Рихтер Кирилл Максимович
Рихтер Кирилл Максимович (ҫур. 1989 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ, Наро-Фоминск[d], СССР) — пианист тата композитор, минимализм тата неоклассика енӗпе хайлакан Раҫҫей пултарулӑх ҫынни.
Тӗнче шайӗнчи FIFA 2018 футбол чемпионачӗн мусӑк темин авторӗ. Унӑн ытти паллӑ композицийӗсем: «In Memoriam», «Черновик», «Тема дома», ҫавӑн пекех «Chronos» фортепиано пьеси[1][2].
Рихтер фортепиано, камера тата симфони оркестрӗсем валли хайлать, ҫавӑн пекех автор киновӗ, фантастика блокбастерӗсем, хальхи хореографи спектаклӗсем валли мусӑк ҫырать; неоклассика енӗпе ӗҫлекен ют ҫӗршыври музыкантсемпе пӗрле концертсенче вылять[3][4].
Кун-ҫулӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Кирилл Рихтер 1989 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Мускав ҫумӗнчи тӑрӑхра ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ ҫар ҫынни, амӑшӗ — преподаватель-дефектолог, пиччӗшӗ компьютер вӑййисен сферинче ӗҫлекен художник пулса тӑнӑ. Унӑн ҫемйине илес пулсан мусӑкпа интересленекенсен шутӗнче кларнетпа вылякан мӑн аслашшӗ кӑна пулнӑ[1].
Пӗчӗк чухне Кирилл мусӑк юратакансенчен йӗркеленӗ фортепиано триора вылянӑ. Пуҫламӑш мусӑк пӗлӗвне экстерн мелӗпе илнӗ: ҫулталӑк хушшинче килте преподавательпе вӗренсе фортепиано калама тата тӗп музыка дисциплинисене алла илнӗ. Чӑн мусӑк пӗлӗвӗ — Наро-Фоминск хулинчи 3 № ДМШ (15 ҫулта вӗренме кӗнӗ, пӗр ҫул хушшинче хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ) пӗр класс вӗренни. 16 ҫулта кӗвӗ хайлама пуҫланӑ[5][6][1].
2006 ҫулта МИФИн Обнинск уйрӑмне (инженерлӑ проектлавӗпе дизайн факультечӗ) вӗренме кӗнӗ, 2010 ҫулта унтан лайӑх паллӑсем илсе вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ ҫул пӗлӳ илнӗ специальноҫпе ӗҫленӗ: журнал вёрсткине тунӑ тата логотипсем хатӗрлессипе ӗҫленӗ. 2012 ҫулта Британири аслӑ дизайн шкулӗн (Хартфордшир университечӗ, Лондон) тумтир дизайнӗн факультетне вӗренме кӗнӗ, 2016 ҫулта унтан аслӑ баллпа вӗренсе тухнӑ, Аслӑ Британин правительство грантне илнӗ, тата тӗнчери ӳнер бакалаврӗн ӑсчах степенне тивӗҫнӗ. Диплом экзаменне тытнӑ хыҫҫӑн мусӑк патне таврӑнасшӑн пулнине ӑнланса илнӗ[5][6][1].
Концертсемпе альбомсем
2013 ҫултанпа хӑйӗн ӗҫӗсене кӗртнӗ программӑпа камера концерчӗсем пама пуҫланӑ, ҫавӑн пекех хӗлӗхлӗ инструментсем валли пӗрремӗш хайлавсем ҫырса пӑхнӑ. Унӑн малтанхи хайлавӗсем — «Анна», «In Memoriam», «Ophelia» композицисем[7][1].
2016 ҫулта хӑйӗн вальсӗсене SoundCloud ҫине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн 1631 Recordings пӗрле «Towards The Beloved City» альбом ҫырма сӗннӗ[8][1]. 2016 ҫултанпа мусӑкҫӑ Richter Trio йышӗнче (Август Крепак виолончелистпа тата Алёна Зиновьева сӗрме купӑсҫӑпа пӗрле) концертсем ирттерет[1].
2017 ҫулта Союзсен ҫурчӗн Колонна залӗнче Кирилл Рихтерӑн пӗрремӗш пӗлтерӗшлӗ концерчӗ иртнӗ[9][3]. Ҫулталӑк хушшинче вӑл вун-вун концерт панӑ, чи малтан уйрӑммӑн фортепиано каланӑ пулсан каярахпа Раҫҫейри чи паллӑ оркестрсемпе пӗрле ирттернӗ[1]. Композиторӑн чи паллӑ концерчӗсен шутне хӗлӗхлӗ оркестрпа Христос Ҫӑлавҫӑ храмӗнче[10] тата Мускаври «Зарядье» залра[1] вылянине кӗртме пулать.
