Рихтер Кирилл Максимович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья
Ҫын пирки
Рихтер Кирилл Максимович
Richter by Igor Klepnev.jpg
Чӑн ят выр. Кирилл Рихтер
Çуралнă вăхăт 7.12.1989(1989-12-07) (34 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Сайт readymag.com/u48367288/k…
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Рихтер Кирилл Максимович (Наро-Фоминск, Мускав облаҫӗ, пианист тата минимализм тата неоклассика енӗпе хайлакан Раҫҫей пултарулӑх ҫынни.

Тӗнче шайӗнчи FIFA 2018 футбол чемпионачӗн мусӑк темин авторӗ. Унӑн ытти паллӑ композицийӗсем: «In Memoriam», «Черновик», «Тема дома», ҫавӑн пекех «Chronos» фортепиано пьеси[1][2].

Рихтер фортепиано, камера тата симфони оркестрӗсем валли хайлать, ҫавӑн пекех автор киновӗ, фантастика блокбастерӗсем, хальхи хореографи спектаклӗсем валли мусӑк ҫырать; неоклассика енӗпе ӗҫлекен ют ҫӗршыври музыкантсемпе пӗрле концертсенче вылять[3][4].

Кун-ҫулӗ

Малтанхи ҫулӗсем

Кирилл Рихтер преподаватель-дефектолог, пиччӗшӗ компьютер вӑййисен сферинче ӗҫлекен художник пулса тӑнӑ. Унӑн ҫемйине илес пулсан мусӑкпа интересленекенсен шутӗнче кларнетпа вылякан мӑн аслашшӗ кӑна пулнӑ[1].

Пӗчӗк чухне Кирилл мусӑк юратакансенчен йӗркеленӗ фортепиано триора вылянӑ. Пуҫламӑш мусӑк пӗлӗвне экстерн мелӗпе илнӗ: ҫулталӑк хушшинче килте преподавательпе вӗренсе фортепиано калама тата тӗп музыка дисциплинисене алла илнӗ. Чӑн мусӑк пӗлӗвӗ — Наро-Фоминск хулинчи 3 № ДМШ (15 ҫулта вӗренме кӗнӗ, пӗр ҫул хушшинче хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ) пӗр класс вӗренни. 16 ҫулта кӗвӗ хайлама пуҫланӑ[5][6][1].

2006 ҫулта МИФИн Обнинск уйрӑмне (инженерлӑ проектлавӗпе дизайн факультечӗ) вӗренме кӗнӗ, 2010 ҫулта унтан лайӑх паллӑсем илсе вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ ҫул пӗлӳ илнӗ специальноҫпе ӗҫленӗ: журнал вёрсткине тунӑ тата логотипсем хатӗрлессипе ӗҫленӗ. 2012 ҫулта Британири аслӑ дизайн шкулӗн (Хартфордшир университечӗ, ӳнер бакалаврӗн ӑсчах степенне тивӗҫнӗ. Диплом экзаменне тытнӑ хыҫҫӑн мусӑк патне таврӑнасшӑн пулнине ӑнланса илнӗ[5][6][1].

Концертсемпе альбомсем

2013 ҫултанпа хӑйӗн ӗҫӗсене кӗртнӗ программӑпа камера концерчӗсем пама пуҫланӑ, ҫавӑн пекех хӗлӗхлӗ инструментсем валли пӗрремӗш хайлавсем ҫырса пӑхнӑ. Унӑн малтанхи хайлавӗсем — «Анна», «In Memoriam», «Ophelia» композицисем[7][1].

2016 ҫулта хӑйӗн вальсӗсене SoundCloud ҫине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн 1631 Recordings пӗрле «Towards The Beloved City» альбом ҫырма сӗннӗАвгуст Крепак виолончелистпа тата Алёна Зиновьева сӗрме купӑсҫӑпа пӗрле) концертсем ирттерет[1].

2017 ҫулта Союзсен ҫурчӗн Колонна залӗнче Кирилл Рихтерӑн пӗрремӗш пӗлтерӗшлӗ концерчӗ иртнӗ[9][3]. Ҫулталӑк хушшинче вӑл вун-вун концерт панӑ, чи малтан уйрӑммӑн фортепиано каланӑ пулсан каярахпа Раҫҫейри чи паллӑ оркестрсемпе пӗрле ирттернӗ[1]. Композиторӑн чи паллӑ концерчӗсен шутне хӗлӗхлӗ оркестрпа Христос Ҫӑлавҫӑ храмӗнче[10] тата Мускаври «Зарядье» залра[1] вылянине кӗртме пулать.

