Рыбкин Георгий Филиппович
Рыбкин Георгий Филиппович (1930 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Ваҫликасси, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чӑваш АССР) — РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1930 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче (1946) пӗлӳ илнӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ (1950—1954). 1955—1963 ҫулсенче – Мари АССРӗнчи Мушмарин вӑрман хуҫалӑхӗн Елчӗк лесничествин лесничийӗ, 1963—1970,1974—1996 ҫулсенче – Мари АССРӗнчи Кокшайск вӑрман хуҫалӑхӗн Таир лесничествин лесничийӗ, 1970—1974 ҫулсенче – Мари АССРӗнчи Килемар вӑрман хуҫалӑхӗн тӗп лесничийӗ, Мари АССРӗнчи Мушмарин вӑрман хуҫалахӗн инженерӗ.
Хисепӗсем
- Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи;
- РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1990).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 83. — 168 с.