2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче унӑн Раҫҫейри пӗрремӗш альбомӗ — «Chronos» ятли — тухнӑ[11], унта унӑн фортепиано, сӗрме купӑс тата виолончель валли ҫырнӑ хайлавӗсен студире ҫырнӑ версисем кӗнӗ[4]. Альбом тухнӑ хыҫҫӑн Рихтер пластинкӑна сутӑнма пулӑшас тӗллевпе гастроль турне тухса кайнӑ[1].
Рихтер Европӑри паллӑ концерт площадкисенче, ҫав шутра Лондонри Альберт-холра, Гамбургри Эльба филармонийӗнче тата ытти вырӑнсенче те хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ[12].
2021 ҫулта Манижа юрӑҫпа пӗрле Чулхула 800 ҫул тултарнине уявланӑ чух ҫырса илнӗ «Russian Woman Show» концертра ҫырнӑ мини-альбома кӑларнӑ[13].
2023 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче Мускаври Сӑваплӑ Петӗрпе Павӑл соборӗнче Рихтер хайланӑ ҫӗнӗ симфони премьери пулса иртнӗ (автор ӑна мусӑкпа архитектура синтезне халалланӑ, тата ӑна ятарласа Symphony 34 пурӑнмалли ҫуртсен комплекс валли ҫырнӑ). Хайлава LS Orchestra хальхи вӑхӑтри мусӑк оркестрӗ выляса кӑтартнӑ, ҫак мероприятие Владимир Скохоморохов органист та хутшӑннӑ. Композицин тӗп шухӑшӗ — ӗлӗкхи йӑла-йӗркепе хальхи саманана пӗр тӗвве пӗрлештересси[14].
2025 ҫулта Warner Classics лейбл Рихтерӑн «Towards the Beloved City» ҫӗнӗ альбомне кӑларнӑ[15].
Пултарулӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ
Рихтер хӑйӗн хайлавӗсенче классикӑпа авангарда, электронлӑ экспериментсемпе акустика янравне ҫыхӑнтарма тӑрӑшать. Хӑй вӑл унӑн хайлавӗсем пирки «неоклассика» е «минимализм» тесен ҫакна йышӑнмасть, апла пулин те «экспрессивлӑ минимализм» термин унӑн пултарулӑхне лайӑх сӑнласа парать[16][8].
Композитор хӑйӗн хайлавӗсене ҫапла ӑнлантарса парать: «Манӑн кӗвӗ — пурнӑҫа сӑнлакан саундтрек, вӗсенче эсир манпа пулса иртнӗ вӑл е ку самантсене илтме пултаратӑр. Эпӗ каласа кӑтартакан историсем темле майпа ыттисен пурнӑҫӗпе те пӗрешкел сасӑ тупаҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне эпир пурте пӗр чӗлхепе калаҫнӑ евӗр туйӑм ҫуралать те»[16].
М. Равель тата С. Прокофьев пултарулӑхӗпе хавхаланнӑ музыкант ҫирӗплетнӗ тӑрӑх музыкӑра пӗчӗк шайри тата йӑлана кӗнӗ хатӗрсемпе, тата академиллӗ кӗвӗ инструменчӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑллать. Итлекенсен тимлӗхне пур енчен те тӗп-тӗрӗс ярса илме тӑрӑшнӑ май, музыкант шучӗпе, ҫак тӗллев патне ӑна халиччен усӑ курман хатӗрсемпе тата электроникӑпа усӑ курни мар, ятарласа чикӗсем туни ҫывхартать[17].
Театр проекчӗсем
Композитор «The Frames» ташӑ перформансӗн соавторӗ. Ӑна Раҫҫейпе Катар культурин пӗрлехи ҫулталӑк шайӗнчи Тӗп художник ҫуртӗнче кӑтартнӑ. Сергей Полунин балет артисчӗ «The Song of Distant Earth» композицийӗпе усӑ курса выступлени кӑтартнӑ[18]. Хайлава Дохӑра, Катар тӗп хулинче, Катар филармони оркестрӗн мусӑкҫисемпе, ҫав шутра арапсен наци кӗвӗ инструменчӗсемпе усӑ курнипе ҫырса илнӗ[1].
Театр валли хайланӑ Рихтерӑн ытти ӗҫӗсем — Илья Живой Мариин театрӗн ташлаканпа пӗрле хатӗрленӗ «Ӗмӗтленӳ» хореографи номерӗ валли ҫырнӑ кӗвӗ (премьери 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ)[16][19], тата Канадӑн наци балечӗ валли хайланӑ «In Time We Trust» пьеса[1].
Фестивальсене хутшӑнни
Кинори тата телекураври ӗҫсем
2018 ҫулта Кирилл Рихтер портфолио телекуравпа кино валли хатӗрленӗ ӗҫсемпе пуянланнӑ. FOX Sports американ телекомпанийӗ музыканта FIFA 2018 тӗнче шайӗнчи футбол чемпионачӗ валли трансляцисем йӗркелемешкӗн официаллӑ тема авторӗ пулса тӑма чӗннӗ. «Where Angels Fear to Tread — FOX Sports Original Sountrack» композици, тӗрӗссипе, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри телекуракансемшӗн тӗнче шайӗнчи спорт пулӑмӗн гимнӗ пулса тӑнӑ[24][25].