2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче унӑн Раҫҫейри пӗрремӗш альбомӗ — «Chronos» ятли — тухнӑ[11], унта унӑн фортепиано, сӗрме купӑс тата виолончель валли ҫырнӑ хайлавӗсен студире ҫырнӑ версисем кӗнӗ[4]. Альбом тухнӑ хыҫҫӑн Рихтер пластинкӑна сутӑнма пулӑшас тӗллевпе гастроль турне тухса кайнӑ[1].

Рихтер Европӑри паллӑ концерт площадкисенче, ҫав шутра Альберт-холра, Эльба филармонийӗнче тата ытти вырӑнсенче те хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ[12].

2021 ҫулта Манижа юрӑҫпа пӗрле Чулхула 800 ҫул тултарнине уявланӑ чух ҫырса илнӗ «Russian Woman Show» концертра ҫырнӑ мини-альбома кӑларнӑ[13].

Сӑваплӑ Петӗрпе Павӑл соборӗнче Рихтер хайланӑ ҫӗнӗ симфони премьери пулса иртнӗ (автор ӑна мусӑкпа архитектура синтезне халалланӑ, тата ӑна ятарласа Symphony 34 пурӑнмалли ҫуртсен комплекс валли ҫырнӑ). Хайлава LS Orchestra хальхи вӑхӑтри мусӑк оркестрӗ выляса кӑтартнӑ, ҫак мероприятие Владимир Скохоморохов органист та хутшӑннӑ. Композицин тӗп шухӑшӗ — ӗлӗкхи йӑла-йӗркепе хальхи саманана пӗр тӗвве пӗрлештересси[14].

Пултарулӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ

Рихтер хӑйӗн хайлавӗсенче авангарда, электронлӑ экспериментсемпе акустика янравне ҫыхӑнтарма тӑрӑшать. Хӑй вӑл унӑн хайлавӗсем пирки «неоклассика» е «минимализм» тесен ҫакна йышӑнмасть, апла пулин те «экспрессивлӑ минимализм» термин унӑн пултарулӑхне лайӑх сӑнласа парать[15][8].

Композитор хӑйӗн хайлавӗсене ҫапла ӑнлантарса парать: «Манӑн кӗвӗ — пурнӑҫа сӑнлакан саундтрек, вӗсенче эсир манпа пулса иртнӗ вӑл е ку самантсене илтме пултаратӑр. Эпӗ каласа кӑтартакан историсем темле майпа ыттисен пурнӑҫӗпе те пӗрешкел сасӑ тупаҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне эпир пурте пӗр чӗлхепе калаҫнӑ евӗр туйӑм ҫуралать те»[15].

М. Равель тата С. Прокофьев пултарулӑхӗпе хавхаланнӑ мусӑкҫӑ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх мусӑкра пӗчӗк шайри тата йӑлана кӗнӗ хатӗрсемпе, тата академиллӗ кӗвӗ инструменчӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑллать. Итлекенсен тимлӗхне пур енчен те тӗп-тӗрӗс ярса илме тӑрӑшнӑ май, музыкант шучӗпе, ҫак тӗллев патне ӑна халиччен усӑ курман хатӗрсемпе тата электроникӑпа усӑ курни мар, ятарласа чикӗсем туни ҫывхартать[16].

Театр проекчӗсем

Композитор «The Frames» ташӑ перформансӗн соавторӗ. Ӑна Раҫҫейпе Тӗп художник ҫуртӗнче кӑтартнӑ. Сергей Полунин балет артисчӗ «The Song of Distant Earth» композицийӗпе усӑ курса выступлени кӑтартнӑДохӑра, Катар тӗп хулинче, Катар филармони оркестрӗн мусӑкҫисемпе, ҫав шутра арапсен наци кӗвӗ инструменчӗсемпе усӑ курнипе ҫырса илнӗ[1].

Театр валли хайланӑ Рихтерӑн ытти ӗҫӗсем — Илья Живой Мариин театрӗн ташлаканпа пӗрле хатӗрленӗ «Ӗмӗтленӳ» хореографи номерӗ валли ҫырнӑ кӗвӗ (премьери 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ)Канадӑн наци балечӗ валли хайланӑ «In Time We Trust» пьеса[1].

Фестивальсене хутшӑнни

Музыкӑпа кӑсӑкланакан Европа халӑхӗ Кирилл Рихтера тӗнчипе паллӑ мусӑк фестивалӗсене хутшӑннипе пӗлет. Вӗсен хушшинче Германири Reeperbahn (2017, Брайтон)[21] тата ыттисем те[22].

