Раҫҫей ШӖМӗн штаб уйрӑмӗсене йӗркеленин кунӗ
| Раҫҫей ШӖМӗн штаб уйрӑмӗсене йӗркеленин кунӗ | |
|---|---|
| Тӗсӗ | Професси уявӗ |
| Официаллӑ | День образования штабных подразделений МВД России |
| Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
| Кун | юпа, 7 |
| Уявлани |
|
Раҫҫей ШӖМӗн штаб уйрӑмӗсене йӗркеленин кунӗ — Раҫҫей ШӖМӗн ӗҫченӗсемпе служащийӗсен професси уявӗ. Ҫулсерен юпан 7-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.
Историйӗ тата уявлани
1918 ҫулта ҫак кун, юпан 7-мӗшӗнче, НКВД Рабочисемпе хресченсен милицийӗн Тӗп управленийӗ ҫумӗнче Инструктор тата Информаци пайӗсене йӗркеленӗ. Кӑшт каярах ҫак пайсене Инструкторпа инспектор уйрӑмне пӗрлештернӗ, каярах вӑл хӑй вара 1919 ҫул вӗҫӗнче йӗркеленӗ совет Раҫҫейӗнчи Милицин тӗп управленийӗн инспекци йышне кӗнӗ. 1934 ҫулта СССР шалти ӗҫсен халӑх комиссариатне туса хунӑ хыҫҫӑн НКВД тӗп инспекцине йӗркеленӗ, вӑл 23 ҫул ӗҫленӗ, 1957 ҫулта ҫеҫ ӑна салатнӑ. 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗччен штаб службине самай улшӑнусем кӗртнӗ: 1968–1969-мӗш ҫулсен тапхӑрӗнче организаторпа инспектор уйрӑмӗсене пур ҫӗрте те туса хунӑ, 1971–1972-мӗш ҫулсенче вӗсенчен штабсем йӗркеленӗ. 1982 ҫул вӗҫленнӗ тӗле ӗнтӗ штаб уйрӑмӗсем мӗнпур министерствисемпе управленийӗсенче пулнӑ[1].
2008 ҫулта Свердловск облаҫӗнчи ГУВД штабӗн начальникӗ, милици генерал-майорӗ Александр Первухин «Раҫҫей Федерациийӗн шалти ӗҫсен министерствин штаб уйрӑмӗсене йӗркеленӗ кунта» ҫапла каланӑ:
малтанхи тапхӑрти штаб ӗҫченӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ службӑна ӑнӑҫлӑ йӗркелеме, ят-сумне ҫӗклеме тата вӗсен ӗҫне йышӑнма никӗс хывса хӑварнӑ.
Первухин ҫавӑн пекех хальхи штабсен пӗлтерӗшне палӑртнӑ, вӗсен малашлӑхӗ епле пуласси пирки каланӑ:
Штабсем хальхи вӑхӑтра ОВД уйрӑлми пайӗ шутланать, штабсем ирттерекен ӗҫе тӗплӗ тӗпчекен тата малашлӑхра усӑ курма палӑртнӑ пур меслете те тишкерекен центр пулса тӑраҫҫӗ[2].
Ҫак кун штаб уйрӑмӗсен чи лайӑх ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе чыслаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Юрист кунӗ
- Милици кунӗ
- Раҫҫейри пуҫиле шырав ӗҫченӗсен кунӗ
- ОМОН кунӗ
- Милицин участковӑй уполномоченнӑйӗсен кунӗ