Раҫҫей кунӗ
Раҫҫей кунӗ (унчченхи ячӗ — Патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацин йышӑннӑ кун, ҫавӑн пекех Пӑхӑнманлӑх кунӗ ятпа та паллӑ; выр. День России) — Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх уявӗ, ӑна ҫулсерен ҫӗртмен 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. РФ Аслӑ Канашӗн 1992 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе РСФСР патшалӑх суверенитечӗ пирки Деклараци йышӑннине чысласа вӑя кӗртнӗ. Кану кунӗ шутланать[1][2].
Ҫак кун Кремльте савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫынсене йышӑнаҫҫӗ, РФ президенчӗ патшалӑх премийӗсемпе тата наградӑсемпе чыслать. Ҫӗршывӗпех уяв концерчӗсем, спорт тата патриотлӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 12-мӗшӗ кану кунӗ шутланать. Вӑл шӑматкуна е вырсарникуна лекет пулсан, канмалли куна тепӗр ӗҫ кунне куҫараҫҫӗ.
Историйӗ
1990 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче РСФСР халӑх депутачӗсен I съездӗнче РСФСР патшалӑх суверенитечӗ пирки Деклараци йышӑннӑ. Документ республика Конституцийӗпе саккунӗсем Совет Союзӗн акчӗсенчен ҫӳлерех тӑнине палӑртнӑ, ҫавӑн пекех влаҫсене уйӑрассин принципне тата граждансемпе общество организацийӗсен тан прависене ҫирӗплетнӗ[3][4].
Уяв шайӗнче, ӗҫлемен кун статусне РФ Аслӑ Канашӗн йышӑнӑвӗпе 1992 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ[1], малтан вӑл Пӑхӑнманлӑх кунӗ ятлӑ пулнӑ[5].
1993 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей гражданӗсене чӗнсе каланӑ чухне Борис Ельцин ҫапла палӑртнӑ:
Раҫҫей хӑйӗн патшалӑх уявне — Пӑхӑнманлӑх кунне кӗтсе илет. Ку ҫамрӑк уяв, вӑл пирӗн пурнӑҫа виҫӗ ҫул маларах, Раҫҫей патшалӑх суверенитечӗ пирки декларацие йышӑннипе кӗчӗ[6].
Президентӑн 1994 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи Указӗпе уява патшалӑх уявĕ тесе пӗлтернӗ тата вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх суверенитечӗ пирки Деклараци йышӑннӑ кун пулса тӑнӑ[7].
1998 ҫулта Борис Ельцин телекӑларӑм урлӑ чӗнсе каласа уява «Раҫҫей кунӗ» ят пама сӗннӗ.
Ку ята официаллӑ майпа 2002 ҫулта, уяв тата канмалли кунсене палӑртнӑ РФ ҫӗнӗ Ӗҫ кодексӗ вӑя кӗнипе ҫирӗплетнӗ[8].
Уява йышӑнни тата унӑн контексчӗ
Экспертсен хаклавӗсем тӑрӑх, уява хутшӑнни вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пынӑ. Малтанах ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшне Суверенитет пирки Деклараци витӗмӗ урлӑ йышӑннӑ, вӑл РСФСРшӑн Совет Союзӗн йышӗнчен тухмалли правӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл тапхӑрта ку дата час-часах историри ҫыхӑнусем хавшанипе тата патшалӑх аталанӑвӗн маларахри тапхӑрӗнчен пӑрӑннипе ассоциациленнӗ[9]. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, СССР арканнине масштабпа геополитика пӑтранӑвӗ пек ҫӗнӗлле ӑнланнипе, уявӑн тупсӑмӗ улшӑннӑ: акцент иртнине хирӗҫлессинчен хальхи вӑхӑтра конструктивлӑ ӗҫлесси тата пуласлӑх стратегине йӗркелесси ҫине куҫнӑ[10].
2001 ҫулта Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин савӑнӑҫлӑ приемра каланӑ чухне ҫапла пӗлтернӗ:
Ҫак ҫулсенче мӗн курни-тӳсни, пирӗн пӗтӗм опыт — ҫитӗнӳсем те, йӑнӑшсем те — пӗр япала пирки калаҫҫӗ. Кирек хӑш реформӑсен те тупсӑмӗ ҫынсемшӗн ӗҫленӗ чухне кӑна пур. Енчен те реформӑсем граждансен интересӗсене шута илмеҫҫӗ пулсан — вӑл арканать. Раҫҫей демократийӗн тӗп урокӗ те ҫакӑнтах. Ун пирки эпир паян та, Раҫҫей кунӗнче, калама тытӑнса тӑратпӑр[11].