Кинори тата телекураври ӗҫсем

2018 ҫулта Кирилл Рихтер портфолио телекуравпа кино валли хатӗрленӗ ӗҫсемпе пуянланнӑ. FOX Sports американ телекомпанийӗ музыканта FIFA 2018 тӗнче шайӗнчи футбол чемпионачӗ валли трансляцисем йӗркелемешкӗн официаллӑ тема авторӗ пулса тӑма чӗннӗ. «Where Angels Fear to Tread — FOX Sports Original Sountrack» композици, тӗрӗссипе, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри телекуракансемшӗн тӗнче шайӗнчи спорт пулӑмӗн гимнӗ пулса тӑнӑ[23][24].

Композитор Сергей Лукьяненкӑн «Черновик» ятлӑ романӗ тӑрӑх ӳкернӗ пӗрешкел ятлӑ ӑслӑлӑхпа фантастика блокбастерӗ валли хатӗрленӗ саундтрексен авторӗ пулса тӑнӑ[25]. Иван Твердовскийӗн «Подбросы» (акăл. Jumpman) драма («Кинотавр» фестивальте ӑна призсемпе палӑртнӑ) валли композитор «Jumpman (Original Motion Picture Soundtrack) альбом ҫырнӑ. Альбом уйрӑмлӑхӗ: классикӑлла хӗлӗхлӗ квартетӑн механикӑлла янӑравӗнче «шеллеме пӗлмен каҫхи хула сӗмӗ палӑрать: трансформатор кӗрлевӗ, люминисцентлӑ лампӑсен шавӗ, сирена ҫухӑрни»[26][1].

2019 ҫулта композитор «Кинопоэзи» проектӑн кӗске метражлӑ пӗр фильмӗ валли саундтрек авторӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Анна Меликян режиссёрӑн икӗ ӗҫӗ валли саундтрексем хатӗрленӗ: «Эпӗ сан пата пыратӑп» кӗске метражлӑ фильм валли тата «Фея» триллер валли[1]. 2020-мӗш ҫулта Кириллӑн «Механизмсем» композиципе Apple хӑйӗн «Эрмитаж. Снято на iPhone 11 Pro — кинопутешествие по великом музею» (чӑв. «Эрмитаж. iPhone 11 Pro-па ӳкернӗ — аслӑ музей тӑрӑх кино шайӗнче курса ҫӳрени») реклама роликӗнче усӑ курнӑ[27][28].

Дискографи

  • 2016 — Towards The Beloved City[7]
  • 2018 — Jumpman (Original Motion Picture Soundtrack), EmuBands[7][29]
  • 2019 — Chronos (EmuBands)[30]
  • 2019 — In Memoriam[29]
  • 2020 — The Songs of Distant Earth[30][29]

Ӑнлантарусем

  1. ^ Вокруг ТВ.
  2. Last.fm.
  3. ^ Сноб (2016-11-21).
  4. ^ 1 тата 2 Кирилл Рихтер. Новосибирская филармония.
  5. ^ 1 тата 2 Рихтер Кирилл Максимович. Союз Композиторов России.
  6. ^ Esquire : журнал. — 2017. — 15 Нарӑс уйӑхӗн (№ 130). 2019 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ 1, 2 тата 3 Кирилл Рихтер. 24СМИ.
  8. ^ Сноб (2017-06-29).
  9. Коммерсантъ (2016-11-25).
  10. Сноб (2017-11-16).
  11. Vogue (2018-10-22).
  12. ВДНХ.
  13. Esquire (24 сентября 2021).
  14. ^ Бобина А. Кирилл Рихтер написал симфонию по мотивам архитектуры ЖК Symphony 34. РБК (2023-07-24).
  15. ^ 1, 2 тата 3 Киселёва Ю. Музыка: концерт Sound Up в Доме Союзов — блиц-интервью с Кириллом Рихтером и Hauschka. Posta-magazine (2016-11-30).
  16. ^ Кирилл Рихтер. Sound Up (2017-09-19).
  17. ^ Сергей Полунин: премьера перформанса The Frames. Buro 24/7 (2018-12-14).
  18. ^ Петров О. Сны на пороге реальности: хореографические опыты Ильи Живого // Культура Урала : журнал. — 2020. — Октябрь (№ 8 (84)). — С. 34–39.
  19. ^ Programmarchiv (ним.). Reeperbahnfestival.
  20. ^ Kirill Richter (акăлч.). Classical:NEXT.
  21. ^ Heading To The Great Escape? Here’s Who You Should Catch (акăлч.). Clash (2018-05-18).
  22. ^ Kirill Richter & Richter Trio. Richter Trio.
  23. Esquire (2018-07-05).
  24. The Moscow Times (2018-07-05).
  25. Кинопоиск.
  26. Esquire (2018-11-22).
  27. YouTube.
  28. Youtube.
  29. ^ 1, 2 тата 3 Kirill Richter. deezer.
  30. ^ 1 тата 2 Кирилл Рихтер. Rate your music.

Каҫӑсем