каланӑ[4]:

Пӗрле ӗҫлекенсемпе ветерансене професси уявӗпе — Таможенник кунӗпе — саламлатӑп. Иртнӗ 11 ҫул хушшинче Раҫҫейӗн Федераллӑ таможня служби экономика хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес, ҫӗршывӑн наци интересӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑ. Паян вӑл патшалӑх йӗркелекен тулашри суту-илӳпе хысна тупӑшне ӳстерме май паракан чӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ механизмсенчен пӗри шутланать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ День таможенника: дата, история и традиции. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президента РФ от 4 августа 1995 г. N 811 «Об установлении Дня таможенника Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
  3. ^ Кулешова С.Ю. Торговый устав 1653 года. museum.customs.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  4. ^ Федеральная таможенная служба. customs.gov.ru (26 юпан 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.