Рыбалко Павел Семёнович

Па́вел Семёнович Рыба́лко (1894 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ [чӳкӗн 4-мӗшӗ] , Малый Выстороп[d], Харьков кӗпӗрни[d] — 1948 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин ҫарпуҫӗ, бронетанк ҫарӗсен маршалӗ (1945 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ). Икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ. СССР Аслӑ Канашӗн 2-мӗш пухӑвӗн депутачӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче танк тата пӗтӗмӗшле ҫарсене ертсе пынӑ, Совет Ҫарӗн бронетанк тата механикӑланӑ ҫарӗсен ҫарпуҫӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1894 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче заводра рабочисен нумай ачаллӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Украинец. 13 ҫултан пуҫласа сахӑр савутӗнче тата Харьковри пӑравус тӑвакан савутра токарь пулса ӗҫленӗ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ, Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ[2]. 1917 ҫулта Хӗрлӗ гвардие кӗнӗ. Граждан вӑрҫинче партизан отрячӗн командирӗн ҫумӗ, полк командирӗ, 1-мӗш Юланут ҫарӗн 14-мӗш юланут дивизийӗнче комиссар пулнӑ. Деникин, поляксем тата Врангель ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 1919 ҫулта РКП(б) ретне тӑнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре юлнӑ. М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Китайра уйгур пӑлхавҫисене хирӗҫ кӗрешме ҫар канашҫи пулнӑ[3]. Польшӑра тата Китайра ҫар атташе пулса тӑрӑшнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

Вӑрҫӑ пуҫлансан малтан Ҫар академисенче вӗрентнӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 3-мӗш тата 5-мӗш танк ҫарӗсене ертсе пынӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа вӑрҫӑ пӗтичченех 3-мӗш гварди танк ҫарӗн ҫарпуҫӗ пулнӑ. Унӑн ҫарӗ Курск ҫапӑҫӑвне, Днепр урлӑ каҫма, Киев, Львов, Берлин тата Прагӑна илмелли операцийӗсене хутшӑннӑ.

Нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Рыбалко генерал-лейтенанта пӗрремӗш хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале ӑна 1945 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

1945 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ӑна бронетанк ҫарӗсен маршалӗ ҫар хисепне панӑ. 1947 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Совет Ҫарӗн бронетанк тата механикӑланӑ ҫарӗсене ертсе пынӑ.

1948 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче пӳре чирӗпе вилнӗ. Мускавра, Новодевичье масарӗнче пытарнӑ[4]. Унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ Виль Рыбалко лейтенант 1942 ҫулта фронтра танк ӑшӗнче ҫунса вилнӗ.

undefined

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Мускаври вӑл пурӑннӑ Маршал Рыбалко урамӗнчи ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Мускавра (Новодевичье масарӗнче), Киевра, Россошь хулинче тата Сумы облаҫӗнчи Малый Выстороп ялӗнче палӑксемпе бюстсем вырнаҫтарнӑ. Прагӑра бюст вырнаҫтарнӑ.
  • Волгоград, Мускав, Минск, Пермь, Липецк, Киев, Харьков тата ытти хуласенчи урамсем унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ.
  • Узбекистанри Чирчикри танк училищи 1992 ҫулччен Рыбалко ячӗпе хисепленнӗ.
  • 1984 ҫулта СССР Ҫыхӑну министерстви П. С. Рыбалко ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа почта конверчӗ кӑларнӑ.

Астӑвӑм

  • Мускаври Рыбалко маршал урамӗнчи 1-мӗш ҫурт ҫине асӑну информаци хӑми вырнаҫтарнӑ. 70х100 виҫеллӗ хӑмана бронзӑран «М. Б. Греков ячӗллӗ ҫар художникӗсен студийӗ» ӑстисем пурнӑҫланӑ. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 РЫБАЛКО // Большая российская энциклопедия (выр.) — М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
  2. ^ Биографические сведения о жизни до 1939 года приведены по автобиографии П. С. Рыбалко, написанной в 1939 году. Опубликована в: Жилин В. А. Танкисты-герои 1943—1945 гг. — М.: Яуза, Эксмо, 2008. — Глава «Маршал брони».
  3. ^ П. Аптекарь «От Желторосии до Восточно-Туркестанской республики» , Wayback Machine çинчи 2007 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ.
  4. ^ Новодевичье кладбище. Павел Семёнович Рыбалко. Маршал , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ.
  5. ^ В Москве открыли памятную доску Герою Советского Союза Павлу Рыбалко. ria.ru (5 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Великая Отечественная. Командармы. — М.: Жуковский, 2005.
  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь в двух томах. — М.: Воениздат, 1987.
  • Драгунский Д. А. Дважды Герой Советского Союза П. С. Рыбалко (К 80-летию со дня рождения) // Военно-исторический журнал. — 1974. — № 11. — С. 125—128.
  • Жилин В. А. Герои-танкисты 1943—1945. — М.: Эксмо, Яуза, 2008. — ISBN 978-5-699-3053.
  • Миронов Г. Полководцы и военачальники Великой Отечественной. Вып. 1. — 2-е изд. — 1971. — С. 292—330. — 448 с. — (Жизнь замечательных людей). — 150 000 экз.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем