Раҫҫей анимацийӗн кунӗ

Раҫҫей анимацийӗн кунӗ — официаллӑ палӑртакан уяв, ӑна ҫулсерен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 2022 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Владимир Путин Хушу кӑларнипе йӗркеленӗ. Уява Раҫҫейри пӗрремӗш мультипликаци фильмӗн премьерине ирттернӗренпе 110 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ[1].

undefined

Историйӗ

1912 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче «Ытарайми Люканида, е мӑйракаллисемпе мӑйӑхлисем хушшинчи вӑрҫӑ» ятлӑ Раҫҫейри пӗрремӗш мультипликаци фильмне кӑтартнӑ[2]. Ку вӑл вӑтам ӗмӗрти пурнӑҫран илнӗ юрату драми, унӑн тӗп сӑнарӗсем кӑпшанкӑсем — мӑйракаллӑ нӑрӑсен патши Люканида тата унӑн савнийӗ — «тӑшман йӑхӗнчен тухнӑ» мӑйӑхлӑ нӑрӑ Герос граф[2]. Мультфильма пукане анимацийӗн технологийӗсемпе усӑ курса режиссёр тата профессиллӗ биолог Владислав Старевич[ru] хатӗрленӗ. Сӑнарсене Старевич хӑйӗн харпӑр энтомологи пуххинчен илнӗ. Картина халӑха ҫав тери кӑмӑла. Америка режиссёрӗ тата мультипликаторӗ Уолт Дисней палӑртнӑ тӑрӑх, «Ытарайми Люканидӑна…» ӳкерекенӗ ыттисенчен вун-вун ҫул мала иртнӗ[3].

1924 ҫулта Патшалӑх кинематографи техникумӗ ҫумӗнче совет режиссёрӗсем Юрий Меркулов, Николай Ходатаев тата Зенон Комиссаренко Экспериментлӑ мультипликаци бюровне йӗркеленӗ, унта вӗсем лаптак марионетка техникипе усӑ курса мультфильмсем ӳкерме тытӑннӑ. Вӗсен шутӗнче: «Планетӑсем хушшинчи революци» тата «Китай вутра». «Китай вутра» тӑван ҫӗршыв экранӗсем ҫине тухнӑ пӗрремӗш тулли метражлӑ мультфильм пулса тӑнӑ[4]. Ҫав ҫулсенче хайлавсене шарж стилӗпе тата сатира сюжечӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ «Культкино» ҫӗнӗ анимаци студийӗ уҫӑлнӑ.

Пилӗк ҫул иртсен Ленинградри «Совкино» фабрикӑра Михаил Цехановский режиссёр хутӑш тенхникӑпа пурнӑҫланӑ «Почта» мультфильм тухнӑ. Ҫак ӗҫ совет саманинче пӗрремӗш тӗрлӗ тӗслӗ тата сасӑллӑ мультфильм пулса тӑнӑ[5].

1935 ҫулта мӗнпур анимаци студисене пӗрлештерсе «Союзмультфильм» студине йӗркеленӗ. Мультипликаци хӑвӑрт аталанса пынӑ. Ҫӗнӗ мелсемпе тата техникӑсемпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, «Итлемен кушак ҫури» мультфильмра сӑнарсенче ҫӑмламаслӑх эффекчӗпе усӑ курнӑ. 1940—1950-мӗш ҫулсенче хатӗрленӗ картинӑсем сӑнарсемпе фонсем чӑнлӑхри пекех пулнипе палӑрса тӑнӑ[4].

Пӗрремӗш анлӑ форматлӑ пуканеллӗ мультфильм 1962 ҫулта кун ҫути курнӑ. Ку вӑл Иван Иванов-Вано[ru] тата Александр Боярский[ru] режиссёрсем Владимир Маяковский хайлавӗсен тӑрӑх ӳкернӗ «Вӗҫекен пролетарий» картина пулнӑ. Ӗҫе тунӑ чухне пӗрремӗш хут хутлӑ «ҫунӑк ефныесем» пуканесемпе усӑ курнӑ.

1967 ҫулта Борис Степанцевӑн «Песня о соколе» мультфильмӗнче СССР-та пӗрремӗш хут кантӑк (целлулоида) ҫинчи живопись мелӗпе усӑ курнӑ, «Малыш и Карлсон» мультфильмра вара — электрографи технологийӗ. Ҫӗнӗ техникӑсемпе стильсемсӗр пуҫне 1960-мӗш ҫулсенче ҫӗнӗ формӑсем те кун ҫути курнӑ: мультсериалсем («Маугли», «Винни Пух», «Ну, погоди!») тата альманахсем (мультипликациллӗ журналсем) («Хаваслӑ карусель», «Светлячок»). Авторлӑ анимаци 1970 ҫулсенче Юрий Норштейн ӗҫӗсем хыҫҫӑн палӑрнӑ. Вӑл нумай яруслӑ перекладкӑллӑ кӑткӑс техникӑна шутласа кӑларнӑ, «поэзи анимацийӗ» ятлӑ ятарлӑ жанр хатӗрленӗ[6].