ВЦИОМ Аналитика центрӗн ыйтса пӗлнин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫей ҫыннисен ҫурринчен ытларахӑшӗ (57 %) Совет Союзӗ арканнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫакна тумасӑр та май пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ (2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшĕ тӗлне илнӗ даннӑйсем тӑрӑх)[12].
Йӑласемпе мероприятисем
Уявӑн тӗп символӗ наци триколорӗ пулса тӑрать, тӗп уяв мероприятийӗсем йӑла тӑрӑх Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртеҫҫӗ. 2001 ҫултан пуҫласа уява Мускавра тата ҫӗршывӑн ытти хулисенче салютсемпе паллӑ тӑваҫҫӗ[1].
Ҫак кун Кремлӗн Аслӑ керменӗн Георгий залӗнче ӑслӑлӑхпа технологисем, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗсене, ҫавӑн пекех право хӳтӗлевĕпе ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсенчи чаплӑ ҫитӗнӳсемшӗн премисене тата «Ӗҫ Паттӑрӗ» медалӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура памалли церемони иртет[4][13][14].
Ҫӗршыв хулисен уҫлӑхне патшалӑх ялавӗсемпе тата ҫак тамӑпа ҫывӑх баннерсемпе капӑрлатаҫҫӗ. Фестивальсем, концертсем, курав проекчӗсем, спорт тупӑшӑвĕсем тата гражданла-патриотла акцисем иртеҫҫӗ.
2024 ҫулхи паллӑ та калӑпӑшлӑ пулӑмсенчен пӗри Краснодар крайӗнчи Сукко поселокӗнче иртнӗ акци пулса тӑнӑ, унта 4 пин тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ Раҫҫей ялавӗн пирне сарса янӑ. Хура тинӗс ҫыранӗнчи акцие 1221 ҫын хутшӑннă. Ҫак ҫитӗнӗве экспертсем Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекинче палӑртса хунӑ[15].
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшĕнчи дата ҫемье ҫирӗплетекен ҫамрӑксем хушшинче те паллӑ вырӑнта тӑрать. Сӑмахран, 2024 ҫулта Раҫҫей кунӗнче Мускавра 165 ҫемье мӑшӑрланнӑ[16].
2007 ҫултан пуҫласа «Раҫҫей триколорӗ» акци иртет, ун вӑхӑтӗнче волонтерсем наци ялавӗн тӗсӗсемлӗ ленточкӑсене валеҫеҫҫӗ[1][4].
«Эпир — Раҫҫей гражданӗсем!» пӗтӗм Раҫҫейри акци йӑлана кӗнӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӗренӳре, спортра е общество ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑ 14 ҫулти шкул ачисем хӑйсен пӗрремӗш паспорчӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, ҫав шутра патшалӑхӑн тӗп ҫыннисен аллинчен илеҫҫӗ[1][4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 История празднования Дня России - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента РФ О государственном празднике Российской Федерации. https://docs.cntd.ru (2 ҫӗртмен 1994). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 12 июня отмечают День России. Межпарламентская Ассамблея государств — участников СНГ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 День России 2026: когда, какого числа, как празднуют 12 июня, история праздника. РБК Life (28 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ День принятия Декларации о государственном суверенитете России - День России. ФГБУ «Президентская библиотека имени Б.Н. Ельцина». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Обращение Президента Российской Федерации Б.Н.Ельцина к гражданам Российской Федерации накануне праздника - Дня независимости России. https://yeltsin.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ День России 2026: какого числа, история и традиции. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ День России 2026: когда отмечается и что за праздник (2025-06-12). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Декларация о государственном суверенитете Российской Советской Федеративная Социалистической Республики. https://docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
- ^ Путин разъяснил свои слова о "геополитической катастрофе" в контексте распада СССР - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
- ^ Выступление на торжественном приеме по случаю Дня принятия Декларации о государственном суверенитете России. http://www.kremlin.ru (12 ҫӗртмен 2001). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Опрос показал, сколько россиян сожалеют о распаде СССР (2026-03-17). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ В День России Vladimir Putin вручил медали «Герои труда РФ»: Кого наградил президент (2024-06-12). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Путин в День России вручил госпремии и медали Героев Труда. www.rbc.ru (12 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ На Кубани в День России развернули самый большой триколор страны. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ В День России в Москве поженились 165 пар (2024-06-13). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.