Рязанов Алексей Константинович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Алексе́й Константи́нович Ряза́нов (1920 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ, Тамбовский уезд[d], Тамбов кӗпӗрни[d]1992 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Ҫурҫӗр Кавказ фрончӗн 4-мӗш сывлӑш ҫарӗнчи 287-мӗш истребительсен авиаци дивизийӗн 4-мӗш истребительсен авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ, икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ, авиаци генерал-майорӗ (1970). СССР тава тивӗҫлӗ ҫар лётчикӗ (1967). Ҫапӑҫӑва 511 хут вӗҫсе тухнӑ, тӑшманӑн 31 самолётне хӑй тӗллӗн тата 12-шне ушкӑнпа пӗрле персе антарнӑ[2].[3]

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем

1920 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Большая Кочетовка ялӗнче (хальхи Тамбов облаҫӗнчи Токарёвка районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 7 класс тата ФЗУ шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Мускавра метрополитен тунӑ ҫӗрте, кайран савутра слесарь пулса ӗҫленӗ. 1939 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта. 1941 ҫулхи ҫуркунне Борисоглебскри пилотсен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни

1941 ҫулхи ҫӗртмерен А. К. Рязанов аслӑ лейтенант ӗҫлекен ҫарта. 1941 ҫулхи юпаччен 28-мӗш истребительсен авиаци полкӗнче хӗсметре тӑнӑ; 1942 ҫулхи ҫӗртмеччен — 736-мӗш ИАП-ра; 1945 ҫулхи кӑрлачччен — 4-мӗш ИАП-ра. Ахаль лётчикран (1941—1942) пуҫласа истребительсен авиаци полкӗн командирӗн ҫумӗ (1944—1945) пуличченхи ҫула утса тухнӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Тӗп, Брянск, Сталинград, Кӑнтӑр, Ҫурҫӗр Кавказ тата 2-мӗш Прибалтика фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫакнашкал истребитель-самолётсемпе вӗҫнӗ: 28-мӗш ИАП-ра — И-16 ҫинче, 736-мӗш ИАП-ра — «Харрикейнсем» ҫинче, 4-мӗш ИАП-ра — «Харрикейнсем», Як-7, Як-1 тата Як-9 ҫинче[4].

1943 ҫулхи ҫу тӗлне 4-мӗш истребительсен авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ (287-мӗш истребительсен авиаци дивизийӗ, 4-мӗш сывлӑш ҫарӗ, Ҫурҫӗр Кавказ фрончӗ) А. К. Рязанов майор ҫапӑҫӑва 300 хут вӗҫсе тухнӑ, сывлӑшри 67 ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, тӑшманӑн 16 самолётне хӑй тӗллӗн тата 16-шне ушкӑнпа персе антарнӑ.

1943 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ.

1945 ҫулхи нарӑс тӗлне ҫав полкӑн командирӗн ҫумӗ (185-мӗш истребительсен авиаци дивизийӗ, 14-мӗш истребительсен авиаци корпусӗ, 15-мӗш сывлӑш ҫарӗ, 2-мӗш Прибалтика фрончӗ) А. К. Рязанов майор ҫапӑҫӑва 511 хут вӗҫсе тухнӑ, сывлӑшра 97 хут ҫапӑҫнӑ, унта тӑшманӑн 31 самолётне хӑй тӗллӗн тата тепӗр 12-шне юлташӗсемпе пӗрле ушкӑнра персе антарнӑ[5][4]. Виҫӗ хутчен аманнӑ. 1945 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче иккӗмӗш хут «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе наградӑланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хӗсмет

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн СССР Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче хӗсметре юлнӑ. 1950 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине тата 1958 ҫулта Тӗп штабӑн Ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. 1950 ҫултанпа Мускав ҫар округӗн штабӗнче, кайран ҫӗршывӑн СҪВ тата ПВО ҫарӗсен штабӗнче ӗҫленӗ. 1959 ҫултанпа — ПВО ҫарӗсен 100-мӗш тата 87-мӗш истребительсен авиаци дивизийӗсен командирӗн вӗҫев хатӗрленӗвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ. 1960—1962 ҫулсенче — ПВО ҫарӗсен 10-мӗш дивизийӗн командирӗ. 1962—1975 ҫулсенче ҫӗршывӑн ПВО тӗп аппаратӗнче хӗсметре тӑнӑ[6]. 1975 ҫулхи ҫурларанпа А. К. Рязанов авиаци генерал-майорӗ — запасра. Мускавра пурӑннӑ. 1992 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче вилнӗ. Троекурово ҫӑвинче (3-мӗш лаптӑк) пытарнӑ[7][8].

Ҫемйи

Арӑмӗ — Матрёна Анциперова (1918—2016).

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Паттӑрӑн бронзӑран тунӑ бюстне 1954 ҫулта Тамбов облаҫӗнчи Токарёвка посёлокӗнче лартнӑ, 2010 ҫулта вара ӑна унӑн ячӗпе хисепленекен лаптӑкри ҫарпа истори мемориал комплексӗнчи Паттӑрсен аллейине куҫарнӑ[10][11].
  • Тамбов хулинчи «Радужное» кил хуҫисен юлташлӑхӗ (ТСЖ) вырнаҫнӑ районти пӗр урама А. К. Рязанов ятне панӑ (2010 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ)[12].[13].
  • Токарёвкӑри таврапӗлӳ музейӗнче экспозици ӗҫлет, унта А. К. Рязановӑн харпӑр япалисене кӑтартнӑ[14][15][16].
  • 2025 ҫулхи нарӑсра Токарёвка округӗнче Паттӑр ҫурални 105 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм мероприятийӗсем иртнӗ[17].[11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Рязанов Алексей Константинович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ Алексей Константинович Рязанов. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  3. ^ Рязанов Алексей Константинович. Советские асы 1936—1953. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Рязанов Алексей Константинович. Советские асы 1936—1953. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  5. ^ Рязанов Алексей Константинович. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  6. ^ Рязанов Алексей Константинович. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  7. ^ Рязанов Алексей Константинович (1920—1992). Московские могилы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  8. ^ Рязанов Алексей Константинович. Руспантеон. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2, 3, 4 Рязанов Алексей Константинович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  10. ^ Увековечение памяти. Администрация Токарёвского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Тридцать две звезды прикреплены на фюзеляж дважды Героя Советского Союза Алексея Рязанова из Токарёвского округа. Маяк 68 (2 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  12. ^ О присвоении наименований улицам, расположенным на территории ТСЖ «Радужное». Электронный фонд правовых и нормативно-технических документов (31 пушӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  13. ^ Улица А. К. Рязанова. Победа 75. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  14. ^ Экскурсия «Герои земли Токарёвской». ВМузей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  15. ^ Герой родной земли, герой Победы дважды. Top68.ru (7 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  16. ^ Рязанов Алексей Константинович. Тамбовский областной Совет ветеранов (30 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  17. ^ В Токарёвском округе отметили 105 лет со дня рождения дважды Героя Советского Союза А.К. Рязанова. Маяк 68 (28 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Галанин А., Голотюк В. Золотые звёзды Зари. — М.: Первый том, 2020. — 392 с.

Каҫӑсем

Категорисем