1980-мӗш ҫулсенче тулли метражлӑ мультипликаци анлӑ сарӑлма пуҫланӑ. Режиссёрсем ҫӗнӗ техникӑна, пластилинлӑ анимацие, алла илме пуҫланӑ. Чи малтанхисен ретӗнчен унпа Александр Татарский 1981 ҫулта кӑларнӑ «Пӗлтӗрхи юр ӳкнӗ чух» картинӑра усӑ курнӑ. 2000-мӗш ҫулсенче, ку отрасль хавшанӑ хыҫҫӑн, тӑван ҫӗршыври анимаци ҫӗнӗрен чӗрӗлме пуҫланӑ. Нумай ҫӗнӗ студи ӗҫе пуҫӑннӑ. Мультфильмсем тунӑ чухне компьютер технологийӗсемпе усӑ курма тытӑннӑ. Раҫҫей режиссёрӗсен ӗҫӗсем тӗнче шайӗнчи анимаци фестивалӗсенче малти вырӑнсем йышӑнма тытӑннӑ[6].

2022 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей анимацийӗн кунне йӗркелеме сӗннӗ, мӗншӗн тесен ҫак кун тӑван ҫӗршывӑн анимацийӗ хӑйӗн кун-ҫулне пуҫланӑ тесе шутлама йышӑннӑ[7].

«Союзмультфильм» киностудин директорсен канашӗн председателӗ Юлиана Слащёва каласа панӑ[8]:

Раҫҫей анимацийӗн историйӗ питӗ вӑрӑм, унӑн пуян та хӑйне евӗрлӗ кун-ҫулӗ: аталану енӗпе вӑл феноменаллӑ. Авторсен техникисене, стилӗсене тата мелӗсене кунти пек тӗнчере урӑх ниҫта та йышлӑ хатӗрлемен. Юлашки вунӑ ҫул хушшинче ҫӗршывра студисен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ, ҫавӑн пек пропорцирех туса кӑларакан контент калӑпӑшӗ те ӳснӗ. Анимаци пӗлӳ, вӑйӑпа кану, компьютер вӑййисен сферине кӗрет, хутӑш облаҫсенче аталанма хавхалантаракан кросс-индустри отраслӗ пулса тӑрать. Ҫак пулӑм отраслӗн пысӑк статусне ҫирӗплетӗ, унӑн авторӗсен ӗҫ пӗлтерӗшне палӑртӗ, ҫавӑн пекех аталану кун-ҫулӗнче йӗр хӑварӗ.

Владимир Путин Президент асӑннӑ пуҫарупа килӗшнӗ. Раҫҫей анимаци кунне йӗркелесси ҫинчен калакан 543 № Хушӑва 2022 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ[9].

Йӑласем

Ҫак кун ҫӗршывӗпех нумай мероприяти тата акци иртет. Чылай хулара фестивальсем йӗркелеҫҫӗ, совет саманинче тата Раҫҫейре хатӗрленӗ мультфильмсен тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ, паллӑ аниматорсемпе мультипликаторсем ӑсталӑх лаҫҫисем ирттереҫҫӗ. Шкулсемпе вулавӑшсенче ӗҫлекенсем мультфильмсем мӗнле ӑсталани пирки каласа паракан лекцисем ирттереҫҫӗ, куравсем, концертсем, викторинӑсем, вӑйӑсем, театрализациленӗ мероприятисемпе квестсем йӗркелеҫҫӗ. 2014 ҫултан пуҫласа ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускавра ҫавӑн пекех «Икар» наци анимаци премипе чыслаҫҫӗ[8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Зурбалиева, Мария. День российской анимации 2024: история и традиции праздника. Семья. Проект Комсомольской правды (8 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Михайлин, Ю. Высшие формы — «Прекрасная Люканида» Владислава Старевича. Seance (8 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  3. ^ Иванова, Екатерина. Любите мультфильмы? День российской анимации, которой исполнилось 110 лет, это и ваш праздник. Учительская газета (8 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Буранов, Никита. Как появилась и развивалась отечественная мультипликация? Российское военно-историческое общество. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  5. ^ Как появилась и развивалась отечественная мультипликация? Animata (26 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Сидоркина, Л. Г., Овсянникова, А. Ю., Пьянкова, А. В. Отечественная анимация 60-80х годов // Международный научно-исследовательский журнал. — 2015.
  7. ^ Зыкина, Татьяна. В России учредили День анимации. РБК (12 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Альперина, Сусанн. "Аниматоры нужны и любимы": Как отмечается День российской анимации и какие мультфильмы обязательны к просмотру. Российская газета (5 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  9. ^ Путин учредил День российской анимации. Известия (12 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.

Хушма литература

  • Асенин, С. Волшебство экрана. — М.: Искусство, 1974.
  • Горшкова, Д. История российской мультипликации. XX век. — М.: ИД Варио, 2016.
  • Норштейн, Ю. Снег на траве. Фрагменты книги. Лекции по искусству анимации. — М.: ВГИК, 2005.
  • Томан Инга Бруновна. «Рыцарь русской анимации» // Современные проблемы сервиса и туризма. — 2010. — № 4.
  • Чашкина Людмила Юрьевна. Мультипликация дозвукового периода: ранние эксперименты // Genesis: исторические исследования. — 2019. — № 3.
  • Энциклопедия отечественной мультипликации. — М.: Алготитм, 2006.