Композитор Сергей Лукьяненкӑн «Черновик» ятлӑ романӗ тӑрӑх ӳкернӗ пӗрешкел ятлӑ ӑслӑлӑхпа фантастика блокбастерӗ валли хатӗрленӗ саундтрексен авторӗ пулса тӑнӑ[26]. Иван Твердовскийӗн «Подбросы» (акăл. Jumpman) драма («Кинотавр» фестивальте ӑна призсемпе палӑртнӑ) валли композитор «Jumpman (Original Motion Picture Soundtrack) альбом ҫырнӑ. Альбом уйрӑмлӑхӗ: классикӑлла хӗлӗхлӗ квартетӑн механикӑлла янӑравӗнче «шеллеме пӗлмен каҫхи хула сӗмӗ палӑрать: трансформатор кӗрлевӗ, люминисцентлӑ лампӑсен шавӗ, сирена ҫухӑрни»[27][1].
2019 ҫулта композитор «Кинопоэзи» проектӑн кӗске метражлӑ пӗр фильмӗ валли саундтрек авторӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Анна Меликян режиссёрӑн икӗ ӗҫӗ валли саундтрексем хатӗрленӗ: «Эпӗ сан пата пыратӑп» кӗске метражлӑ фильм валли тата «Фея» триллер валли[1]. 2020-мӗш ҫулта Кириллӑн «Механизмсем» композиципе Apple хӑйӗн «Эрмитаж. Снято на iPhone 11 Pro — кинопутешествие по великом музею» (чӑв. «Эрмитаж. iPhone 11 Pro-па ӳкернӗ — аслӑ музей тӑрӑх кино шайӗнче курса ҫӳрени») реклама роликӗнче усӑ курнӑ.
Дискографи
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Кирилл Рихтер. Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Рихтер. Last.fm. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Гусарова Ю. Hauschka и Кирилл Рихтер на концерте SOUND UP №8. Сноб (21 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кирилл Рихтер. Новосибирская филармония. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Рихтер Кирилл Максимович. Союз Композиторов России. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Яковлев С. 12 апостолов: Кирилл Рихтер // Esquire : журнал. — 2017. — 15 нарӑсӑн (№ 130). 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2, 3 Кирилл Рихтер. 24СМИ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Букина Е. Кирилл Рихтер vs Павел Карманов: Мы играем музыку собственных шестеренок в мозгу. Сноб (29 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ В Большом колонном зале Дома Союзов пройдет концерт Sound Up. Коммерсантъ (25 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Гусарова Ю. Концерт Кирилла Рихтера со струнным оркестром в Храме Христа Спасителя. Сноб (16 чӳкӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Рихтер, «Мальбэк», Cream Soda и другие талантливые молодые музыканты. Vogue (22 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Концерт Кирилла Рихтера и Richter Trio. ВДНХ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Манижа выпустила концертный EP Russian Woman Show совместно с Кириллом Рихтером. Esquire (24 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Бобина А. Кирилл Рихтер написал симфонию по мотивам архитектуры ЖК Symphony 34. РБК (24 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Kirill Richter (англ.). Warner Classics. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Киселёва Ю. Музыка: концерт Sound Up в Доме Союзов — блиц-интервью с Кириллом Рихтером и Hauschka. Posta-magazine (30 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Рихтер. Sound Up (19 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Сергей Полунин: премьера перформанса The Frames. Buro 24/7 (14 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Петров О. Сны на пороге реальности: хореографические опыты Ильи Живого // Культура Урала : журнал. — 2020. — Октябрь (№ 8 (84)). — .
- ^ Programmarchiv (нем.). Reeperbahnfestival. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Kirill Richter (англ.). Classical:NEXT. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Heading To The Great Escape? Here’s Who You Should Catch (англ.). Clash (18 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Kirill Richter & Richter Trio. Richter Trio. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Рихтер написал музыкальную тему чемпионата мира по футболу для телеканала Fox Sports. Esquire (5 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Andrei Savochkin. From Russia With a World Cup Theme Song (англ.). The Moscow Times (5 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Черновик (2018). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ «Звуки безжалостного ночного города»: у Кирилла Рихтера вышел альбом с музыкой к фильму «Подбросы». Esquire (22 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Kirill Richter. deezer. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кирилл Рихтер. Rate your music. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Ҫавра сӗтел. Кирилл Рихтерпа Миша Мищенко неоклассика мӗн япала иккенне ӑнлантараҫҫӗ (выр.). style.rbc.ru (12 раштавӑн 2018).